Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 13:31

Чăваш наци конгресĕ онлайн-уяв йĕркелерĕ

Май уйăхěн 8-мěшěнче Чăваш наци конгресĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитнине халалласа онлайн-уяв ирттерчĕ. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем хальхи лару-тăру çăмăл мар пулнипе Мускав вăхăчĕпе 15.00 сехетре (пирĕннипе 17.00) тěрлě регионсенчи тата Эстони çĕршывĕнчи чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе пайташĕсем тÿрĕ видеоçыхăнăва тухрĕç.

Конгресăн вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров запасри офицер ЧНК президентне Николай Угаслова рапорт парса уява уçма ирĕк илнě хыҫҫăн пурте «Священная война» юрра юрларĕç. Уява ертсе пыракан Алина Савельева юрăç паллă кунпа саламлама Николай Угаслова сăмах пачĕ.
- Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ хастарĕсем, аякри тăванăмăрсем! Сире Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ку уяв савăнăçлă та, хурлăхлă та. Вăрçă терчĕ кашни çемьене пырса тивнĕ. Çĕршыва фашизмран хăтарас тесе пĕтĕм халăх кар! тăрса мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ.., - терĕ Николай Федорович.
Ун сăмахěсем хыҫҫăн Çĕнтерÿшĕн çапăçса пуçне хунă паттăрсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăчĕç. Малалла уява ертсе пыракан Питĕрпе Ленинград облаçĕн чăваш наци культура автономи ертÿçине, ЧНК элчине Валериан Гаврилова сăмах пачĕ.Питĕр чăвашĕсен ятĕнчен уява хутшăнакансене Роман Арсентьев çамрăк каччă «Офицеры» юрă парнелерĕ.
Аслă вăрçăра арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те хутшăнни пирки, вěсем чылайăшĕ паттăр пулса килни е ҫапăҫу хирěнчех пуç хуни çинчен «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева тата ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева каласа пачĕç. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уявра Елена Шурту мăнукĕпе, Наталья Арсентьева хĕрĕпе хутшăнчĕç, юрă-сăвăсем шăрантарчěҫ.
Видеоçыхăнăва Чăваш наци конгресĕн Крымпа Севастопольти элчи Андрей Яковлев та пĕччен мар, Севастополь хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен юрă ушкăнĕпе пěрле хутшăнчĕ. Вěсем вара уява хутшăнакансене юлашки вăхăтра паттăрсене асăнса палăксем, асăну хăмисем чылай уçни пирки пĕлтерчĕҫ, вырăсла тата чăвашла юрăсемпе савăнтарчĕҫ.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă онлайн-флешмоба Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн ертÿçи Николай Герасимов, Эстони çĕршывĕнчи чăвашсен ятĕнчен Таллинта пурăнакан Ираида Захарова, Пенза хулинчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Пенза тăрăхĕнчи элчи Денис Щербаков, Челябинск облаçĕнчи Чăваш культура центрĕн ертÿçи Сергей Герасимов, Питĕр хулинчи чăваш хастарĕ Татьяна Шмелева, Челябинск хулинчи чăваш çамрăкĕсен «Кадэрне» ушкăнĕн ертÿçисем Артемипе Екатерина Тельцовсем те вăрçă çулĕсене, чăваш салтакĕсен паттăрлăхне аса илсе хастар хутшăнса калаçрĕç.
Онлайн-уява ЧНК «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕ, паллă сăвăç Раиса Сарпи те çак чаплă куна халалласа çырнă сăввине хăватлăн вуласа илемлетрě.
Çĕнтерӗве халалланӑ уяв программине ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова, комитет пайташĕсем Раиса Васильева, Зинаида Воронова, Лидия Константинова, Николай Балтаев тата Любовь Вазюкова хутшăнса хăйсем çак паллă куна епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕç, уявпа саламларĕç.
Видеоçыхăну урлă йĕркеленĕ уявра Елена Османова, Алина Савельева, Людмила Кинер юрӑҫсем вăрçă çинчен çырнă илемлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕç.
Ҫак уява Пушкăрт Республикинчен те хутшăнакансем пулчěҫ. Вĕсенчен пĕри - Ӗпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» пĕрлĕхĕн председателĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечěн профессорě Ирина Сухарева (Саригель). Вăл уява хутшăнакансене вара Пушкăртстанри чăвашсен Канашěн ěҫě-хěлěпе кěскен паллаштарчĕ, Ĕпхӳри чăваш хĕрарăмĕсен ятĕнчен пурне те Аслă Çĕнтерӳпе саламласа Николай Леонтьевăн сăввипе çырнă «Ҫӑлтӑр тӑкӑнать» ятлă хăйěн юррине шăрантарчĕ.
Уява пурте пĕрле «Çĕнтерÿ кунĕ» («День Победы») юрра чăвашла шăрантарнипе вěҫлерěҫ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: