Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 13:25

Палăк çинче аслашшĕн, ашшĕн... ячĕсем пур

Гафури районĕнчи Ново-Зириково (чăвашла ячĕ Çирĕклĕ, Зилим-Караново ял Канашне кĕрет) ялĕнче иртнĕ вăрçăн хаяр та юнлă тискерлĕхне манмаççĕ. Çак пĕчĕк чăваш ялĕнчен фронта 1941-1945 çулсенче 45 çынна илсе кайнă, вĕсенчен çурри ытла юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Анчах та ял çыннисем тăван тăрăхри паттăрсене манмаççĕ. Халĕ те акă, хăйсен ялĕнчи Тăван çĕре хÿтĕленисен палăкне патшалăх лартса парасса кĕтсе тăман.

Çак ялта çуралса ÿснĕ хастар чăвашсем пархатарлă ĕçе халăх шучĕпе тăвас шухăшпа йĕркелÿ комитечĕ пуçтарнă. Вĕсен шутĕнче - Çтерлĕ хулинче пурăнакан Михаил Васильев адвокатпа (ĕçе пуçарса яраканĕ, - авт.) çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ Алексей Иванов, Зоя Ивановапа Лидия Александрова, Татьяна Яковлевапа Галина Яковлева, Василий Яковлевпа Иван Яковлев, Юрий Федоровпа Владимир Матвеев тата Сергей Смирнов.
Пысăках мар ялта халăх хăй ирĕкĕпе çĕр пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. Хулара хатĕрленĕ чаплă палăка ял-йыш Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитиччен ял варринче вырнаçтарнă. Палăк çинче вăрçă хирĕнче вилнисен (24 çын) тата уйрăммăн вăрçăран таврăннисен (21 çын) хушамачĕсене çырса хунă. Вĕсен шутĕнче çак сăмахсен авторĕн, Михаил Васильевăн, хăрушă вăрçа лекнĕ аслашшĕн, ашшĕн тата унăн пиччĕшĕн ячĕсем пур. Аслашшĕ Николай Емельянович Васильев (вăл Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче 1896 çулта çуралнă) вăрçăран таврăнайман. Вăл тăшманăн тĕп хулинче пынă хаяр çапăçура, вăрçă пĕтиччен 13 кун маларах çеç, пуçне хунă. Ăна Берлинта Трептов паркĕнче пытарнă тесе хыпар килнĕ.
Çак чыслă палăка тивĕçлĕ лартма ял-йышпа ял хутлăх администрацийĕ те чылай пулăшнă. Вĕсем техника, вĕт чул, цемент уйăрса панă. Район администрацийĕ палăкпа юнашар лапамра 45 фронтовика чысласа 45 чăрăш лартма шантарнă. Çак чаплă палăка вырнаçтарас ĕçре мĕнпур ял-йыш хастар хутшăннă. Тăван кĕтесрен аякра пурăнакан çирĕклĕсем те укçа-тенкĕпе самай пулăшнă. Вĕсене пурне те чунтан пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Шел пулин те, Çĕнтерÿ кунĕнче палăка йышпа пухăнса чыслă уçма сехер кăшăлвирус хăрушлăхĕ чăрмантарчĕ. Çавăнпа та çак савăнăçлă та пархатарлă ĕçе кăшт каярах йĕркелеме тÿр килĕ.
Михаил ВАСИЛЬЕВ,
Вячеслав ЕРОХИН.
Гафури районĕ,
Çирĕклĕ ялĕ.
Читайте нас: