Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 12:25

Чăваш Кăпавĕнчи асăну митингĕ

Кăçал пĕтĕм Раççей Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине паллă тăвать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи çак çĕнтерÿ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: вăл чи юнлă та хурлăхлă пулăм кăна мар, тĕнчери нумай халăхăн шăпине татса параканĕ те, тĕнче аталанăвне палăртаканĕ те. Аслă Çĕнтерÿ совет халăхĕшĕн калама çук хакла ларнă, уншăн темиçе миллион чи лайăх ывăл-хĕр пурнăçне панă.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа паянхи кунччен тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсен ытларах пайне Çĕнтерÿ кунне май уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Сăмахран‚ çак кунхине Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче обелиск умĕнче митинг иртрĕ.
Чи малтанах пухăннисен умне ял Канаш пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сажида Уракова тухса сăмах каларĕ. Пуçлăх-хĕрарăм Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. Унтан ял Канаш депутачĕ Николай Исаев сăмах илчĕ. Тĕрлĕ çар çапăçăвĕсен ветеранĕ паян пурăнакансен тивĕçĕ пирĕн мăн асаттесемпе асаттесен паттăрлăхĕ çинчен пулас ăрусене те каласа парасси, вĕсене асăнса лартнă палăксене упрасси çинчен асăрхаттарчĕ. Митинга малалла тăсса вырăнти шкул директорĕ Павел Коваленко тухса калаçрĕ.
Уяв мероприятийĕн иккĕмĕш пайĕнче тĕрлĕ çар çапăçăвĕсен ветеранĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă обелиск умне паттăр салтаксене сума суса чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕ хучĕç. Унтан пухăннисем Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа 75 сывлăш шарĕ тÿпене вĕçтерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче ялавсемпе илемлетнĕ УАЗ автомобильпе ял тăрăх авточупу йĕркелерĕç.
Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла‚ кăшăлвирус пандемипе çыхăннă лару-тăрăва пула пысăк мероприятисем ирттерме май çук. Çавăн пирки асăннă митинга сахал çын хутшăнчĕ. Вĕсем чиртен сыхланас тесе харпăр хÿтĕлев маскисемпе усă курчĕç.
Николай ИСАЕВ,
2006-2007 çулсенче
Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă спецназ
аслă сержанчĕ.
Иглин районĕ.
Читайте нас: