Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:30

Дмитрий Васильевич Григорьев (1912-1974 çç)

Дмитрий Васильевич Григорьев (1912-1974 çç)

Манăн атте, Дмитрий Васильевич Григорьев, Пелепей районĕнчи Чупукаран ялĕнче 1912 çулта çуралнă. Слакпуç шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Пелепейри педучилище вĕренме кĕнĕ. Професси пĕлĕвне илнĕ çамрăк кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçленĕ. 1935 çулта ăна çар службине илнĕ. Дмитрий Григорьев 1939 çулта Ленинградри аслă çар çыхăну училищине пĕтернĕ. Вăрçă пуçланиччен унтах курсант-телеграфистсене çар ăсталăхне вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи тытăнсан ăна Карели пымакне (перешеек) янă. Унта вăл ытти салтаксемпе хÿтĕлев хатĕрĕсем хатĕрленĕ. Анчах çывăх вăхăтра Дмитрий Васильевича 42-мĕш армине куçарнă. Вăл Ленинград çар округĕн связистсен ротин командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Атте Ленинград блокадине тÿссе ирттернĕ. Вăл вырăнти тĕрлĕ пĕрлешÿсен йышĕнче çапăçнă. 1943 çулхине Ленинград хулине хÿтĕленĕ чух Дмитрий Васильевич йывăр аманнă. Суранне пула унăн икĕ куçĕ те курми пулнă. Чылай вăхăт госпитальте выртнă хыççăн 1944 çулхине тăван яла таврăннă. Сĕм суккăр пулсан та вăл ĕçлĕ пурнăçпа пурăннă.
Дмитрий Васильевича çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Ленинград хулине хÿтĕленĕшĕн»‚ «Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата Хĕрлĕ Çăлтăрпа Тăван çĕршывăн аслă вăрçин II степень орденĕсемпе чысланă.
Вера ГАВРИЛОВА хĕрĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: