Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 13:05

Пушкăртстан картишĕсене тирпей-илем кĕртме 1,6 млрд тенкĕ уйăрĕç

Иртнĕ эрнере Пушкăртстанри 12 хулапа хăш-пĕр районсенче «Пушкăртстан картишĕсем» программăна çĕнĕрен хута янă. 45 муниципалитетри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Пирĕн картишсем илемлĕ те хăтлă пулччăр тесе Пушкăртстан хыснинчен 1,5 миллиард ытла укçа-тенкĕ уйăрĕç. Çулталăк хушшинче республикăри 300 картише тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ.

Ĕç графикне кăшăлвирус эпидемийĕ пуçланичченех хатĕрленĕрен пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ программа шăпи те иккĕленÿллĕччĕ. Çак кунсенче вара влаçсем çĕнĕ йышăну тунă: эпидемие хирĕç йышăннă пур мероприятие те пăхăнсан, ĕçлесе пулать. Урамсенче çынсем сахалтарах çÿрени подрядчиксемшĕн тата та меллĕ: вĕсем хăйсен ĕçĕсене хăвăртрах та лайăхрах пурнăçлĕç. Анчах подрядçăсем умне услови те лартнă. Вĕсем харпăр хăйĕн хÿтĕлев хатĕрĕсемпе (средства индивидуальной защиты) ĕçлемелле, дезинфекци тумалли япаласемпе усă курмалла.
Чи малтан мĕнле ĕçсене пурнăçлĕç?
Лару-тăрăва пăхмасăр пурнăçлама тивĕçлĕ ĕçсем те пур. Вĕсен шутне паянхи самана ыйтакан резина сарнă ача-пăча площадки, хăрушлăхсăр спорт лапамĕ, контейнер площадки, парк вырăнĕсем, информаци стенчĕ лартасси, урамсене электричество çутипе тивĕçтересси, видеокамера, пĕчĕк архитектура тĕсĕсене (урнăсем, саксем) вырнаçтарасси кĕреççĕ. Харпăрçăсем çак списока хăйсен ирĕкĕпе малалла та тăсма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, нумайăшĕ баскетбол площадки тăваççĕ, япала çакса типĕтмелли хатĕрсем лартаççĕ. Видеокамера вырнаçтарасси пирки çакна каласа хăвармалла. Кăмăлĕсем пулсан çуртсенче пурăнакансем (кăштах укçа тÿлесе) камерăпа усă курма пултараççĕ. Камера урлă картишĕнче вылякан ачине сăнама та меллĕ.
Кăçал мĕн çĕнни пулать?
Республикăри Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин çурт çумĕнчи территорисене хăтлăх кĕртекен уйрăм пуçлăхĕ Арсланбек Хайдаров пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан «Пушкăртстан картишĕсем» программа подъездсене юсасси программăпа пĕр харăс ĕçлĕ. Урăхла каласан, çынсем пĕр вăхăтрах илемлĕ картишлĕ тата подъездлă пулĕç. Унсăр пуçне кăçал министерствăн çĕнĕ команди иртнĕ çулхи çитменлĕхсене шута илме палăртать. Тĕплĕнрех калас пулсассăн, тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă проекта çурт-çĕр, хваттер хуçисемпе сÿтсе явĕç, юсав ĕçĕсен пахалăхне тĕрĕслес ĕçе хытарĕç. Иртнĕ çул республикăри юсанă картишсен 30% çеç (Ĕпхÿ, Янаул, Агидель, Салават, Дюртюли хулисенче, Мрак ялĕнче, Нуриман тата Татăшлă районĕсенче) çынсен кăмăлне кайнă.
Сирĕн çурт программăна лекни
çинчен епле пĕлмелле?
Унта хутшăнма ирĕк ыйтса пурăнакансем хăйсем заявка параççĕ. Пухусем пĕлтĕрхи çуркунне е кĕркунне иртнĕ, эсир унта хутшăнса ĕлкĕреймен е хальхи хваттерте тин çеç пурăнма пуçланă пулсан, лару-тăрăва çуртшăн яваплă çынран (старший по дому) ыйтса пĕлме, хула е район администраци сайчĕн «Тирпей-илем», «Пушкăртстан картишĕсем» пайра пăхма пулать.
Хăтлăхшăн укçа тÿлемелле-и?
Ĕç хакĕн 94% республика бюджечĕ тÿлет, 5% хула администрацийĕ хушать. Тăрса юлнă 1% пурăнакансем пуçтарса параççĕ. Ку - программăна хутшăнмалли тĕп условисенчен пĕри. Ĕçĕ вара укçара çеç мар. Патшалăх пурне те хăех тÿлесе татма пултарать. Хатĕррине алăран тыттарни пĕр япала, хăв 200 тенкĕ те пулсан укçа хывни - тепĕр пулăм. Ун пек чухне чуччусемпе клумбăсем, машина лартмалли вырăнсем кăшт та пулсан санăн туйăнаççĕ. Взнос виçи кашнин тĕрлĕрен. Ăна палăртнă чухне ĕç хакне тата хваттер лаптăкне шута илеççĕ. Тĕслĕхрен, ĕç хакĕ 5 млн тенкĕ, апла пулсан пурăнакансен 50 пин тенкĕ укçа пуçтарса памалла. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 6000 тăваткал метр. Хваттерĕн кашни тăваткал метрĕшĕн – 8,33 тенкĕ взнос тÿлемелле. Пĕтĕмлетсе калас пулсассăн, 50 тăваткал метрлă хваттер хуçисен 416 тенкĕ, 100 метрлисен 833 тенкĕ взнос укçи хывмалла.
Çăхава кам патне çитермелле?
Строительсем перчеткесемсĕр ĕçлеççĕ, шанса панă ĕçе ячĕшĕн çеç пурнăçлаççĕ пулсан вырăнти администрацине çăхав çырăр е ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине 8(347)218-00-26 телефонпа шăнкăравлăр. Çак ĕçшĕн яваплă çынсен хушамачĕпе телефон номерĕсем кашни картишĕн информаци стенчĕ çинче пулĕç.
Заявка ăçта памалла?
Халĕ кăçалхи çул программине лекеймесен, анчах маларах заявка парса документсем хатĕрлесен тепĕр çулхи программăна кĕме шанчăк ытларах пулĕ. Чи малтан пуху ирттермелле. Унта хутшăннă харпăрлăх хуçисенчен ытларахăшĕ юсав ĕçĕсем ирттерессишĕн сасăламалла. Пухăва çурт-йĕр компанийĕн ертÿçине тата администраци ĕçченне чĕнме ан манăр. Унăн протоколне хăвăр район администрацине ярăр. Çавăн пекех çак ĕçшĕн яваплă çынна суйламалла. Вăл алă пусмасăр подрядчиксене ĕç укçи тÿлемеççĕ.
Пур заявкăна та обществăпа администраци комиссийĕ пăхса тухĕ. Вĕсем картиш епле лару-тăрура пулнине, иртнĕ çулсенче юсав ĕçĕсем ирттернипе ирттерменнине, çурта хăш çулта хăпартнине, хваттер хуçисен парăмĕсем пуррипе çуккине пăхса тухĕç. Сирĕн заявкăна йышăнчĕç пулсан тата темиçе пуху ирттермелле. Кунта проекта çирĕплетмелле, ăçта мĕн пулнине палăртмалла. Мĕнле документсем пухмаллине вырăнти çурт-йĕр хуçалăхĕнче пĕлтерĕç.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: