1. Ик аллӑмра – чечек ҫыххи,
Юри килтěм сан патна.
Уҫ-ха, савни, уҫ-ха, савни,
Уҫ-ха, савни, кантӑкна
Ҫут ҫӑлтӑрсем, тухса кур-ха,
Санпа мана куҫ хěсеҫ,
Ялта хěрсем татах пур-ха,
Анчах маншӑн – эсě ҫеҫ.
Хушса юрламалли:
Уҫ-ха, савни, уҫ-ха, савни,
Уҫ-ха, савни, кантӑкна.
Ик алла та чечек тытса
Юри килтěм сан патна.
2. Садри шӑпчӑк, сана кěтсе,
Ҫаплах юрлать юррине.
Ун юррийě сӳнтерес ҫук
Манӑн чěре ҫуннине.
Уҫ-ха, савни, уҫ-ха, савни,
Хуллен кӑна кантӑкна.
Инҫе ҫула ҫывӑх туса
Юри килтěм сан патна.
Хушса юрламалли.
3. Сас памарě, шалт тумарě,
Уҫӑлмарě чӳрече,
Епле ҫěре ирттерес-ши
Ҫапла пěччен ҫӳресе?
Ачаш ҫил килсе вылярě
Шурӑ хурӑн ҫулҫипе.
Чечек хурса хӑварам-и
Эсě ҫӳрес ҫул ҫине?
Хушса юрламалли.