Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Майӑн 2020, 12:40

Зайкин Константин Николаевич

Зайкин Константин Николаевич (1912 - ...)

Зайкин Константин Николаевич Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче 1912 çул вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 1932 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче 188-мĕш стрелковăй дивизин 234-мĕш артиллери полкĕн йышĕнче çапăçнă. Офицер пулнă май Украинăн Çурçĕр хĕвеланăç фронтĕнчи çапăçусене ертсе пынă. Великий Новгород хули çывăхĕнче 1943 çул çапăçура пуçне хунă. Ăна вилнĕ хыççăн подполковник звани панă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Вăл манăн аттен кĕçĕн шăллĕ пулнă.
Атте, Евдокий Николаевич Зайкин, Мускав çывăхĕнчи çапăçура 1941 çул вилнĕ. Вăл 1906 çул çуралнăскер 4 ача ашшĕ вăрçă пуçланнă çулах çара кайнă. Вăрçа кĕриччен вĕсем вунă çын ятĕнчен (Мăйлăпуканран 10 çын пулнă) пĕр çыру çырса янă. Манăн Моисей аслă тете, 14 çулхи шкул ачи, çыру вуламалăх пулнă ĕнтĕ. Анне ликбез кăна вĕреннĕ, алă пусма кăна пĕлетчĕ. Çырăвне çапла çырнă тетчĕ вăл: «Мана хĕвеланăç еннеле илсе кайрĕç, каярах хĕвел тухăç енне çавăрчĕç», - тенĕ. Урăх çыру тавраш пулман. Атте хăй вăхăтĕнчи икĕ класлă училище пĕтернĕ, хут пĕлекен çын шутланнă. Вăрçăччен колхозра бригадирта ĕçленĕ. 1937 çул çĕнĕ çурт лартнă. Атте вăрçа тухса кайнă чух Кирилл тете пиллĕкри ача пулнă. Ăна атте хытă юрататчĕ тет анне, хăй тухса кайнă чух тетене хапха юпи çине лартса «Эпĕ киличчен пысăк пул» - тесе каланă тет.
Антонида ПЕТРОВА (Зайкина),
80 çулхи ĕç ветеранĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.
Читайте нас: