Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 12:50

Чăваш вырсарни шкул нимеçисем ветерансене саламларĕç

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ нимеçĕсем (волонтерсем) Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене апат-çимĕç курупкисем салатса парас ĕçе хутшăнчĕç.

Парне памалли набора тĕрлĕрен улма-çырла, пахча çимĕç, консервăсем, какайран тата пулăран хатĕрленĕ апатсем, канфетсем кĕреççĕ. Апат-çимĕç пуххинче республикăра туса кăларакан продукци те – ĕне какайĕ, сыр тата пыл – пур. Социаллă пулăшăва республикăри 62 муниципалитетра пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă 962 ветеран тивĕçнĕ. Çав шутра эпир шефа илнĕ Мария Измайловна Измайлова та пур. Вăл 96 çулта. Парнене сумлă ватă кинемее шкул директорĕ Полина Чубенко (вăлах çак йĕркесен авторĕ) тата республикăри чăваш культура обществи çумĕнче йĕркеленĕ икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячĕллĕ Çар вăйĕсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç-тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен организацийĕн председателĕн çумĕ Леонид Михайлов парса чысларĕç.
Чăваш вырсарни шкулĕпе ветерансен организацийĕ пĕрле ĕçлесси ырă йăлана кĕнĕ. Малашне те çак пуçару манăçа тухмасса шанатпăр.
Полина ЧУБЕНКО,
Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкул директорĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: