Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:30

Савнă ялăм, Ямансас

2020 çулхи май уйăхĕнче Çтерлĕ районĕнчи Ишпарсово (Ямансас) ялне 250 çул пулать.

Сĕм вăрманлă сăрт аркинче
Месел юхан шыв юхать,
Унăн сылтăм çыран енче
Ямансас ялĕ ларать.
Ас тăватăп шыв арманĕ
Çĕрĕн-кунĕн ĕçлетчĕ.
Шăпчăк юрри çĕр каçиччен
Улăха чĕтрететчĕ.
Аслă урам вăрăм-вăрăм
Виç çухрăма çитетчĕ.
«Вăрăм тутăр» - çимĕк юрри
Çак урамра иртетчĕ.
Сăрт çийĕнчен Шуратăлти
Шихан тусем курăнаççĕ,
Сĕм авалтан пулнă кĕтрет
Куçăма илĕртеççĕ.
Уçланкăра çырла çисе,
Çăлтан сивĕ шыв ĕçсе
Ÿснипе эп питĕ хавас
Савнă ялăм Ямансас.
Савели УВАРĔ.
Кумертау хули,
Маячный поселокĕ.
Читайте нас: