Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 13:10

Пушкăртстан Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле эпир темиçе интереслĕ тата анлă сарăлман фактсем илсе кăтартатпăр.

Республика фронта 700 пин салтакпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен çурри çеç таврăннă.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Ударник» клуб умĕнче митинг иртнĕ. Унта 10 пин ытла çын пухăннă. Пушкăрт парти обкомĕн председателĕ Георгий Дорофеев Германи вăрă-хурахла СССР çине тапăннине пĕлтернĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех пиншер арçын фронта кайма заявлени çырнă. Аллисене хĕç-пăшал тытса çапăçайманнисем вара ĕç çарне çырăннă. Республикăра кĕркуннерен вĕрентÿ занятийĕсем пуçланнă: танксене тĕп тăвакансене‚ автоматчиксемпе пулеметчиксене‚ минометчиксемпе кавалеристсене‚ снайперсемпе связистсене хатĕрлекен уйрăмсем ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри хуласемпе районсенчен фронта 700 пин ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 300 пине яхăн салтак çапăçу хирĕнче выртса юлнă‚ 50 пинĕ сусăр таврăннă.
200 пин салтакпа офицера
орденсемпе тата медальсемпе чысланă
Пушкăртстан çыннисем мĕн пур фронтсенче çапăçнă. Вĕсенчен 200 пине яхăн çар çынни паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Çав шутран - 278 Совет Союзĕн Геройĕ. Вăтăр пиллĕкĕшĕ вара Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем. Чи паттăррисен шутĕнче – хăйсен кăкăрĕпе тăшман амбразурине хуплакан Александр Матросов (Учалă районĕ)‚ Миннигали Губайдуллин (Мияки районĕ)‚ Григорий Овчинников (Бирск районĕ)‚ 250 яхăн вĕçев тунă тата Совет Союзĕн Геройĕ ята икĕ хутчен тивĕçнĕ Муса Гареев летчик (Илиш районĕ)‚ рейхстаг куполĕ çине Хĕрлĕ ялав çакакансенчен пĕри - Гази Загитов (Мишкин районĕ)‚ Гитлер тăшманĕ тата партизан юхăмĕн «хура генералĕ» Даян Мурзин (Бакалă районĕ)‚ математика учителĕ‚ Совет Çарĕн чи çивĕч снайперĕ Ахат Ахметьянов (Ишимбай районĕ)‚ Минигали Шаймуратов генерал‚ унăн кавалери дивизийĕ (Кармаскалă районĕ).
Пушкăртстана çĕршер завод эвакуациленĕ
Вăрçă вăхăтĕнче республикăна ытти регионсенчен фронт валли продукци туса кăларакан 100-шер предприятие эвакуациленĕ. Станоксемпе пĕрле региона рабочисемпе специалистсем хăйсен çемйисемпе килсе çитнĕ. Пирĕн республикăна пĕтĕмĕшле 247 пин çынна эвакуациленĕ. Вăрçă вĕçленсен те вĕсенчен çурри ытла кунта пурăнма юлнă.
Сăмахран‚ Ĕпхÿре УМПО тата паровоз юсамалли завод‚ шăрпăк тăвакан фабрика‚ лакпа сăрă тата ытти япаласем туса кăларакан производствăсем ĕçленĕ. Çтерлĕ хулинче сода‚ цементпа спирт‚ Пелепейĕнче сахăр‚ Ишимбайра насос завочĕсем‚ Белорецкра вĕрен туса кăларакан производство пулнă.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче фронта тухса кайнă рабочисем вырăнне пенсионерсем‚ хĕрарăмсемпе ачасем ĕçленĕ. Тĕслĕхрен‚ Белорецк хулинчи металлурги комбинатĕнче вăй хуракан хĕрарăмсен шучĕ 60% танлашнă. Вĕсем тракторист‚ комбайнер‚ водитель‚ колхоз председателĕ тата бригадир та пулса тăрăшнă. Мĕншĕн тесен çĕршыва тырăпа‚ çĕр улмипе тата аш-какайпа тивĕçтерекен ял çынни пулман пулсан тыл та, фронт та выçăпа вилĕччĕ.
Пушкăртстанра президентсемпе
чи лайăх шпионсене хатĕрленĕ
1941 çулхи кĕркунне Ĕпхÿ хулине Коммунистла интернационалăн ĕç тăвакан комитетне (Коминтерн) эвакуациленĕ. Вăл наци идеологипе кĕрешнĕ‚ унтан Германипе унăн союзникĕсене хирĕç кĕрешÿ йĕркеленĕ. «Идеологи ĕçне» йĕркелеме коммунистсен юхăмĕн паллă деятелĕсене те илсе килнĕ. Вĕсен шутĕнче Итали коммунисчĕ Пальмиро Тольятти (унăн ячĕпе Самара облаçĕнчи хула ятне çыхăнтарнă) тата Болгарийĕн пулас наци лидерĕ Георгий Димитров‚ Чехословаки Республикин пулас президенчĕ Готвальд Клемент пулнă. Малтанхи вăхăтра çак информацие пытарса пурăннă. Халăх вĕсем çинчен пĕлмен. Анчах «сарафанлă радиоран» нимĕн те пытарса пулмасть çав...1942 çулхи март уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă митингра пухăннисен умне Долорес Ибаррури тухса сăмах каланă. Вăл - Испанипе Халăхсен хушшинчи коммунистсен юхăмĕн паллă çынни‚ 1960 çултан пуçласа мĕн виличчен Испанири Коммунистсен партине ертсе пынă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Кушнаренково ялĕнче разведчиксен вăрттăн шкулĕ пулнине пурте пĕлмеççĕ. Асăннă шкул Топорнинсен кил-çуртĕнче вырнаçнă. Революци хыççăн унта ача çурчĕ пулнă.
Кушнаренковăри диверси шкулĕнче «Штазин» (ГДРти хăрушсăрлăх патшалăх министерстви) чи пултаруллă разведчикĕ Маркус Вольф хатĕрленÿ курсне иртнĕ. Вăрçă хыççăн вăл хăйĕн çĕршывĕнче ĕçленĕ: 1958 çулта Вольфа «Штази» тĕп управленийĕн ертÿçи ĕçне шанса панă. Вăл тăрăшнипе ведомство пĕтĕм тĕнчере чи вăйлă разведка пулса тăнă.
Кушнаренково ялĕнчи ял хуçалăх колледжĕн музейĕнче разведчиксем вĕреннĕ кĕнекесем упранаççĕ. Паллах‚ унта чăн ятсене тупса пулмĕ.
Ĕпхÿри радио пĕтĕм тĕнчене хыпарсем пĕлтернĕ
Фронтран килекен хыпарсене, çĕршыври репродукторсенчен илтĕнекен Левитан сасси‚ Ĕпхÿ çывăхĕнчи Глумилино ялĕнчи телевышка (халĕ унта «Планета» суту-илÿ комплексĕ тата пурăнмалли çуртсем) урлă иртнĕ. Вышкăна вăрттăн хăпартнă. Котлован чавакан тата конструкцие пухса хатĕрлекен рабочисем мĕн пулассине юлашки кунччен те пĕлмен. Хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекенсем вара телефон кабелĕ валли траншея чаваççĕ тесе шутланă.
Кашни кун Коминтерн революционерĕсем агитаци кăларăмĕсемпе радиоэфира тухнă. Вĕсене 18 чĕлхепе пĕтĕм Европипе трансляциленĕ‚ хăш чухне Америкăна та çитернĕ. Радиорубка Ĕпхÿ хули варринче вырнаçнă пулнă‚ халĕ унта Главпочтамт.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: