Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 12:30

Йывăрлăхра - эпир пĕрле

Çтерлĕ хулинчи чăвашсен обществăлла пĕрлĕхĕсен (ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕ) хастарĕсем кăшăлвирус пандемине пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшу парассине йĕркеленĕ.

ПР чăвашсен регионти пĕрлĕхĕ Пĕтĕм Раççейри «Эпир пĕрле» акцие хутшăнса Авăркас районĕнче хатĕрленĕ пулăшу лавĕ (обоз) самоизоляци режимĕнче укçа-тенкĕ, пурлăх енчен йывăр лару-тăрăва лекнĕ Çтерлĕ хулинчи граждансем (нумай ачаллă çемьесем, ветерансем, инвалидсем) патне çитрĕ. Авăркас районĕнчи Çĕньял (йĕркелÿçи - Ф.В. Кузьмин), Чăваш Хурамал (В.Х. Пашкин, Ю.Х. Леонтьев), Шланлă (А.М. Алексеев), Треппел (Н.М. Глухов), Меселпуç, Маньел (Н.А. Иванов, Çтерлĕ хулинчи «Боевое братство» ертÿçи Г.Д. Степанов) ялĕнче пурăнакансемпе учительсен коллективĕ кар! тăрса питĕ пархатарлă ĕç тунă - тем тĕрлĕ ял хуçалăх продукцийĕ пухнă.
Йывăр лару-тăрăва лекнисене чунтан пулăшас тесе ял çыннисем пахча çимĕç (çĕр улми, сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ыхра) пачĕç. Вĕсем сĕт, услам çу, ÿсен-тăран çăвĕ, пахча çимĕçрен хĕле валли хатĕрленĕ салатсем, купăста тата ытти нумай апат-çимĕç, пыл таранах илсе килнĕ. Ыркăмăллăх акцине уйрăмах хастар хутшăннă ял çыннисен ячĕсене вулакансене пĕлтерес килет. Вĕсем – Н.Г. Васильев, А.В. Ефимов (Чăваш Хурамалĕ), Шланлă ялĕнчи вĕрентекенсен коллективĕ (А.М. Алексеев каланă тăрăх, çак ĕçрен никам та тăрса юлман, - авт.), П.И. Федоров Шланлă ял старости, П.И. Умов, В.Я. Григорьев, Н.М. тата А.И. Глуховсен (Треппел), И.В. тата Л.И. Ефимовсен (Меселпуç) çемйисем.
Пуçтарнă пахча çимĕçе тиеме Николай Никифоровичпа Оксана Петровна Федоровсем, Лариса Степановна Павлова хăйсен машинисемпе Çĕньял, Чăваш Хурамал ялĕсене, Юрий Анатольевичпа Алевтина Витальевна Петровсем, Людмила Ивановна Маркина Шланлă ялĕсене çул тытрĕç. Йывăр çăка «Тĕл пулу» («Место встречи») кафе умне турттарса килтĕмĕр. Ăна пушатнă çĕре Çтерлĕ хула администрацийĕн обществăлла организацисемпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ Ильгиз Русланович Еналиев та хутшăнчĕ. Пулăшу йывăрлăха лекнĕ çынсем патне вăхăтлă çитрĕ. Вĕсем Авăркас чăвашĕсен ырă ĕçĕшĕн тем пекех савăнчĕç, тав турĕç.
Акă вĕсем тав туса çырнă ăшă йĕркесем:
«Пысăк тав. Эсир вĕсем епле савăннине пĕлсенччĕ. Уйрăмах ял сĕчĕшĕн кăмăллă пулчĕç. Пĕри çавăн пекех каларĕ: «100 çул ял сĕтне ĕçсе курман. Тав сире. Эсир питĕ ырă кăмăллă çынсем.»»
«Пысăк тав сире. Куççуль тухмаллах чуна пырса тивет. Çавăн пек ырă кăмăллă çынсем тата та ытларах пулсанччĕ. Кам та пулсан пулăшĕ тесе шутлама та пултарайман эпĕ. Манăн анне кун пек парне илнишĕн халĕ те савăнса макăрать. Мĕн кăна çук тата мĕн чухлĕ! Пысăк тав сире! Ырлăх -сывлăх та телей сунатпăр.»
Хамăр енчен Авăркас районĕнчи Çĕньял тата Шланлă шкулĕсен коллективĕсене, «Эпир пĕрле» акцие хутшăнса ыркăмăллăх акцине йĕркеленĕ ПР регионти чăвашсен пĕрлешĕвне тата Çтерлĕри ЧНКА пайташĕсене Людмила Маркинана, Юрийпе Алевтина Петровсене, Николайпа Оксана Федоровсене, Алексейпе Зинаида Осиповсене, Лариса Павлована, Георгий Степанова тав тăватпăр.
Чăвашсем яланах ырă кăмăллă, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулнă. Паянхи йывăр кунсенче те эпир хамăр тивĕçе пурнăçлатпăр. Пултарнă таран йывăрлăха лекнĕ çынсене пăрахмастпăр. «Эпир пĕрле» акцие эсир хăвăр тĕллĕн те, пирĕнпе пĕрле те хутшăнма пултаратăр. Сирĕн кашнин ватă çынсем, тăванăрсем пур. Турă сире ирттерсе парĕ.
Людмила ИВАНОВА.
Çтерлĕ хули -
Авăркас районĕ.
Читайте нас: