Манăн атте Матвей Иванович Павлов Пелепей тăрăхĕнчи Илкел ялĕнче 1911 çулхи февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ сарăмсăр вилсе кайсан, вун виççĕри ача пĕчĕкренех çĕр çинче ака-суха тума, уй-хирте, вăрманта ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх пăхма хăнăхнă. Вăй çитнĕ таран амăшне йывăр ĕçсем тума пулăшнă. Шкула çÿреме май пулманнипе вăл хăй тĕллĕн кăшт çырма, вулама вĕреннĕ. Ялти аслă çынсенчен çăпата авма, платник тата ытти ĕçсене тума хăнăхнă.
Ялта колхоз хуçалăхĕ йĕркеленсен, йышпа тыр-пул акса ÿстернĕ, вырмасенче ырми-канми вăй хунă. Каярахпа, çитĕнсе çитсен, платник ĕçĕпе киленнĕ: ял çыннисем валли пурасем пураланă, хапха-калиткесем ăсталанă, чÿрече рамисем хатĕрленĕ. Çапла майпа çăкăрлăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Утă çулма та питĕ ăста пулнă. Хресчен ĕçне аван пĕлнипе амăшне савăнтарнă.
Çитĕнсе çитсен авланнă. Юратнă мăшăрне Еликанида Маркелована Ярмулай ялĕнчен илнĕ. Çав çулсенче хут купăс туяннă, ăста выляма та вĕреннĕ. Чăваш туйĕсенче хут купăспа, хăй тунă шăпăрпа, килĕрен киле туй халăхĕпе çÿресе савăнтарнă, ташлаттарнă. Туй пуçĕ те пулма пултарнă. Пурăна киле манăн аппасем тата пичче çуралнă.
1941 çул хăрушă вăрçă пуçланнă. Пирĕн аттене малтан лагере илсе кайнă, ун хыççăн вăл фронта лекнĕ. Пилĕк çул вăрçăра рядовой пулнă. Связист ĕçне вĕренсе çак енĕпе ăсталăха ÿстернĕ. Вĕсем тусĕсемпе еплерех пĕр-пĕрне пулăшса йывăр пралук катушкисене хулпуççи çине хурса йăтса çÿрени, фронтри çапăçу вăхăтĕнче командирсемпе çыхăнтарни, тарăн та анлă юхан шывсен тепĕр енне каçса çыхăну пралукĕсене тăсни çинчен каласа панине астăватăп. Час-час аса илетчĕ хăйĕн çывăх та питĕ шанчăклă Федя ятлă тусне. Вăл Ленинград хулинчи çын пулнă. Унăн пурнăçĕ атте куçĕ умĕнчех татăлнă.
- Халь те çав шанчăклă та хаклă тусăм пулчĕ. Темиçе çул унпа пĕрле тăшмана хирĕç çапăçрăмăр. Пĕррехинче, çапăçу хĕрсе кĕрленĕ вăхăтра, пĕр вăрман хĕрринче тунката хыçĕнче сыхланса выртма тÿр килчĕ. Мина осколки лекрĕ ăна. Шел, çăлса хăвараймарăмăр. Мана нумай пулăшу парса, хăтарса хăварнисем те сахал мар пулнă. Вăл пулман пулсан эпĕ те çак тĕнчере сывă юлаймастăмччĕ, – хурлăхлăн аса илетчĕ вăл.
Атте, телее, сывă юлнă. Çĕнтерÿ кунĕнче вăл Германири Франкфурт-на-Майне хулинче пулнă. Киле таврăнса çитсен асаннепе аннене тата икĕ хĕрне ыталаса илнĕ, савăнăç куççульне тытса чарайман. Аттен чылай медалĕсем паянхи кунччен сыхланса юлнă.
Мирлĕ пурнăç малалла тăсăлнă. Эпир те çут тĕнчене килнĕ. Пирĕн çемьере вун виçĕ ача пулнă. Вĕсенчен эпир улттăн çеç сывă юлтăмăр - пилĕк хĕрпе пĕр ывăл. Ывăлĕ вара эпĕ пулатăп. Ыттисем чирлесе, эмел пулмасăр, пĕчĕклех вилнĕ.
Атте чăваш халăхне юрататчĕ, тăван чĕлхепе тата тутарла та ăста калаçатчĕ. Аннепе, Еликанида Ивановнăпа, иккĕш чăвашсен культурине, йăли-йĕркине, уявĕсене ăша хыватчĕç. Пире те çавнах вĕрентнĕ. Вĕсем çемье çавăрса 50 çул ытла пĕрле пурăнчĕç.
Манăн атте сапăр та ыттисене хисеплекен çынччĕ. Аннепе иккĕш вĕсем пире тирпейлĕ пулма, çынпа виçине пĕлсе калаçма вĕрентнĕ. Эпир вĕсем тăрăшнипе паянхи кунччен чипер пурăнатпăр, аслă пĕлÿ илсе çын пултăмăр. Аттепе аннене нихăçан та манмастпăр, асра тытатпăр. Çĕре çити пуç таятпăр.
Атте 1994 çулхи март уйăхĕн 8-мĕш кунĕнче çĕре кĕчĕ. Ăна аннепе тата унăн вилнĕ ачисемпе юнашар Илкел ялĕн масарĕ çине пытартăмăр.
Асра тытса, пуç тайса - салтак ывăлĕ
Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă.