Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:35

Тăхăр вунă çул - тăхăр кун мар

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Анфиса Даниловна Петрова 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ял çыннисем ăна сумлă ÿсĕмĕшĕн çеç мар‚ ăсĕ-тăнĕшĕн‚ ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ.

Анфиса Даниловна Пелепей тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кинемей пурнăçĕ çăмăл килмен. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă чухне хĕр ача 11 çулта пулнă. Çак хăрушă çулсенче вăл ытти ачасемпе колхоза ĕçе çÿренĕ. Вăрçă хыççăн вара ял ĕçченĕсемпе пĕрле арканнă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă. А.Д. Петрова мĕн ватăличчен ял хуçалăх ĕçĕнчен уйрăлман‚ тăрăшулăхпа ĕçченлĕхшĕн тыл ĕçченĕ сумлă ята тивĕçнĕ.
Вăхăт малалла шунă. Илемлĕ те сăпайлă хĕре пĕр ял каччи куç хывнă. Часах пĕр-пĕрне савакан чунсем çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн умлă-хыçлă 6 ача çуралнă. Анчах савăнăç вăраха тăсăлман‚ мăшăрĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕччен хĕрарăма тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма çăмăл пулман‚ çапах та пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр вăхăта лекнĕ пулсан та‚ кинемей чун илемне‚ ыр кăмăллăхне çухатман. Çавăнпа та пулĕ ачисемпе мăнукĕсем‚ кĕçĕн мăнукĕсем ăна питĕ юратаççĕ‚ лайăх пăхаççĕ.
90 çул – самай пысăк тапхăр. Анфиса Даниловна хăй пурнăçне тивĕçлĕ пурăнса ирттернĕ‚ пурнăç йĕркине улăштаракан саманари тĕрлĕ историллĕ пулăмсене хутшăннă. Çапах та тĕрлĕ тапхăра чăтса ирттернĕ кинеми паянхи пурнăçпа савăнса пурăнать, пурнăç улшăнăвĕсем çине философиллĕ шухăшсемпе пăхать.
Руфина ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: