Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:40

Сăвăс энцефаличĕнчен асăрханăр

Пĕрремĕш çурхи курăк тухсан сăвăссем те вăранаççĕ. Юнпа апатланакан хурт-кăпшанкă апрель уйăхĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕччен çыртса тарăхтарать. Анчах чи хăрушă тапхăр вăл – май-июнь уйăхĕсем.

Çак вăхăтра вĕсем уйрăмах çăткăн та усал. Сăвăссем çын çине вăрманта кăна мар‚ хула паркĕсенче‚ садсемпе пахчасенче те тапăнаççĕ. Унсăр пуçне ют çынран (обществăлла транспортра çумра ларакан пахчаçăран‚ кăмпаçăран) е килти выльăх-чĕрлĕхрен куçаççĕ.
Сăвăс энцефаличĕ - çивĕч инфекци чирĕ‚ тĕп нерв тытăмне сиенлетет. Вирус чирлĕ сăвăс ăшĕнче пурăнать. Çак хурт-кăпшанкă çын çине лексен, ÿт-тире çыртса шала кĕрсе ларать. Сĕлеке парĕсенче пухăннă вирус вара этем юнне лекет, çыртнă вырăнта ÿсет, нумайланать. Юн тăрăх кайса пĕтĕм кевтене сарăлать, тĕп нерв тытăмне сиен кÿрет. Унсăр пуçне вирус пуçпа шăмă мимисене те лекет. Ал-ура итлеме чарăнать: парез, паралич пулать, тăн (память) начарланать. 3-18 кун иртсен температура хăвăрт ÿсет. Вăл 38-40 градуса та çитме пултарать. Пит-куç, мăй, кăкăр хĕрелет. Ал-урана шăнăр туртса лартать. Сывлăх хавшаса пынăран этем сусăр пулма е кун-çулĕ вăхăтсăр татăлма та пултарать. Чĕрĕлнĕ хыççăн та паралич паллисем юлаççĕ. Çав вăхăтра уйрăмах тăн начарланать.
Вируслă сăвăс энцефаличĕ чылай тăрăхра саралнă: Çĕпĕр, Урал, Инçет Хĕвелтухăç, Раççейĕн вăтам тăрăхĕ, Мускав çывăхĕнчи вырăнсем, Карели, Уралçум.
Сăвăс ÿт-пÿ çине ан лартăр
тесен мĕн тумалла?
1. Вăрăм çанăллă, тÿмеллĕ е молниллĕ кĕпе, кофта тăхăнмалла. Шăлавар пĕççине атă çинчен кăларса ямалли çинчен те манса каймалла мар. Пуçа тутăр çыхмалла е калпак тăхăнмалла.
2. Сăвăса хăратма шăршлă шĕвексем сĕрмелле, аэрозольсемпе сапăнмалла, ÿт-пĕве мазьсем сĕрмелле. Сăвăс эвкалипт шăршине килĕштерменнине те асра тытмалла.
3. Вăрăм курăк, тĕмсем хушшине кĕмелле мар. Мĕншĕн тесен çак хурт-кăпшанкă çавăн пек çĕртре пурăнать.
4. Вăрмантан тухсан, сăвăс тумтир çине ларман-и тесе ăна хывса тĕрĕслемелле. Уйрăмах ÿтĕн çемçе вырăнĕсене тимлĕх уйăрмалла. Сăвăс çемçе вырăна питĕ юратать. Вăл пуррипе çуккине кашни 30 минутран тĕрĕслемелле.
Сăвăс ÿт çине тăрăнса
ларсан мĕн тумалла?
Алла резина перчетке тăхăнмалла. Çумра çук пулсан‚ пÿрнесене бинтпа чĕркемелле. Алла сăвăс пуçĕ патне çывăхарах тÿрĕ тытмалла, сăмсине амантмасăр çавăрса кăлармалла. Унăн сăмсине амантма‚ лапчăтма юрамасть. Вăл ÿт ăшĕнче юлсан чир шала кайма пултарать. Сиенленнĕ вырăна 70% спиртпа, 5% йодпа е одеколонпа сĕрмелле. Сăвăса кăларсан, алла çумалла. Ăна банка ăшне ямалла. Икĕ кун хушшинче лабораторине илсе çитермелле. Унта хурт-кăпшанкă чирлипе чирлĕ маррине тĕрĕслĕç. Çынна вируслă сăвăс çыртнă пулсан‚ ăна иммуноглобулинпа укол тăваççĕ.
Профилактика вăл - вакцинаци (прививка) тăвасси.
Кама прививка тăваççĕ-ха? Вăрман хуçалăхĕнче, фермăра, аш-какай комбинатĕнче ĕçлекенсене.
Хăвăра сыхлăр, сывă пулăр.
Вера ГАВРИЛОВА‚
аслă категориллĕ
врач терапевт.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: