Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Майӑн 2020, 12:55

Йывăр та телейлĕ пурнăç

Вăрçă ачисем... Паянхи кун вĕсенчен чи çамрăкки 75 çулта. Çак ăрун мĕн пĕчĕкрен пурнăç тути-масине пĕлсе ÿсме тивнĕ. Вĕсем вăрçă хăрушлăхне‚ выçлăхпа шартлама сивве тÿссе ирттернĕ. Хаяр вăрçă сахал мар çын пурнăçне татнă, çавăнпа çак ачасем хушшинче çурма тата хăр тăлăх ÿснисем те пулнă.

Йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем çирĕп те ĕçчен çынсем пулса çитĕннĕ. Хаяр вăрçă пĕтсен те вăрçă ачисем халăх хуçалăхне ура çине тăратас ĕçре пысăк тÿпе хывнă: заводсемпе фабрикăсенче‚ колхоз уй-хирĕсемпе фермисенче тар тăкнă. Вĕсенчен пĕри Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче пурăнать.
Валентина Борисова асăннă районти Кивĕ Сименкке ялĕнче 1940 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1941 çулхи май уйăхĕнче унăн ашшĕне çуллахи лагерьсенче çулсерен иртекен çар вĕрентĕвне чĕнсе илнĕ. Июнь уйăхĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Василий Константинович çамрăк мăшăрĕпе тата çулталăкри хĕрĕпе сывпуллашмасăрах фронта тухса кайнă. Вăл Нева юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Ленин хулине хÿтĕлекенсен шутне лекнĕ, разведкăра хĕсметре тăнă. Темиçе хутчен йывăр лару-тăрăва лекнĕ‚ çапах та вĕсенчен çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Василий Константиновича «Хастарлăхшăн»‚ «Çапăçура палăрнăшăн»‚ «Ленинград хулине хÿтĕленĕшĕн»‚ «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1 степень орденĕпе чысланă. Ленинград çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче ăна амантнă. Суранĕ йывăр пулнипе вăл вилме те пултарнă. Совет салтакне фронт медсестри тивĕçлĕ пулăшу панă‚ госпитальте вăл Василий Константиновича ура çине тăратнă. Сывалнă салтакра унăн пурнăçне çăлса хăварнăшăн тав туйăмĕ çуралнисĕр пуçне‚ юрату туйăмĕ те вăраннă. Хĕрÿ туйăма парăннă çамрăксен хĕр çуралнă. 1947 çулта фронтовикăн служби вĕçленнĕ, анчах совет салтакĕ хăй ирĕке кăларнă хулара пурăнма юлнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен поезд машинисчĕ пулса ĕçленĕ.
Ĕнерхи салтак çĕнĕ çемьепе пурăннă пулсан та‚ пĕрремĕш арăмĕпе ачи çинчен манман. Вĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Май пур таран укçа-тенкĕ енчен те пулăшнă. Вĕсен патне килсе те çÿренĕ. Валя та ашшĕ патĕнче темиçе хутчен хăнара пулнă. Василий Константинович 2001 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ашшĕне юлашки çула ăсатма хĕрĕ каяйман. Мĕншĕн тесен çула тухма укçи-тенки хĕсĕкрех пулнă. Унсăр пуçне ватă амăшне те пĕччен хăварайман.
Валя 4 класс пĕтерсен‚ Фекла Дмитриевна хăйĕн хĕрĕпе тăван ялне‚ Этĕле куçса килнĕ. Унта хĕрарăм колхозра ĕçленĕ. Çав вăхăтра председатель тивĕçĕсене унăн пиччĕшĕ Иван Дмитриевич Трофимов пурнăçланă. Вăл та фронтовик пулнă. Валя сакăр çулхи шкулта ăс пухнă хыççăн колхозăн тĕрлĕ ĕçĕсене пурнăçланă. Вăхăт малалла шунă. Валентина ÿссе çитĕннĕ. Чипер хĕре каччăсем куç хыва пуçланă. Вĕсенчен пĕри Анатолий Иванов шофер пулнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен хĕрпе каччă çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн ывăлпа икĕ хĕр çуралнă. Фекла Дмитриевна тивĕçлĕ канăва тухсан‚ ăна хĕрĕ хăйĕн патне пурăнма илсе кайнă. Кинемей мăнукĕсене пăхса пурăннă‚ хуçалăхра пулăшу пама та вăй çитернĕ. Валентина фермăна ĕне сума куçнă.
Кирек хăш ĕçе те Валентина Васильевна яваплăха туйса, чунтан тăрăшса пурнăçланă. Тăван колхозра 45 çул хушши вăй хунă. Вĕсенчен 27 çулне килĕнчен виçĕ çухрăмра вырнаçнă сĕт-çу фермине халалланă. Тăрăшуллă хĕрарăм 10 çул заведующи ĕçне те илсе пынă. Темиçе теçетке ĕçченĕн ĕçĕшĕн тата çĕршер выльăх пурнăçĕшĕн яваплăх тытасси ун çине тиеннĕ. Уяв вăхăтĕнче ĕне сăвакансемпе выльăх пăхакансен вырăнне юлса ĕçлеме те тÿр килнĕ. Сĕт суса илессипе çулсерен малтисен шутĕнче пулнăран 1977 çулта Валентина Васильевнăна ГДРа кайма турист путевки парса хавхалантарнă. 1978 çулта вăл колхозăн чи лайăх ĕне сăваканĕ ята тивĕçнĕ. 1982 çулта ферма заведующийĕсем валли Ĕпхÿ хулинче квалификаци ÿстермелли курс иртнĕ. Çавăн чухне вĕренекенсене Мускава‚ ВДНХна илсе кайнă. Вĕсен шутĕнче чăваш хĕрарăмĕ те пулнă. Унăн пухмачĕнче тĕрлĕ наградăсем: колхоз ертÿçи саламланă темиçе теçетке Хисеп хучĕсемпе ЦК КПССĕн Ленин ячĕллĕ‚ СССР Министрсен Канашĕн‚ ВЦСПС тата ЦК ВЛКСМ Хисеп хучĕсем‚ «1976‚ 1977‚ 1978‚ 1980 çулсенчи социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи» хисеп паллисем‚ «Вуннăмĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ»‚ «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул. Хастар ĕçленĕшĕн» тата «Ĕçре палăрнăшăн» медальсем‚ «Ĕç ветеранĕпе» «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятсем. Унсăр пуçне шкул дирекцийĕ те Ивановсене ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн çулсерен Мухтав хучĕсемпе чысланă. Валентинăпа Анатолий пурнăçĕ ачисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулнă. Тен‚ çавăнпа вĕсем шкулта тăрăшса вĕреннĕ‚ спортра çитĕнÿсем тунă‚ общество пурнăçне хастар хутшăннă. Çавăн пекех Валентина Васильевна Пелепей район Канашĕн депутатне 6 хут‚ 2 созыв Ярмулай ял Канашĕн депутатне суйланнă.
Сакăр вуннăри кинемей хăйĕн ачисем çинчен ăшшăн каласа парать. Сергей Анатольевич кăçал 60 çул тултарть. Вăл Мурманск хулинчи Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăнă. Демобилизаци хыççăн асăннă хулари пулă тытакан флотра ĕçлеме тăрса юлнă. Мăнукĕ кукашшĕ мĕн виличчен Ленинград хулине кайса çÿренĕ. Аслă хĕрĕ‚ Елена‚ Ĕпхÿри механизаци учечĕн техникумĕнче тата Новосибирскри патшалăх техника университетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн‚ Нефтеюганск хулинчи «ВБРР банк» АО филиалĕнче ĕçлет. Алина вара кĕçĕн классен учителĕн профессине суйласа илнĕ. Вăл Пелепейри педагогика училищинче‚ Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Хĕрарăм алла илнĕ специальноçпа темиçе çул Нефтеюганскра ĕçлесе пурăннă. Паянхи кун вăл хăйĕн çемйипе Ĕпхÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнать. Унта та вăл кĕçĕн клас ачисене пĕлÿ парать. Вĕсен ывăлĕсем - Валентина Васильевна мăнукĕсем - Раççей Çарĕнче хĕсметре тăнă. Алексей Тюменьти Çул-йĕр институтĕнче тата Нефть университетĕнче пĕлÿ пухнă. Паян вăл «РН-ЮГН» ООО бурени управленийĕн тĕп специалистчĕ. Борис Ханты-Мансийск хулинчи юрă-кĕвĕ училищине пĕтернĕ хыççăн Челябинскри культура институтĕнче вĕренет. Вăл – опера театрĕн артист-вокалисчĕ. Пирĕн геройăн икĕ кĕçĕн мăнукĕ те пур. Вĕсем пурте юратнă кукамăшне çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ‚ ăна пурăнма вăй-хал параççĕ. Валентина Васильевна ялти клуб хупăниччен унăн пултарулăх ĕçне хастар хутшăнатчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче «Этĕл» фольклор ансамблĕн пайташĕ‚ библиотекăн яланхи вулаканĕ пулнă. Хăйĕн ачисемпе мăнукĕсен‚ кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвсемшĕн Анатолий Никитович та савăнĕччĕ. Шел‚ вăл мăшăрĕпе тăватă теçетке çул ытла пурăннă хыççăн çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Валентина Васильевна 20 çул ытла мăшăрĕсĕр кун кунлать.
Валентина амăшĕ 2011 çулта, 93 çула çитсен, пĕртен-пĕр тата юратнă хĕрĕн аллинче вилнĕ. Паянхи кун В.В. Иванова хăйĕн пысăк çуртĕнче пурăнать. Унти условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Ачисемпе мăнукĕсем юратнă çыннин сывлăхне тимлесе тăраççĕ‚ отпускпа каникул вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕн çуртне пухăнаççĕ. Валя аппана тăванĕсемпе ĕнерхи ĕçтешĕсем те манмаççĕ‚ ун патне килсех çÿреççĕ. Питĕ шел‚ кăшăлвирус инфекцине пула кăçал юбиляра‚ ĕç ветеранне дистанциллĕ майпа саламлама тÿр килчĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăх‚ вăй-хăват‚ телейлĕ те вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Михаил СИДОРОВ‚
Ярмулай ял Канашĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: