Евгений Гильданов, 14 çулта. Благовещенск хули.
- Халĕ пушă, никама та кирлĕ мар хуралтăсем, çÿп-çап тултарса хунă путăк-шăтăксем нумай. Вĕсем ачасем умне чăннипех те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çÿп-çап тăкнă путăксенче тĕрлĕ чир-чĕр çаклатасси питĕ ансат. Заводсемпе фабрикăсен ĕçĕ-хĕлĕ хыççăн тухакан тĕтĕм-сĕрĕм çыннăн пурнăçне кĕскетет. Çавăнпа та экологи ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Виктор Ефремов, 12 çулта. Мияки районĕ.
- Ачасене хĕсĕрленинчен (насилие) хÿтĕлемелле. Тĕслĕхрен, шкулта аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕн классенчи ачасене кÿрентерме пăхаççĕ. Çавăн пекех ачасемпе аслисене çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсенчен хÿтĕлемелле. Вĕсем çынсен сывлăхне тата пурнăçне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ.
Анна Тарасова‚ 12 çулта. Пелепей районĕ‚ Приютово поселокĕ.
- Ман шутпа, ачасене инкекрен сыхламалла. Унсăр пуçне атте-аннесем хăйсен тĕпренчĕкĕсене сиенлĕ йăласенчен‚ пăлханмалли лару-тăрусенчи пуçпа шухăшламан ĕçсенчен‚ урамăн сиенлĕ витĕмĕнчен‚ наркотикпа алкоголизм авăрне лекессинчен хÿтĕлемелле. Кирек хăш сиенлĕхрен те‚ хăрушлăхран та хÿтĕлев пурри çинчен те манмалла мар. Тĕп хÿтĕлев вăл – çирĕп те туслă çемье. Унта çеç ача пулăшу‚ ăнлану тата сĕнÿ-канаш илме пултарать. Çакна аслисем яланах асра тытмалла.
Ангелина Ефремова, 9 çулта. Мияки районĕ.
- Ман шутпа ачасене алкогольтен, наркотиксенчен сыхламалла, мĕншĕн тесен вĕсем сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Унсăр пуçне çамрăк ÿт-пÿ çак сиенлĕ япаласем патне питĕ хăвăрт хăнăхать. Наркотикпа тата алкогольпе усă куракан çынсем час-часах чирлеççĕ, вилекеннисем те пур. Ачасем гаджетсемпе тата телефонсемпе нумай выляççĕ, тĕнче уçлăхĕнчи тĕрлĕ хăрушă сайтсене(экстремизмла, ачасене вилĕм патне илсе çитерекен сайтсем) кĕреççĕ. Унсăр пуçне ачасене ăс-тăн енчен сывă мар çынсенчен хÿтĕлемелле. Вĕсенчен тем те кĕтме пулать. Çавăн пекех ачасене те, аслисене те террористсенчен хÿтĕлемелле.
Эвелина (11 çулта) тата Илья (8 çулта) Сунагатуллинсем. Чекмагуш районĕ.
- Пире никамран та, нимрен те хÿтĕлмелле мар. Аттепе аннен ăшă çуначĕсем айĕнче лăпкă та канлĕ. Вĕсем пире яланах пулăшса пыраççĕ, тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕлеççĕ. Пирĕн те вĕсене май пур таран пулăшас, савăнтарас килет. Тĕнчере яланах мир пултăр, кашни ачан пичĕ çинче савăнăçлă кулă вылятăр. Ашшĕ-амăшсем хăйсен ачисене ырă кăмăллă та тарават пулма, аслисене хисеплеме, кĕçĕн çулхи ачасене кÿрентермессе, кирлĕ чухне пулăшма вĕрентмелле. Мӗнпур ачана Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма, телейпе савӑнӑҫ, сывлӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланма сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.