Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:25

Арсентий Николаевич Антонов

Арсентий Николаевич Антонов (1908-1985 çç)

Арсентий Николаевич Антонов 1908 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мияки тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче çуралнă. Вырăнти чиркÿпе приххут шкулĕнче (1914-1918 çç), кÿршĕри Хурамал ялĕнчи икĕ класлă шкулта (1918-1920 çç) вĕреннĕ. Ĕпхÿ хулинчи Уралçум чăваш педагогика техникумĕнче учитель специальноçне алла илнĕ. Вăрçа кайиччен Мияки районĕнчи пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1942 çулта Совет Çарне кайма ячĕ тухнă. Кăнтăр Урал çар округĕн стрелоксен дивизийĕн шкулĕнче, май уйăхĕнче Ĕпхури пехота училищин курсанчĕ пулнă. Ун хыççăн тăшмана хирĕç Калинин фронтĕнче 399-мĕш стрелоксен полкĕн отделени командирĕ, Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче взвод командирĕ пулса çапăçнă. Çапăçусенчен пĕринче йывăр аманса эвакогоспитальте сипленнĕ. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе, 1985 çулта Тăван Çĕршывăн аслă вăрçин II степень орденĕпе наградăланă. 1946 çулта вăл мобилизациленнĕ. Вăрçă хыççăн Çĕнĕ Хурамал, Суккул, Çирĕклĕ ялĕсенчи шкулсенче пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ.
Акулина АНТОНОВА.
Мияки районĕ.
Читайте нас: