Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 12:50

Виктор Тимофеевич Зайкин

Виктор Тимофеевич Зайкин (1924-2014 çç)

Виктор Тимофеевич Зайкин 1924 çул Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Тимофей мучи манăн Микулай асаттепе пĕр тăван.
Ĕç биографине 1936 çулта Пишкайăнти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пуçланă. 1940-1942 çç Треппел вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Авăркасă ВЛКСМ райкомĕнче шутлав пайĕн ертÿçи пулнă. 1942 çулта кĕркунне ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Кăнтăр Уралти пулеметчиксен училищинче вĕреннĕ хыççăн стрелоксен 70-мĕш Воронеж дивизине лекнĕ. Каярах 1-мĕш Украина фронтĕнче взвод тата рота командирĕ пулнă. Курск пĕккинче çапăçнă. Украина, Молдави, Белорусси çĕрĕсене ирĕке кăларнă. Икĕ хутчен аманнă, 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна запаса янă.
Виктор Тимофеевича Зайкина фронтра паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень орденĕсемпе, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Хастарлăхшăн» медальсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Куçăн мар майпа Çтерлĕри учительсен институтне тата Пушкăрт патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне пĕтернĕ. Малтан 1944-1954 çулсенче Мăйлăпукан шкулĕнче истори учителĕ пулса ĕçленĕ. Пишкайăн ялĕнче вăтам шкул уçăлсан ăна директор пулма шаннă. Вăл унта 32 çул (1954-1986 çç) хушши ертÿçĕ пулса ĕçленĕ. Виктор Тимофеевич - çут ĕç отличникĕ, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, чăваш халăх ăсчахĕ. 90 çула çитсе 2014 çул вилчĕ.
Антонида ПЕТРОВА (Зайкина),
80 çулхи ĕç ветеранĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.
Читайте нас: