Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 12:51

Пултарулăх шăтса тухатех

Ман алăра «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕн Вера Фоминан (Шемпер) «Тăван тавралăх» çĕнĕ кĕнеки. Эпĕ ăна киленсе вулатăп. Унăн калăпăшĕ пысăк мар пулсан та шухăшĕ питĕ тарăн. Асатте-асаннесен шухăшĕсемпе тÿр килет. Пирĕн автор ĕмĕр тăршшĕ чун-чĕрере аталантарса пурăннă шухăшĕсене пуçтарса, кĕнеке кăларма мехел çитернĕ.

Тăван тавралăх... Кама кăна килентермест-ши вăл? Мĕнле çыравçа илсен те, чăн малтан вăл çуралса ÿснĕ вырăнсене мухтать. Калем ăсталăхне Вера Александровна вырăс чĕлхипе çырассинчен пуçласа ячĕ. Эпир унăн çырас кăмăлĕ паркаса тăнине тахçанах сиснĕ. Пултарулăх вăл е пур, е çук. Пурте хамăртан килет. Пĕри ăна шăтса тухнă хыççăн наянлăхпа путлантарать, тепри – тăрăшса, нимĕнле кăлтăк-йывăрлăхсене пăхмасăр, çулран çул аталантарса, çĕнетсе пырать. Пурне те паллă халь çав йывăр вăхăтсем: вăрçă хыççăнхи ачасем тăван чăваш чĕлхине вĕренсе юлаймарăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчен пуçласа пире «пĕчĕк халăх» тесе йышăнчĕç, шкулсенче тăван чĕлхе урокĕсене пĕтерсе хучĕç. Анчах та чăн чăваш юнĕ пиртен кайман. Вера Фомина пек çынсем пирĕн енче сахал мар. Вĕсене упрамалла, пурнăç çулĕн хĕррине тĕртсе хăвармалла мар. Пирĕн Пишпÿлекре те çавăн пек автор пур. Вăл - Ольга Федотовна Леонтьева («Асамат кĕперĕ» поэзи фестивалĕн 2011 çулхи номинанчĕ). Ун пек авторсен сăвă техники хăш чухне такăнма та пултарать. Çеçпĕл Мишши йĕркелесе хăварнă пусăм правилисене пĕлменнисем те пур. Сăмах ăстисем ĕлĕкхи силлабо-тоника мелĕпе усă курса çыраççĕ. Вĕсем хăй майлă, никам сăввипе те пăтраштарса пулмасть. Чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен ваттисен ăслăлăхĕпе усăланса çыраççĕ. Ман шутпа, кун пек кăларăмсен кун çути малта пулмалла. Вĕсем чăвашсен историне, унăн аталанăвне сăнласа параççĕ. Çакă вăл çырма пĕлменни мар, авалхи йăх-несĕлсен шăтса тухнă ăслăлăхĕ. Тĕслĕхрен: «Тупнă хăйне кирлине» (сăмах-юмах) сăввинче çапла пĕтĕмлетет автор: «тет» хыççăн кайсассăн тет картара чăх сунă, тет. Ĕнисем кашта çинче çăмарта тунă тет. Эсир илтнĕ-и çакна? Калатчĕç ĕлĕк çапла». Акă тата пĕр ăслăлăх сăвви - «Мĕн чи пахи?»
Илемлĕхре – паха сăнарлăх,
Таса чунра – пысăк сăваплăх,
Атте-анне пурри – телейлĕх,
Ача-пăча пулни – пуласлăх,
Ăру-йăха тăсни – малашлăх,
Тус-йыш нумай пулни - пит лайăх.
Мĕн чи пахи? Мул-хĕтĕр-и?
Унран пахараххи пур-и?
Чăвашсене сума суни,
Таван чĕлхемĕре пĕлни
Тата чăвашла калаçни,
Мул-хĕтĕртен чи пахи!
Çак хайлава мĕнле сăвă виçи кирлĕ?! Кунта пурте ăнлануллă, философи енчен тарăн шухăшлă сăвă.
Вера Александровнăн пултарулăх çÿпçи тĕрлĕ енлĕ. Вăл тăван Çтерлĕ енчи тавралăха анчах мар, мĕнпур чуна витерекен туйăмĕсене уçса парать, кашни пурнăçра пулса иртнĕ паллă вырăнсене сăнласа пама тăрăшать, çăмăл кăна чăвашла кулăшпа усă курать. Акă, «Чĕркки» сăвва илер.
Чĕрккине çапас тесе
Пÿрне хуçрăм. Эй, тĕнче!
Чĕрккийĕ манран чăçрах,
Вĕçсе кайрĕ маларах.
Халĕ ыратать пÿрне,
Сиктертĕм-шим сыппине?
Авторăн чĕлхи ĕлĕкхи сăмахсемпе пуян. Вĕсене манăн диалект йышне кĕртес килмест: чĕркки - вăрăм туна (комар); чăçрах – шепрех, часрах, пăравуртарах (быстрей); мул-хĕтĕр - пуянлăх (богатство). Пирĕн енче питĕ илемлĕ тав сăмахĕ пур: ĕлĕк пирĕн кукамай-кукаçисем «мерттес» тетчĕç. Вăл сăмаха Ухсай Яккăвĕн «Шуйттан чури» асамлă поэмине те кĕртнĕ. Словарьте вĕсем çук пулсан та, пирĕн ун пек илемлĕ чăваш сăмахĕсене манмалла мар тесе шутлатăп. Çĕнĕ кăларăмсенче словаре кĕртсен те начар пулмĕччĕ.
Вера Фоминан пултарулăхĕ çинчен питĕ нумай çырма пулать. Кĕнекине тупса вуласси пахарах. Автора сывлăх сунса, малашлăх кунĕнче тата та лайăхрах сăвă-хайлавсем çырасса шанса тăратпăр. Ман шăллăм унăн кĕнекине пĕр чарăнмасăр, пĕр сывлăш çаврăнăшĕпе вуласа тухрĕ те «Питĕ кирлĕ аван кĕнеке» тесе хакларĕ.
Лидия Шурçăл çыравçă.
Пелепей районĕ, Усень-Иваново ялĕ.
Читайте нас: