Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 13:10

Вăрçă çулĕпе иртнĕ аттен çутă сăнарĕ асра

Пурнăçра пулни-иртни, юнашар çывăх та хаклă çынсем, аттепе анне, çукки чылай чухне çынна асаилÿ авăрне путарать, тарăн шухăша ярать. Акă, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ май, куç умне аслă ăрури хаклă çынсем тухса тăраççĕ. Шел пулин те, паян вĕсем пирĕнпе юнашар çук.

Манăн аттепе анне‚ Степан Платоновичпа Алевтина Николаевна Гордеевсем‚ çут тĕнчене 8 ача (5 ывăлпа 3 хĕр) парнеленĕ. Анчах, пĕри ача чухнех выçлăха пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Атте, вăрçă фронтовикĕ, Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1913 çулхи август уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл мĕн пĕчĕкрен‚ 12 çултан пуçласа «Курган» колхозра ĕçленĕ. Тăван шкултан вĕренсе тухсан‚ Пелепей хулинче механиксен шкулĕнче ăс пухнă. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн 1941 çулччен тăван колхозра шофер пулса тăрăшнă. Вăрçă пуçлансан вăл фронта тухса кайнă. Ăна Днепропетровск хулине янă. Сержант званине тивĕçнĕскер Варшавăпа Смоленск‚ Брестпа Великие Луки хулисене тăшманран хăтарнă. Пире, ачисене, çав вăхăтри хаяр çапăçусем çинчен пĕрре мар каласа панă. Вĕсенчен пĕри уйрăмах маншăн асра юлнă: «Великие Луки хули çывăхĕнче тăшман çавăрса илнĕ унка (окружение) татса çапăçăва кĕретпĕр. Унта та кунта снаряд сирпĕнет, хĕç-пăшалтан пени хăлхана çурать. Шăпах çав самантра вăрманлă вырăнта пĕр хурăн айĕнче аманнă совет салтакĕ выртнине асăрхарăмăр. Хăйĕн икĕ ури те çук, взрыва пула вĕсене татса пăрахнă. Йывăр суранĕнчен юн сăрхăнать, ыратнине тÿсеймесĕр çак салтак пире хăйне персе вĕлерме ыйтать. Вăл ыйтнине тивĕçтереймерĕмĕр, эпир малалла çапăçăва кĕтĕмĕр. Питĕ шел пулчĕ çак салтака», - аса илнĕччĕ атте хаяр вăрçă кунĕсене.
1943 çулта атте хаяр çапăçусенче хăй те йывăр аманнă. Контузи «туяннă» хыççăн ăна сипленме госпитале ăсатнă. Госпитальте выртнă хыççăн сусăр салтака Миасс хулинчи Сталин ячĕллĕ Уралти автомобиль заводне янă. 1943 çул вĕçĕнче атте каллех фронта тухса кайнă. Унтах Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн 1946 çулта тăван яла таврăннă‚ арканнă хуçалăха ура çине тăратнă çĕрте тар тăкнă. Анне те (вăл Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуç ялĕн хĕрĕ пулнă) Пелепейри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 40 çул шкулта ачасене пĕлÿ панă.
Атте мĕн ватăлса виличчен тăван колхоза парăнса ĕçлерĕ. Вăл 1984 çулхи декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтака «Хастарлăхшăн»‚ «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе‚ Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин орденĕсемпе чысланă.
Луиза ФЕДОРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей хули.
Читайте нас: