Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:35

Ял хăтлăхне упрасси - кашнин тивĕçĕ

Сивĕ хĕл кунĕсем иртсе кайрĕç.Тĕрĕссипе кăçал вăл, ытти çулхисемпе танлаштарсан, ăшă пулчĕ. Илемлĕ çуркунне килсе çитрĕ. Шăпах çак кунсенче çут çанталăк çĕнĕрен чĕрĕлет‚ вăй илет.

Акă‚ çуркунне туллин хуçаланма пуçларĕ‚ тавралăх кунран кун ешерет. Çывăхри хура вăрман та симĕсленет. Кайăксем каçса кайса хăйсен илемлĕ те хитре юррисене шăрантараççĕ. Сар хĕвелĕ те тÿпере йăл-йăл кулать. Хăйĕн куллипе пĕтĕм тĕнчене ăшăтать. Çапла мĕн пур тавралăх хĕл хыçа юлнишĕн савăнать.
Май уйăхĕ Çуркуннепе ĕç уявĕнчен пуçланать. Çак вăхăтра çынсем çурт-йĕр таврашне тирпей-илем кÿртеççĕ‚ пахча ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне ял-хуласенче тĕрлĕ субботниксем йĕркелеççĕ. Эпир те Çуркуннепе ĕç уявне чысласа пысăк субботник ирттерме шут тытрăмăр. Сăваплă ĕçрен пĕри те айккинче пăрăнса юласшăн пулмарĕ. Субботнике ватти те‚ вĕтти те хутшăнма васкарĕç. Çапла яла çĕнĕ сĕм кĕртес тесе пухăннисемпе пĕрле Комсомол урамĕнче тата хамăр çурт-йĕр тавралăхне тирпей-илем кĕртрĕмĕр.
Хĕрарăмсемпе аслăрах ачасем урамри пĕлтĕрхи курăкпа çапăсене кĕреплесемпе туртса пуçтарчĕç. Васкамасăр çулăн икĕ енĕпе тураса тасатрĕç. Пĕчĕкреххисем те хăйсен тÿпине хыврĕç‚ таса урамра‚ çерем çинче выляма аванраххине питĕ лайăх чухларĕç. Вĕсем ашшĕ -амăшĕсемпе ăмăртмалла çÿп-çап пухрĕç. Аслисем вара пухнă çÿп-çапа михĕсене тултарса хучĕç.
Субботниксем йĕркелесе тавралăха тасатни кирлех. Çак ĕçе йĕркелени хамăр сывлăхшăн та усăллă. Йĕри-тавра таса та илемлĕ пулсан‚ чун савăнать‚ пурăнма та кăмăл çĕкленет. Малашне те çут çанталăк тимлĕх ыйтнине шута илсе‚ тирпей-илем ĕçне илсе пымалла пултăр.
Ольга НИКИТИНА.
Авăркас районĕ,
Çĕньял ялĕ.
Читайте нас: