Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:50

Турă панă вĕрентекен

Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăри паллă общество деятелĕ, ПР чăваш культура обществин председателĕ пулнă Алексей Кондратьев профессор çуралнăранпа 90 çул çитет. Çак материала ăна халалланă.

Инçе çула тухас умĕн лайăх хуçа яланах утне лайăхрах пăхать, çул çинче çăмăлрах пултăр тесе. Манăн вара, тĕрĕсрех - мăшăрпа иксĕмĕрĕн, çула васкаса тухнă пирки, урхамаха васкаса кÿлме кăна мар, кĕсъене кашăк илсе чикме те май килмерĕ. Тĕрĕссипе, çав ут çине лариччен юратнă анне: «Ывăлăм, ан хыпалан-ха. Аякри çул тертсĕр пулас çук. Курас нушана кунта та тутанса пăхма ĕлкĕрĕн. Тăхта кăштах. Хăвăра хĕрхенсе калатăп. Мăнукăм, сакăр уйăхри Сентиер, çинчен тĕплĕнрех шухăшласа пăхăр», - тесе асăрхаттарчĕ. Ăнланатăп анне чĕрине - вăл ачисене яланах хăйпе юнашар тытăччĕ. Атте сăмахĕ кĕске пулчĕ: «Хăвăнне хăв пĕл, ывăлăм. Кирек ăçта пулсан та пуçна ан çухат. Яланах çиччĕ виçсе пĕрре кас».
Мĕнех, тĕрĕс калаççĕ. Пурнăçри кашни утăмшăн этем хăех явап тытма тивĕç. Кун пек чухне пирĕн енче çапла шÿтлеççĕ «Турри çын пуçне çĕлĕк е шлепке тăхăнса çÿреме кăна мар, кăшт та пулин вăшкăртма туса янă» теççĕ. Çак йĕркесем шÿт евĕрлĕрех, анчах та унта тарăн шухăш пытарăннă. Кирлĕ те усăллă канаш. Уйрăмах çамрăксемшĕн. Шăпах çакна асра тытса вăрăм çула тухрăмăр.
«Мĕнле ут, мĕнле çулçÿрев çинчен аташать-ши çак йĕркесене çыракан?» тейĕ вулакан. Хуравĕ пĕрре - çăпатан кантри, япалан йĕрки пур. Сăмах кунта эпĕ, паянхи «Урал сасси» хаçат редакторĕ, 30 çул каялла Чăваш Енрен Пушкăртстана куçса килнĕ пирки пырать. Чăн та, ун чухне самани те урăхла пулнă, çыннисем те хăйсене ырăрах та сăпайларах тытнă, виçеллĕ калаçнă, виçеллĕ вăл е ку хутшăнăва кĕнĕ. Ăса вĕрентсе канаш парасси те таса чун-чĕререн тухнă. Çавăн пек çынсен шутне эпĕ Алексей Александрович Кондратьев профессора кĕртнĕ пулăттăм. Çак пысăк сума тивĕç чăваш ăсчахĕ нумай çынна пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă, тăван халăхшăн виçесĕр пархатарлă ĕçсем тунă. Эпĕ вĕсем çинчен çырса кăтартасшăн мар, мĕншĕн тесен ун пирки ĕçтешсемпе пĕр шухăшлă çынсен ĕçĕсенче те вуласа пĕлме пулать. Анчах та пурнăçри пĕр самант çинче чарăнса тăмасăр иртсе каяймастăп. Ăна 1989 çулхи хура кĕркуннен пĕр кунĕпе çыхăнтарасшăн. Мĕншĕн тесен шăпах çавăн чухне Кондратьев хушамат пуçа кĕрсе юлнă.
Пушкăрт çĕрĕ çине килсе вырнаçсан пĕр уйăх çурă е икĕ уйăх иртсен Пелепей тăрăхĕнче чăвашла дубляжпа тухса тăракан «Малалла» хаçат редакцине палламан арçын шăнкăравларĕ. Хăй вырăсла пуплет. Эпĕ ун чухне ĕнерхи студент, 23 çул тултарайман яш, хаçат редакторĕн çумĕ пулса ĕçлеттĕм. Сывлăх суннă май палламан çын Ĕпхÿ хулинчи чăваш хастарĕ пулнине, çывăх вăхăтра республика шайĕнче чăвашла хаçат тухасси çинчен пĕлтерчĕ.
Темшĕн хăй Ĕпхÿри нефть институчĕн профессорĕ тата регионти чăваш культура обществин ертÿçи пулни пирки пĕр сăмах та хускатмарĕ. Ахăртнех, тĕп сăлтавĕ чăвашăн сăпайлăхĕнче пулнă пулмалла. (Алексей Александровичра çак ене эпĕ каярах та пĕрре мар сăнанă – авт.). Калаçу вăхăтĕнче вăл çамрăк кадрсем кирлĕ пуласси çинчен та систерчĕ. Ун чухне обществăлла редколлеги вăйĕпе Толпазăра «Урал сассин» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăччĕ ĕнтĕ, ыран-паян иккĕмĕшĕ пичетленмеллеччĕ. Сисĕнмесĕр 1989 çул хыçа тăрса юлчĕ. Килсе çитнĕ çĕнĕ çул чăваш литература классикĕн Кĕçтентин Ивановăн 100 çулхи юбилейне Юнеско шайĕнче паллă тăвассипе çыхăнчĕ. Çак витĕмпе Пушкăрт çĕрĕ çинчи чăвашсен шухăшлавĕ те улшăнчĕ, хастарлăхĕ те ÿсрĕ пулмалла. Çапла калама сăлтавĕ те пур - кирек мĕнле уяв та халăха пĕр чăмăра пухать, иртнине аса илтерет, малашлăх çинчен тарăнрах шухăшлама хистет. Паллах, лидерсем ертсе пынипе, çине тăнипе. Вăл вăхăтри çавăн пек çынсен шутне эпĕ А.А Кондратьев чăваш арне кĕртнĕ пулăттăм.
1990 çула ярса пуснă май эпир Алексей Александровичпа çывăхрах паллашрăмăр. Пĕр-пĕрин патне шăнкăравласси те тăтăшрах пулса пычĕ. Чăн та, ытларах чухне аслă тусăм хăй шăнкăравлатчĕ. «Профессора пули-пулми ыйтусемпе чăрмантарас мар-ха» тесе шухăшлаттăм. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн юбилейĕ умĕн пĕр эрне маларах май уйăхĕнче А.А Кондратьев мана çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ:
- Юрий Николаевич, обкомри пуçлăхсем «Малалла» никĕсĕ çинче республика шайĕнчи «Урал сасси» чăваш хаçатне кăларасшăн. Эсир çакăн çине мĕнле пăхатăр? - пулчĕ кĕтмен ыйту.
- Илĕртÿллĕ сĕнÿ, анчах та ..,- калас сăмаха вĕçлемесĕрех чарăнтăм. Хамăн вара тин çеç йĕркеленĕ «Малаллана» та хуптарас килмест. «Çуралнă ача çут тĕнче çутине курмасăрах çухалĕ-шим?» текен шухăш пуçра çаврăнать.
Çак калаçу мана тарăн шухăша ячĕ. Çийĕнчех коллектива пухса канашлу ирттертĕмĕр. А.А Кондратьев ăсчах сĕнĕвĕпе килĕшекени те, хирĕçлекенни те пулчĕ. Тахăшĕ, аслăраххи пулмалла: «Ку ыйтăва çÿлтисем хăйсемех татса парĕç. Ытлашши хыпаланар мар», - терĕ. Чăн та, каярах ыйту малтан калаçса татăлнă чухнехи пекех пурнăçа кĕчĕ: «Урал сасси» хаçат Пелепей çĕрĕ çинче тымар ячĕ, паянхи кун та унта кун çути курать.
Çапла çур çул телефон урлă Алексей Александровичпа çыхăну тытнă хыççăн 1990 çулхи май уйăхĕн 28-мĕш кунĕнче унпа куçа-куçăн тĕл пулмалли самант килсе çитрĕ. Пире, Пелепей район делегацине, Ĕпхĕве Кĕçтентин Ивановăн 100 çулхи юбилейне паллă тума, савăнăçлă пухăва хутшăнма йыхравланăччĕ. Вăл Мажит Гафури ячĕллĕ Пушкăрт драма академи театрĕнче иртрĕ. Шăпах çак мероприяти умĕн театрта А.А.Кондратьев профессора пуçласа алă пама тÿр килчĕ. Сывлăх сунса кĕскен калаçса илнĕ май вăл мана: «Эсĕ ман куç умĕнчен ан çухал-ха. Эпĕ часах Шупашкарти юлташсене тупатăп та пирĕн пата чей ĕçме кайăпăр», - терĕ. Эпĕ çакна кĕтменскер малтан именсе хирĕçлеме пăхрăм, анчах аслă юлташ çирĕп çине тăни шухăша улăштарма хистерĕ. Акă, кирлĕ çынсем те пухăнса çитрĕç. Вĕсен шутĕнче Алексей Александрович Трофимов профессор, Виталий Петрович Иванов ăсчах, тĕлпулăва йĕркелекен хăй, эпĕ тата тепĕр икĕ-виçĕ çын (шел пулин те паянхи кун камсем пулнине астумастăп, анчах вĕсем те ăслăлăх сферинче ĕçлекенсем - авт.). Автобус çине ларса тĕп хулари СССРа - 50 çул урамри нумай хутлă 48-мĕш çурта çитрĕмĕр. Кунта пире Алексей Александровичăн мăшăрĕ, Татьяна Ильинична, тулли те пуян кĕрекепе тарват кĕтсе илчĕ. Сĕтел хушшине ларсан кил хуçи кашнинпех тĕплĕн паллаштарчĕ. Ман тĕле çитсен: «Ку пирĕн Шупашкартан килнĕ çамрăк специалист. Çывăх вăхăтра республика шайĕнче тухма пуçлакан хаçатăн пулас редакторĕ», - тесе татса хучĕ. Çак сăмахсене илтсен эпĕ, капла та хама сумлă çынсен хушшинче хăюсăр туяканскер, тата ытларах хумханса кайрăм. Хирĕç ним калама пĕлмерĕм. Телее, сăмах ыттисем çине куçрĕ, чей ĕçнĕ май хумханни те иртсе кайрĕ.
Юбилей мероприятийĕсем хыçа юлсан Алексей Александровичпа телефон урлă çыхăнасси тăтăшрах пурнăçа кĕрсе пычĕ. Кашни калаçурах вăл çывăх вăхăтра хаçат тухма пуçласси, çак ыйтупа Пушкăрт ССР Аслă Канашĕ ятарлă йышăну хатĕрлени çинчен систерчĕ. Каярах эпĕ çав кунсенче профессор Савген Курмилович Саватнеев ПССР Аслă Канаш депутачĕпе тачă çыхăнура ĕçленине пĕлтĕм.
Акă октябрь уйăхĕнче кĕтнĕ кун çитрĕ.
- Юрий Николаевич, постановлени хатĕр. Сирĕн ырантан пуçласа йĕркелÿ ĕçĕсемпе Ĕпхĕве килмелле пулать. Ку ыйтупа Министрсен Канашĕнче Евгений Петрович Асабин ĕçлет. Çавăнпа унпа çыхăнмалла, - пĕлтерчĕ мана аслă тусăм асăннă чиновникăн ĕç телефонне панă май. Хăйĕн çĕкленÿллĕ сассинче савăнни сисĕнет.
Чăн та, октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт ССР Аслă Канашĕн депутачĕсем черетлĕ сессинче «Малалла» хаçат никĕсĕ çинче «Урал сасси» кăларăм тухасси пирки постановлени йышăннине тепĕр кунах «Советская Башкирия» хаçатра хыпарларĕ. Официаллă хут çинче вăл Пушкăрт ССР Аслă Канашĕн тата Министрсен Канашĕн органĕ пулнине тата эрнере пĕр хут тухассине палăртнă. Анчах унта пĕр кăлтăк пур: «Малалла» никĕсĕ çинче мар, «Урал сасси» никĕсĕ çинче «Маллала» кун çути курмалла тенĕ. Ахăртнех кирлĕ хутсене хатĕрленĕ чухне çÿлти тÿре-шарасем тимсĕртерех пулнă пулмалла. Пирĕншĕн вара çакă пĕлтерĕшлех пулман, чи кирли - хаçата кăларма ирĕк пани.
Халăх тарçисен йышăнăвĕ хыççăн октябрь-ноябрь уйăхĕсенче эпĕ Ĕпхÿрен тухмарăм тесен те юрать. Тепĕр чухне çĕр каçма юлни те пулнă. Юлашкинчен Шурă çуртра (правительствăра) вахтерсем те паллакан пулса çитрĕç, мĕншĕн тесен çĕнĕ редакцин вăхăтлăх уставне, штатне, укçа-тенкĕ сметине унта хатĕрленĕ, ытти йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса панă. Ку ĕçре çÿлерех асăннă Евгений Петрович (йывăр тăпри çăмăл пултăр) чылай пулăшнине палăртса хăвармалла. Паллах, Алексей Александрович та кашни утăмрах куç-хăлха пулса тăнине, усăллă та вырăнлă канашсем панине те манмалла мар.
Çак çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăрт ССР Министрсен Канашĕ ятарласа «Урал сасси» пирки 218№ хушу (постановлени) кăларчĕ. Унта редакцин кулленхи ĕçĕнчи мĕнпур енĕсене шута илнĕ. Çав шутра мана тĕп редактор пулма çирĕплетни çинчен калакан йĕрке те пур. Сăмах май, çак должноçа шаннă хыççăн пуçласа саламлакансенчен пĕри аслă тусăм, Алексей Александрович, пулчĕ. Саламлакани çеç мар, пехил паракани те вăлах. Çавăнпа та паянхи кун ун умĕнче çĕре çити пуçăма таятăп, чиркĕве кĕрсен хама Турă панă вĕрентекене асăнса çурта çутма тăрăшатăп.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР тава тивĕçлĕ пичет
татă массăлла информаци ĕçченĕ.
Читайте нас: