Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 12:40

Вăрçă ачин çурма телейĕ

Николай Афанасьевич Осипов çырса хăварнă асаилÿсем çамрăксемпе ватăсене пурнăçа хаклама вĕрентни тесе шутлатăп. Ун шухăшĕпе хăйсен вăйне шанни çеç сывă юлма пулăшнă.

Николай Афанасьевич Осипов 1937 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Афанасий Герасимович Осипов, Çурçĕр-Хĕвеланăç фронтĕнче урасăр юлнăскер Ржев хулин госпиталĕнче выртнă. Пĕрре çапла пульницăра: «Кам ура çинче тăма пултарать станцине çитсе пуйăс çине ларма тăрăшăр!» - тесе хыпарланă. Хăшĕ уксахласа, хăшĕ упаленсе, кам мĕнле пултарнă, станци енне талпăннă. Урасăр юлнă Ахванеç вырăн çинчех выртса юлнă. Кун çинчен унăн тусĕ Ефим Макарович Антонов каласа панă. Поезд тапранма çеç ĕлкĕрнĕ, нимĕç самолечĕсем хула çине бомба тăкма та тытăннă. Каярах пассажирсем радиопа фашистсем госпитале аркатни çинчен хыпар çитнĕ. Çапла Афанасий Герасимовичăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл вăрçа тухса каяс умĕн тăван ашшĕне: «Хĕрсем выçăпа вилсе пĕтĕç ĕнтĕ, эсĕ Микалая лайăх пăхса ÿстер», - тесе хăварнă. Анчах та Афанасин Алтутья мăшăрĕ виçĕ ачине те тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе ура çине тăратнă.
1944 çул Николай пĕрремĕш класа кайнă, тăрăшса вĕреннĕ. Тумтир çуккипе виççĕмĕш клас хыççăн ачан килте ларма тивнĕ. Çапах та 1952 çулта çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Лидия Тимофеевна Смирновапа Александр Александрович Иванов («Нарспи» ансамбле йĕркелекенсенчен пĕри – авт.) вĕрентекенсем: «Малалла та вĕренме тăрăш, санăн пултарулăху пур», - тенĕ ăна. Анчах та çити-çитми пурнăçа пула Николайăн малалла вĕренме тÿр килмен. Çемьере пĕртен-пĕр арçын пулнăскерĕн ăна тăрантмалла пулнă. Амăшĕ сывлăхĕ начар пулнипе колхозра ĕçлеймен. Вăрманта пухнă кăмпа-çырлана, килте ÿстернĕ пахча çимĕçе, кÿлĕре тытнă пулла, рака Çтерлĕпе Ĕпхÿ пасарĕсенче сутса укçа тунă. Колхозра ĕçленĕшĕн укçа тÿлемен, ĕç кунĕ çеç çырса пынă. Ĕçленĕ кунсене шута илсе çулталăк вĕçĕнче тырă валеçнĕ. Вăл вара çур çула çиме те çитмен, уйрăмах çемье йышлă пулсан. Апрель уйăхĕ тĕлне ял халăхĕ выçăпа аптрама пуçланă. 1966-1967 çулсенче çеç колхозра тăрăшакансене ĕç укçи тÿлеме тытăннă. Çемье тăрантакана çухатнăшăн, Николайпа Çирук йăмăкĕ ячĕпе, уйăхне пилĕк тенкĕ укçа илсе тăнă. Вăл тăватă çăкăр илме çеç çитнĕ. Çав вăхăтра хыснана налук та тÿлемелле пулнă. Николай Афанасьевич налукпа çыхăннă пĕр мыскара каласа панăччĕ:
- Эпĕ ун чух шкула та çÿремен ача пулнă-ха. Ларатăп сивĕ пÿртре. Анне çимелли тупас тесе ял тăрăх тухса кайрĕ. Сасартăк пÿрте пĕр ушкăн çын кĕрсе тăчĕ. «Налук тÿлемелле!» - терĕ хыттăн хырçă-марçă пуçтаракан комиссин председателĕ Хĕрмет ятлă пушкăрт. «Пирĕн укçа çук», - хуравларăм эпĕ. Вăл ман çине кăшкăрма, пуçран тĕкме пуçларĕ. «Вĕлерсе хăвараççĕ-ши ĕнтĕ кусем мана?» тесе шикленсе ларатăп. Пÿртри урай хăмисем пăтапа çапса хуманскерсем малтан та начарччĕ, çавăн чух нумай çын кĕрсе тăнипе-ши пĕр вĕçĕпе çÿлелле хăпарса кайрĕç те «хисеплĕ делегаци» тĕпсакайне анса кайрĕ. Хăранипе чĕтресе лараканскер, кĕтмен çĕртен ахăлтатса кулса ятăм. Пĕрерĕн-пĕрерĕн упаленсе, вăрçăшса хайхискерсем пÿртрен тухса кайрĕç.
Пĕрре, хĕлле, Çтерлĕ хулине çĕр улми сутма пĕчченех каймалла пулчĕ. Ун чух эпĕ вун пĕр тултарнă ача. Кăнтăрла ĕçлетĕп, çĕрле пуйăспа çĕр улми сутма каятăп. Çĕр улми ан шăнтăр тесе анне ăна хут миххе хучĕ. Пуйăс çине вырнаçрăм, билет туянма укçа çуккипе вакуна кĕместĕп, тамбурта тăратăп. Унта сивĕ. Те хытă ывăннипе кукленсе лартăм, пуçа михĕ çине хутăм, хам та сисмен - çывăрса кайнă. Такамсем мана тĕрткеленипе вăрантăм. Хам анкă-минкĕ, ал-урана сăтăркаласан аран ура çине тăтăм. Çынсем вăратман пулсан хытса та выртăттăмччĕ пулĕ çавăн чух.
Тепрехинче Дарьино станцинчен Куганака çити вакун пусми çинче кайма тиврĕ. Карлăкран тытăнса пынипе алăсем шăнса хытрĕç, вĕçерĕнсе кайсан пуйăс айне ÿкесрен хăратăп. Çапла пурнăçпа вилĕм хушшинчи самантсем чылай пулнă.
Çтерлĕ хулинчен Куганака çитсен контролерпа милиционер çирĕме яхăн ачана пуйăсран антарчĕç те состав хыçнелле хăваласа кайрĕç. Эпĕ те вĕсен шутĕнче. Ун пек чухне эпир пуйăс пуçнелле тараттăмăр. Вăл хускалса кайсан та пĕр-пĕр вагонран çакланса пулать. Пуйăс хускалса кайрĕ. Хăваласа çитсе юлашки вакун карлăкĕнчен çаклантăм пулсан та пусми çине урапа пусса ĕлкĕреймерĕм. Урасем сывлăшра сулланса пыраççĕ, халь-халь кустăрма айне кĕрсе ÿкетĕп. Кутамкки хăй йывăр, аялалла туртать. Пуçра пĕр шухăш: «Эпĕ вилес пулсан аннене, аппапа йăмăка кам пулăшĕ?». Юлашки вăя пухса туртăнтăм, тинех урасем пусмана лекрĕç. Алăка уçса тамбура кĕтĕм те вăй пĕтнипе йăванса кайрăм. Кăшт сывлăш çавăрсан вакуна кĕтĕм. Кутамккана Роман Çимун арăмĕ Марье аппа умне хурса сак айне пытанса выртрăм. Хайхи контролер мана каллех тытрĕ. Тамбур пусми çине тăратрĕ те урипе тапса мана пуйăсран кăларса яма хатĕрленчĕ. Çак самантра куç умне аттен сăнарĕ тухса тăчĕ. «Аннепе, аппапа, йăмăкпа сыв пуллашма вăхăт çитрĕ-шим?» çиçĕм пек мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Чун кÿтсе çитнипе кăшкăрса макăрса ятăм. Контролер мана пусма картлашки çинчен туртса хăпартрĕ те яланхи пекех укçа хайăрма тытăнчĕ. Шăлавар çăртине пытарнă пĕтĕм укçана кăларса патăм. Пурĕ 9 тенкĕ пулчĕ. Контролер укçана кĕсйине чикрĕ, билет памарĕ: «Дарьино станцинче пурпĕрех антарса хăваратăп», - терĕ. Хамах анса юлтăм.
Дарьиноран Белое Озеро урлă Нукасак станцине çитме 20 çухрăм. Çуран чугун çул тăрăх утрăм. Нукасак станцине çитсен юр айĕнчен çунашкана чавса кăлартăм та выртса кантăм. Такăр çулпа утма аван. Кутамккана çунашка çине хунă. Киле çитме тата виçĕ çухрăм. Халăх хушшинче Дарьино станцинче анса юлнă Хурамал чăвашĕсем, Крапкав вырăс ялĕ çывăхĕнче çухални çинчен калатчĕç. Кайран никам та вĕсене тупайман.Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та хырăм тăрантассишĕн нуша курса çÿрекен ачасем нумай пулнă. Пĕрре çĕрле пуйăсран ушкăн ача антăмăр та юр ашса киле таврăнатпăр. Хĕлле. Сивĕ. Таврара кутсăр-пуçсăр тăман тустарать. Тумтир начар, пурте çурăмĕ хыçне кутамкка çакнă. Хирĕç Андрей Тимофеевич Иванов тĕл пулчĕ, пире шеллесе: «Эй, ачасем, ачасем – пурнăç нушин чăптисем», - тесе шывланнă куçĕсене шăлса ăсатрĕ.Ĕпху хулине вут касма час-часах çÿреттĕмĕр. Евгений Родионов, Давид Сазанов тата эпĕ пĕр хуçа патĕнче укçа ĕçлесе илес тĕлĕшпе вут касатпăр. Çав вăхăтра радиопа ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Вышинский вилни çинчен хыпарларĕç. Кил хуçисем еврейсемччĕ, çемйипе макăрма пуçларĕç. «Ахальтен макăрмаççĕ ĕнтĕ, вĕсене пулăшаканĕ, хÿтĕлекенĕ вилнĕ, - терĕ Евгений. - Пире, чăвашсене, хăçан та пулсан хÿтĕлекен пулĕ-ши?».
Вăрçа ăсаннă арçынсем чылайăшĕ каялла таврăнайман. Аманса таврăннисем вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Мĕншĕн тесен колхозра ĕçлекенсем çитмен. 1949 çулта вун икĕ çул тултарсан колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Ытти ачасемпе лаша сеялкипе тырă акаттăмăр, сÿрепе çÿреттĕмĕр. Пирĕн ушкăнра Якку Соловьев чи асличчĕ. Вăл пире вĕрентсе, пулăшса пыратчĕ. Эпĕ лаша тытса пыраканни. Ака тăватпăр. Норма тăрăх пĕр кунта 4,5 гектар тырă акмаллаччĕ. Пĕррехинче виçĕ норма яхăн - 12,5 гектар акма пултартăмăр. Куç курми тĕттĕм пулсан тин ĕçлеме чарăнтăмăр. Çывăрма киле те каймастăмăрччĕ, пур пек апата çырткалаттăмăр та çавăнтах кăвайт чĕртсе çывăраттăмăр. Тул çутăлсанах ака ĕçне тытăнаттăмăр. Кăнтăрла колхоз шутĕнчен апатлантаратчĕç. Çавăн чух Якку пичче вăхăта сая ярас мар тесе пĕччен ака тăватчĕ. Сеялкăна пĕр харăс виçĕ лаша туртатчĕ. Кăнтăрларан ывăннă лашасене урăххисемпе улăштараттăмăр. 1949 çулта пĕрле ĕçленĕ ачасен ячĕсем те асра: Александр Васильевич Семенов (1932 çулхи), Аркадий Яковлевич Александров (1934), Александр Павлович Моисеев (1935), Егор Васильевич Алексеев (1935), Николай Михайлович Кириллов (1935), Александр Антонович Степанов (1935), Николай Алексеевич Привалов (1934).
Пурнăçри тепĕр мыскара çинче чарăнса тăрас килет. Шуратăлпа Мелеш юхан шывĕ хушшинче çурутрав пур. Çав вырăна Каракайлă Атав тетчĕç. Çавăнта пурăнакан бакенщик (карапсене навигаци хăрушлăхĕсем çинчен пĕлтерекен паллăсене (бакен) шыв çине вырнаçтаракан çын) пире пахчине чавса пама ыйтрĕ. Ĕçшĕн 2 литр аншарли пачĕ. Эпĕ консерва банкинчен кăшт çеç сыпрăм. Юлташсем чылайрах ĕçнĕ пулмалла. Тепĕр кунхине бригадăра пĕрле ĕçлекен ачасем пуçĕсене те çĕклеймеççĕ. Бакенщикĕ мур илесшĕ, кăмăшки хăватлăрах пултăр тесе, чăх пăхне ярса пăтратнă.
Вырма вăхăтĕнче тырра безтарка ятлă урапапа турттаратчĕç. Унта 4,5 центнер тырă тиеме пулатчĕ. «Коммунар» е «Сталинец» комбайнсене трактор çаклатса çÿретчĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен СК-2, СК-3 комбайнсене 1958 çулсенче тин колхоза илсе килчĕç. Комбайнăн бункерĕ айĕнчи площадка çинче икĕ хĕр михĕсене тырă тултарса тăраççĕ. Эпĕ вĕсене безтарка çине пушатса пыратăп. Манăн çав хушăра тăватă лав тытса пымалла. Тăваттăшне те йĕтем çине кайса пушатмалла. Çитмĕл килограмм кĕрекен михĕсене йăтма йывăр пулнăран сĕтĕреттĕмччĕ. Кун вĕçленнĕ çĕре хытă ывăнтаратчĕ.
Ирхи сывлăм типмесĕр комбайн тырă çапаймасть. Эпĕ çак вăхăтпа усă курса, аппа çулса пăрахнă хăмăла кăрманпа тиесе киле леçеттĕм. Çăкпа пынă чух хирĕç çуран пыракан Сергей Медведевпа Леонид Шибанов тата Александр Семенов ним сăлтавсăр манран кулма шутларĕç. Пĕри лаша пуçне пăрчĕ, иккĕшĕ çăка тĕртсе тÿнтерчĕç. Хытă çилленнипе: «Анне чирлĕ пулнăран, хута кĕме атте çукран, сире хирĕç тăма пултарайманран кулас терĕр-и?!» - тесе кăшкăртăм. Сенĕк тытрăм та пĕрин çурăмĕ еннелле ывăтрăм. Лекмерĕ. Сенĕкпе урса кайса тустаратăп. Хайхисем эпĕ шÿтлеменнине, пĕрерĕшне вĕлермесĕр чарăнас çуккине сисрĕç пулĕ: «Микулай, чарăн. Çăкна хамăрах каялла тиесе паратпăр», - тесе ÿкĕтлерĕç. Çăка тиесен тин лăплантăм.
Нукасак ялĕнчен виçĕ çухрăмра хĕвелтухăç енче Шуратăл хĕрринче питĕ илемлĕ вырăн пур. Тутарсем ăна Аккуль яланĕ теççĕ. Чăвашла вăл Шурă кÿлĕ хирĕ тенине пĕлтерет. Вăрман хушшинчи хир. Атăл леш енче Кăнтăр Урал тăвĕсен арки мăнаçлăн çĕкленет. Атăл тăрăх çÿрекен пăрахутсене курма хăма турттаракан пушă лавсем çине ларса каятпăр та каялла çавсемпех таврăнатпăр. Учительсем шкул ачисене экскурсие çакăнта ертсе килетчĕç. Çын чунĕнче мĕн чухлĕ ырă туйăм çуралман-ши çак илемлĕ вырăнсене сăнанă май? Хăма çуракан промкомбинатра Сафрон Дмитриевич Степанов пăспа ĕçлекен локомобиль машинисчĕ пулса пилорама ĕçлеттеретчĕ. Хам йăнăшмастăп пулсан ку 1955 çулта пулнăччĕ. Эпĕ Сафрон Дмитриевичран машина мĕнле ĕçленипе кăсăклантăм: «Çаврăнса тăракан кустăрми мана илĕртет. Мĕн вăл?» - тесе ыйтрăм. Механизмпа деталь пайĕсене вăл ялан чăвашла калатчĕ: «Каллĕ-маллĕ çавра чавса», - тесе хуравларĕ. Каярахпа вăл «кривошипно-шатунный механизм» çинчен каланине тин ăнлантăм.
- Ĕçлеме чарăнатпăр, апат çиме вăхăт çитрĕ, - терĕ Сафрон пичче. Мазутпа вараланнă аллисене машина çăвĕ ăшне чиксе кăларчĕ те опилкăпа сăтăрчĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм - аллисем тап-таса пулчĕç.
– Локомобильсен тапхăрĕ иртсе пырать ĕнтĕ, ачам, халĕ шалти вут-хĕмлĕ двигательсен ĕмĕрĕ пырать, - хушса хучĕ вăл.
1959-1962 çулсенче сывлăх хавшанине пула колхозра ĕçлеймерĕм. Пушар сÿнтерекен пулса тăрăшрăм. 1962 çулта май уйăхĕн 24-мĕшĕнче Треппел ялĕнче колхоз правленин ларăвĕ иртрĕ. Çав пухура Нукасакри «Салават» колхоза «Родина» колхозпа пĕрлештерме йышăну турĕç. Колхоз председателĕ пулса Акрам Сахиевич Утяев ĕçлетчĕ. Асăннă ларура мана Нукасакăн 1№ ĕне фермин заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç.Фермăра пĕр ăратлă вăкăр, 124 сăвăнакан ĕне, 12 тына тата 62 пăру пурччĕ. Пурĕ 199 пуç выльăх. Ĕнесене Алексей Павловпа Николай Тихонов, Кузьма Афанасьевпа Геннадий Привалов кĕтÿçсем вăрмансемпе хирсенче çÿрететчĕç.Малтанхи вăхăтра ĕне сăвакансем хăваласа килнĕ ĕнесене сăватчĕç те каярах юлса килнисене сумасăрах тавăрса яратчĕç. Сĕт сахал пухăнатчĕ, вăтамран ĕне пуçне 4-5 литр çеç тухатчĕ. Йĕркене çирĕплетме тÿр килчĕ. Малалла кĕтÿрен килекен юлашки ĕнене суса пĕтермесĕр дояркăсем килĕсене кайма пултараймастчĕç. Ĕнесем япăхчĕ, ура çине тăрайманнисем те пурччĕ. Хăшĕ-пĕрисен пĕр е икĕ чĕччинчен çеç сĕт тухатчĕ. Пĕрремĕш çул 124 ĕнерен 40-шне пăрахăçа кăларса аш-какая яма тÿр килчĕ. Зоотехниксем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламанни курăнатчĕ. Вĕсемпе ĕнесене тĕрĕс пăхмалли, сĕт антăр тесе мĕн çитермелли, пăруличчен икĕ уйăх маларах сума чарăнмалли пирки лекцисем ирттереттĕм. Хăш ĕне хăçан чупни, хăçан сума чарăнмалли, пăруламалли çинчен ятарлă журнал çине çырса пыраттăмăр, ыйтусем сиксе тухсан сÿтсе яваттăмăр. Çак ĕçпе çыхăннă наука кĕнекисене чылай вулаттăм, выльăх пăхакансене, сĕт сăвакансене вĕрентеттĕм. Выльăх апачĕ пирки те ыйту хускатнăччĕ, утă-улăм, силос хатĕрлес ĕçе лайăхлатрăмăр. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн фермăри лару-тăру йĕркене кĕчĕ.
1963 çулхи март уйăхĕ вĕçнелле ĕнесене çитерме утă-улăм пĕтсе çитрĕ. Çакăн çинчен председателе пĕлтертĕм. «Выльăх апачĕ çук, 20 центнер типĕ жом çеç пама пултаратăп», - терĕ вăл. Аптранипе кĕтĕве хире хăваласа кăлартăмăр. Юр ирĕлсе пĕтмен, унта-кунта çеç çерем лаптăкĕсем курăнаççĕ. Хиртен таврăнсан начар ĕнесене çуршар витре типĕ жом параттăмăр. Выльăхсем аптрамарĕç, çухатусем те пулмарĕç.
Çав çулах манăн сысна фермин ертÿçи пулма та тÿр килчĕ. Халăхра «туртакан лаша çăкĕ çине туртман лашан çăкне те тиеççĕ» тенĕ пек пĕр вăхăтра икĕ ферма заведующийĕ пулса тăтăм. Телее, ку вăраха тăсăлмарĕ, сысна фермин заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлассинчен хăтăлтăм.
1965 çулта Треппел, Кĕçĕн Нукасак, Лекентĕ фермисем хушшинче Нукасак малта пыратчĕ. Çак çул пĕр ĕнерен вăтамран çулталăкне 2700-2800 литр сĕт суса илеттĕмĕр. Правлени ларăвĕсенче, семинарсенче мана тĕслĕх вырăнне хурса хаклатчĕç. «Çамрăксенчен ĕçлеме вĕренĕр, Николай Афанасьевич Осиповăн ĕç опычĕпе паллашăр», - тетчĕç. Вăтаннипе хĕрелеттĕмччĕ, аван мар пек туйăнатчĕ. Мухтанма ачаран хăнăхман.
1976-1977 çулсенче çулталăкне ĕне пуçне 3500 литр сĕт суса илме пуçларăмăр. 1968-1988 çулсенче Нукасак ферми 52 сĕт ферми хушшинче 1-мĕш вырăнта тытăнса тăма пултарчĕ. Темиçе хутчен çеç 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнни пулнă.
«Ĕçне кура хисепĕ» теççĕ. Николай Осиповăн вара Хисеп паллисемпе парнисем чылай. «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав» орденĕ (1973 çул), «СССР ВДНХ» бронза медалĕ, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллă, «Социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи» ведомствăн палли тата тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çинчен çирĕплетекен ытти нумай паллăпа Хисеп хучĕсем пур.
Николай Афанасьевич 36 çул çурă Нукасакри ĕне фермин заведующийĕ пулса тăрăшнă. Ăна ял Канаш депутатне çичĕ хут, район Канаш депутатне пĕр хут суйланă. Унăн мăшăрĕ те Галина Игнатьевна Осипова - тăрăшуллă ĕçчен хĕрарăм. Сакăр класлă шкула вĕренсе пĕтерсен малтан 4 çул доярка пулса,унтан пăрусем пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Ăна 1985-1990 çулсенче РСФСР Аслă Канашĕн 11- мĕш созывĕн депутатне суйланă.
- Манпа пĕрле Анисия Привалова, Лидия Петрова, Мария Кузьмина пăру пăхакансем тата Юра Привалов выльăхсем валли апат турттаракан пулса ĕçлетчĕç, - аса илет Вера Осипова. - Пĕтĕм ĕçе алăпа тăваттăмăр. Шыва витрепе, апата сенĕкпе йăтаттăмăр. Пирĕн пăрусем лайăх ÿт хушатчĕç, патвар ÿсетчĕç. Вĕсен йывăрăшне уйăхсерен тĕрĕслесе тăратчĕç. Виçинчен ирттерсен ĕçлекенсене укçа хушса тÿлетчĕç.
Колхозра ĕçлекенсене чун апачĕ те кирлĕ пулнă-ха. Лидия Максимова чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ агитатор пулса ĕçлетчĕ. Уявсем тĕлне концертсем лартатчĕ, стена хаçачĕсем кăларатчĕ. Вĕсенче лайăх ĕçлекенсене мухтаса, çитменлĕхсене юлташла питлесе çыратчĕ.
Халăх хушшинче тĕрлĕ çын пулнă çав. Ырă кăмăллисем те, курайманнисем те. 1979 çулта районтан мана «Москвич» автомобиль уйăрса пачĕç. Çăмăл машинăна илме кайсан: «Колхоз председателĕ Мулюков эсир мĕн чухлĕ тава тивĕçлĕ пулсан та сире машина пама хушмарĕ», - терĕç. Кÿреннипе ĕçрен тухма заявлени çырса патăм. Ун хыççăн ултă уйăхранах ферма ĕç-хĕлĕ юхăнса кайрĕ. Мулюков колхоз председательне те çакăншăн пуçран шăлмарĕç, ĕçĕнчен кăларса ячĕç. Мана каялла ферма заведующийĕ пулма чĕнчĕç. Эпĕ вăрах турткаланса тăтăм пулсан та юлашкинчен килĕшрĕм. Ертÿçĕ хăй пĕччен, шанчăклă çынсем юнашар пулмасан, ним те тăваймасть, паллах. Пĕрле тăрăшнă çынсене палăртмасăр хăвараймастăп: В.И. Андреева, И.Н. Алексеева, Н.Ф. Архипова, Г.Е. Антонов, С.К. Иванов, С.Е. Иванов, Е. Н. Иванова, Е.Н. Кириллова, П.С. Кириллов, Е.А. Кузьмина, Н.В. Кузьмина, А.С. Кузьмин, М.Л. Кириллов, В.Д. Карташова, М.Н. Карташова, С.Е. Медведев, В.И. Медведева, Л.А. Максимова, Г.И. Осипова, В.Е. Осипова, И.И. Осипов, А. А. Привалов, И.Г. Привалова, Л.В. Петрова, Л.С. Осипов, Н. С. Родионов, З.Н. Сухарева, Н.Л. Сухарев, Е.Н. Сухарева, В.Л. Сухарев, В.С. Сазанов, С.А. Сергеева, Л.И. Сергеева, К.В. Сергеев, К.Ф. Семенов, А.А. Степанов, И.В. Федоров, А.С. Фомина, А.Ф. Фомин, О.А. Федорова, А.М. Федорова, В.Д. Филиппова, М.Я. Шибанова, Н.С. Цепляева, А.П. Казанцев, Н.А. Прокопьева, М.А. Сергеева, - аса илет ĕçтешĕсем пирки вăрçă ачи.
Николай Афанасьевич Осипов чăн-чăн чăваш патриочĕ пулнă. Тăван чĕлхепе нумай илемлĕ литература вуланă. Юратнă кĕнекесем хушшинче Степан Аслан-Ахратăн «Алла-аллăн», Никифор Мранькан «Хура çăкăр» Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă», Василий Алентейĕн «Салтак чĕри» тата ыттисем те пулнă. Сăмах май каласан, Николай Афанасьевич Никифор Мранька писателĕн палăкне тунă çĕре те укçа уйăрнă. Ялти обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннă. Ял хуçалăх институтĕнче ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та малта пыракан сĕт фермисен опытне хăй тĕллĕн тĕпченĕ, хăйĕн ĕçĕнче усă курнă. Çирĕп дисциплинăллă ĕç коллективĕ йĕркелеме пултарнă. Çав ушкăнран иккĕшĕ РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма, тăхăр ĕçчен орденсем илме тивĕçнĕ.
Николай Афанасьевич ачаранах нуша курса ÿснĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ. Чăваш арĕн кăмăлне нимĕнле хĕнлĕхсем те хуçайман. Унăн чĕри 2019 çулхи апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ. Унăн çутă сăнарĕ ялан асра пулĕ.
Иван СТЕПАНОВ-НУКАСАК.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.
Читайте нас: