Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 12:25

Сÿннĕ ĕмĕт

1941-мĕш çул. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Хуçалăхри ĕçсем ăнăçлă вĕçленнине уявлама район центрĕнче çак кун Акатуй ирттерме палăртнă.

Ку ырă хыпар Верăна та савăнтарчĕ. Вăл хăйĕн хĕр-тантăшĕсемпе каçранах Акатуйне кайма хатĕрленчĕ. Кашниех вĕсенчен хăйĕн чи илемлĕ, чи юратнă кĕпине якатса хучĕ. Çамрăк-ха хĕрсем, тин анчах 16 çул тултарчĕç. Çапах та колхоз ферминче чăхсем пăхаççĕ.
Тул çутăлма пуçласанах тантăшсем çула тухрĕç. Ара район центрĕ шутланакан Пишпÿлек вĕсен ялĕнчен 25 çухрăмра та, уяв пуçланнă çĕре ĕлкĕресшĕн пулчĕç ĕнтĕ вĕсем. Кунĕ уяр, лăпкă, лĕм çил те çук.
Хĕрсем пырса çитнĕ çĕре халăх пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ. Акă партин I-мĕш секретарĕ çур аки мĕнле вĕçленни, ĕçре кам палăрни çинчен пĕтĕмлетÿ турĕ. Вера ятне те асăнчĕ вăл. Ку ĕнтĕ хĕре питĕ савăнтарчĕ, хавхалантарса ячĕ.
Часах тĕрлĕ ăмăртусем, вăйăсем пуçланчĕç. Вера хăйсенчен аякках мар çамрăксен ушкăнĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнине асăрхарĕ. Вăл хăй те юрлама юратать, ялта чи уçă саслă хĕр шутĕнче, тен, çавăнпа та-и, чăтса тăраймарĕ, ушкăн патне утрĕ. Чунĕ каниччен такмаксем юрласа купăс кĕввипе ташларĕ вăл. Каччăсем ун çине ăмсанса, килĕштерсе пăхнине асăрхамарĕ те. Ташласа ывăнсан, юлташĕсем çумне пырса тăчĕ. Часах вĕсем патне пĕр çамрăк каччă çывхарчĕ. Яштака пÿ-силлĕ, çĕмĕрт пек хура куçлă каччă Вера çумне пырса тăчĕ. Вăл çÿхе тутисемпе йăл кулса хĕре алă пачĕ. «Сирĕнпе паллашма юрать-и?» - çемçен ыйтрĕ хăй. «Паллах, юрать, мĕншĕн ан юратăр?» - терĕ хăюллăн Вера. Каччă Ваня ятлă иккен. Пелепей педучилищинче иккĕмĕш курсра вĕренет. Ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ те, халĕ ĕнтĕ çав çутă ĕмĕчĕ пурнăçланать темелле.
Хĕрпе каччă уçланкăран вăрман еннелле утрĕç. Ваня Верăна чи илемлĕ чечексем татса парнелерĕ, хăйĕн вĕренĕвĕ, ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ. Çапла шăкăл-шăкăл калаçса вăхăт та самаях иртрĕ. Уяв çаплах шавлать-ха, кĕрлет, купăс сасси янăрать, юрă шăранать. Темшĕн сасартăк шăп пулса ларчĕ. Малтан хĕрпе каччă çакна асăрхамарĕç, унтан нимĕн ăнланмасăр пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç. Мĕн пулнă-ши? Çак ыйту пăшăрхантарчĕ вĕсене. Часах радиопа диктор сасси илтĕнсе кайрĕ: «Сегодня, 22 июня, в четыре часа утра…» «Вăрçă ку, Вера, вăрçă…» - пăшăлтатрĕ каччă. Халĕ çеç телейлĕччĕ вĕсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулнăшăн савăнса калаçатчĕç, анчах та вăраха пымарĕ вĕсен телейĕ.
Хĕрпе каччă пĕр-пĕринчен йывăр туйăмпа уйрăлчĕç. Ун чух çамрăксем хăйсен хăрушă та йывăр пуласлăхĕ çинчен шутлама та пултарайман паллах. Уйрăлнă чух вĕсем çыру çÿретме калаçса татăлчĕç. Вера вăрçă пуçланни çинчен илтнĕ тискер хыпарпа килне таврăнчĕ. Анчах хуйхăсăр пуçне унăн чĕринче таса та çепĕç туйăм çуралнине те ăнланчĕ.
Вера Ваньăна вăрçа ăсатма каяймарĕ. Унран çапах кашни кунах çыру кĕтрĕ. Кĕтсе илчĕ-илчех вăл ăна. Пĕр ирхине почтальон хĕре виç кĕтеслĕ хут тыттарчĕ. Вера чĕтрекен аллисемпе çырăва уçрĕ. «Мĕнле-ши Ваня? Мĕн çырать-ши вăл?» Çыруран савнийĕ вĕренÿре пулнине, парашютпа сикме вĕреннине, часах вăрçă хирне каяссине вуласа пĕлчĕ. Куççуль витĕр малалла вуларĕ: «Пирĕн юрату çуралнă кун питĕ кĕске пулчĕ. Мана кĕт, эпĕ таврăнатăпах. Çĕнтерÿпе. Юратуллă салампа – Ваня». Ваньăн пĕртен-пĕр çырăвĕ пулчĕ вăл, тек вара сас-хура пулмарĕ унран. «Мана кĕт» текен сăмахсем çеç хĕре канăç памарĕç, унăн пуçĕнчен тухмарĕç. Кĕтрĕ, чунтан кĕтрĕ Вера пĕрре тĕл пулсах юратнă савнине. Урăххине юратма та пултараймарĕ, вăй та çитереймерĕ. Вăрçă пĕтсен вара пĕтĕм ял савăнчĕ, кĕрлерĕ. Сывă юлнисем пурте килĕсене таврăнчĕç. Вера çаплах Ваньăна кĕтрĕ, тăрăшса ĕçлерĕ, яланах малтисен ретĕнче пулчĕ. Çакна курах ĕнтĕ ăна яланах ял е район Канашне депутата суйларĕç. Çапла 15 çул иртсе кайрĕ.
Пĕрре çапла, черетлĕ ларăва кайсан, президиумра вăтам çулсенчи пĕр арçынна асăрхарĕ Вера. Облаçран килнĕ хăна тесе пĕлтерчĕç ун çинчен. Тĕлĕнмелле, унăн хушамачĕ те, ячĕ те, сăнĕ-пичĕ те, сасси те, хăйне тыткалани те – пурте Ваньăна аса илтереççĕ. «Нивушлĕ Ваня-ши ку? Мĕншĕн вăл хăйĕн çинчен мана нимĕн те пĕлтермен? Пĕр çыру та çырман? Юрататăп тесе каларĕ вĕт-ха вăл хамăрăн пĕртен-пĕр тĕлпулу вăхăтĕнче!» мĕнле кăна шухăш пăтранмарĕ пулĕ Верăн пуçĕнче! Тен, Ваня та мар çак арçын? Ним тума аптранă енне Верăн пуçĕнче ун патне пырса калаçса пăхас шухăш та вĕçсе иртрĕ. Анчах мĕн калĕ вăл ăна? Çук, çав арçынпа калаçма унăн хăюллăхĕ çитмерĕ. Хăй те çамрăк мар ĕнтĕ. Телейсĕр, мăшăрсăр иртет Верăн пурнăçĕ. Эх, çак ылханнă вăрçă! Мĕн туса хучĕ вăл унăн пурнăçĕпе.Мĕн чухлĕ çыннăн çутă ĕмĕтне сÿнтерчĕ, миçе çынна тăлăха хăварчĕ.
Верăн та вăрçă килсе тухман пулсан, пурнăçĕ епле йĕркеленĕччĕ-ши?
Читайте нас: