Пирĕншĕн анне çав тери пултаруллă çынсенчен пĕриччĕ. Çак сăмахсене эпĕ иккĕленмесĕрех çирĕплетме пултаратăп. Эпир йышлă çемьепе ÿсрĕмĕр пулин те, паянхи кун шутласа пăхсан, пурнăçра пĕр çитменлĕх те, кăлтăк та пулман пек туйăнать. Питĕ те туслă ÿсрĕмĕр. Çемьере вунă çынччĕ: асанне, аттепе анне тата çичĕ ача. Асанне атте-аннепе 34 çул пĕрле пурăннă. Кулленхи пурнăçра тĕрлĕрен пулнă пулĕ, анчах та асанне пиртен уйăрăлса кайнă чух пĕтĕм чун-чĕререн аннене тав туса, пехиллесе пурнăçран уйрăлни куç умĕнче.
Анне пирĕншĕн хаклăран та хаклă çын пулнине эпир кашни самантрах туйса тăратпăр. Хаклă çыннăмăр вăхăтлă сĕнÿсем паракан çынччĕ, мĕнле те вăл иплĕччĕ, яланах тĕрĕс çулпа утмалли çинчен асăрхаттаратчĕ, çемье кăвайчĕн ăшшине упрама тăрăшатчĕ.
Аттепе иккĕшĕ вĕсем çемье пурнăçне мĕнле те туслă пурăнса ирттерчĕç. Атте хăйĕн çулĕсене пăхмасăр, яланах аннене «юратрăм та эпĕ сана» сăмахсене калама ÿркенместчĕ (эпир, çамрăксем, çак пулăм çине хăш чухне ăмсанса пăхаттăмăр, кашнинех çавăн пек сăмахсене яланах илтес килет-çке). Сăмах май каласан, атте çав тери аннене упратчĕ. Хăй ĕçре мала тухса ĕçлерĕ пулсан, аннен сывлăхĕшĕн нумайрах шухăшларĕ, ĕçри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ курорт путевкисене виçĕ хутчен аннене парнелерĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне анне килти ĕçсене тĕрĕслемесĕр пĕр кун та шкула яман. Пирĕнпе пĕрле уроксем туса пĕтериччен алă ĕçĕ туса ларатчĕ. Эпир «4» тата «5» паллăсемпе вĕреннинче аннепе аттен тÿпи те пулнă. Çавăнпа та икĕ пичче аслă пĕлÿ илсе (вĕсем çар училищине пĕтернĕ) кашниех 25 çулшар хĕсметре тăнă, çĕршыва сыхланă. Паянхи кун та вĕсем - ĕçре. Аннепе атте çине тăнипех эпир те Валя аппапа аслă пĕлÿ илтĕмĕр. Шăллăмпа йăмăксем те техникумсем вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕр ĕçре сахал мар çул ĕçлеççĕ.
Анне тăрăшнипех пирĕн çуртра, хуçалăхра яланах тулли пурнăç пулчĕ (эпĕ мăшăрпа 38 çул пурăнса хĕрарăм шăпине питĕ лайăх ăнланатăп - авт.). Картиш тулли выльăх, кил картинче чăх-чĕп, сад пахчинче хурт-хăмăр… Пирĕн ачалăх аттепе анне ырлăхне пула мĕн тери те савăнăçлă иртрĕ.
Аннепе аттешĕн мăнуксем çурални вара пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă пекех туйăнатчĕ. Вĕсем пÿрт тулли пулсан та аннешĕн нихăçан та чăрмав пулман, пире тата мăнукĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илетчĕç. Каннă кун таврăнаттăмăр та сĕтел çинче пысăк та сарлака чашăкпа туллиех кукăль тата ытти апат çимĕç ларатчĕ.
- Анне мĕнле ывăнмастăн эсĕ? - ыйтаттăмăр унран.
- Çакăн пек тулли сĕтел пулсан, мăнуксем пире яланах ăшă сăмахпа аса илĕç, - тетчĕ вăл. Чăнах та, паян кун хăш мăнукне илсен те аннепе атте çинчен вĕсем кăмăллă сăмах çеç калаççĕ, вĕсене ырă сăмахсемпе кăна аса илеççĕ.
Вăхăт иртет пулин те, паян кун та аннепе атте ялан куç умĕнче. Анне чĕререн каланă сăмахсем, унăн пехилĕсем хăлхара янăраса тăраççĕ. Тĕрĕс çулпа утмаллине, çынна ырă тумаллине вĕрентнисем паянхи кун та пуçра упранаççĕ. Хальхи вăхăтра хаклă çыннăмăрсене тем чухлĕ курса калаçас килет пулин те вĕсенпе урăх çак çут тĕнчере тĕл пулаймăпăр. Çав вăхăтрах тăван киле пухăнсан эпир, унăн ачисем, аннен сăнарĕ, унăн ырă ĕçĕсем, пире тĕрĕс çул çине тăратас тесе вăй хунă кун-çулĕсем ахалех иртмен пулĕ тесе шухăшлатпăр. Вĕсем пире пĕр-пĕрне, тăвансене юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, хăйсене чыслама ыйтнă.
Питĕ те шел, паянхи кун аннепе атте пирĕнпе юнашар çук. Пире телейлĕ те тулли пурнăç парнеленĕшĕн тайма пуç вĕсене. Темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас килет, май килсен ыталаса хамăр çума çупăрланă, сехечĕ сехечĕпе ларса пупленĕ пулăттăмăр. Çав вăхăтрах ял-йыша та ырă сăмах каламалла. Вĕсем пирĕн аттепе аннене яланах ăшă сăмахпа кăна асăнаççĕ. Пирĕншĕн вăл пысăк чыс, мăнаçланмалли сăлтав.
Вăхăт малалла чупать, анчах та аннен çутă та таса сăнĕ нихăçан та куç умĕнчен çухалмасть. Эпир ăна юратнă, хакланă. Паянхи кун та çак туйăмсемпе пурăнатпăр. Пирĕншĕн анне хĕвелпе тан, уйăх пек çутă, хир пек аслă, вăрман пек пуян. Тайма пуç сана анне, эсĕ яланах пирĕн чĕресенче.
Сана юратса - пĕтĕм ачисен ятĕнчен
Елена ГРИГОРЬЕВА хĕрĕ.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.