Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:15

Хайлавĕсенче - поэтăн чунĕ, халăх ăс-хакăлĕ

Кӗнекесӗр пурӑнма йывӑр. Вăл пурнӑҫри хаклӑ япаласем ҫинчен каласа парать, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, ыррине усалтан уйӑрма, асамлă япаласене курма, туйма вĕрентет. Кĕнекери геройсем хӑйсен ырă тӗслӗхӗпе йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулăшаççĕ.

Писательсемпе поэтсем пулман пулсан, эпир хамӑр юратнӑ геройсем ҫинчен нихӑҫан та пӗлейместĕмĕрччĕ. Паянхи кун тӗрлӗ писатель ҫырнӑ пысăк ăс парнелекен кĕнеке питӗ нумай.
Манăн асӑмра сӑваплӑ та хаклă вырӑн – Слакпуҫ чӑваш ялӗ. Вăл Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче вырнаçнă. Çав çĕр чӑваш поэзийӗн икӗ вилӗмсӗр поэтне парнеленӗ. Эпир вара ҫак вырӑна пуҫ таятпӑр. Слакпуҫ – чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗ. Кашни çул ҫуркунне пирĕн аслă поэтăмăр К.В. Иванов ҫуралнӑ кун Слакпуçĕнче тата чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхра поэта асăнса сӑвӑсем янӑраҫҫӗ.
Кăçалхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ шăпах Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕнче çуралнă. 1903-1907 ҫулсенче Константин Иванов Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентÿçисен шкулӗнче пĕлÿ илнĕ. Патшана хирӗҫ митингсене хутшӑннӑшӑн ӑна шкултан кӑларса янӑ, ҫавӑн пирки вӑл 1907 ҫулта каялла Слакпуҫне таврӑннӑ. 1909 ҫулта вара экстерн мелĕпе экзамен тытнӑ, халӑх учителӗ ятне илнӗ. Литературӑпа Константин Иванов 1907 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. Малтан вӑл вырӑс классикӗсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Хăйĕн пултарулăх ĕçĕнче çак хайлавсене çырса хăварнă: «Икĕ хĕр», «Тăлăх арăм», «Тимĕр тылă», «Выçă аптранăскерсем», «Шуйттан чури». Поэтӑн чи илемлĕ произведенийĕ вара – «Нарспи» поэма. Унта поэт чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне питĕ ăста та витĕмлĕ кăтартса, ял çыннисен шухăш-кăмăлне, йăли-йĕркисене тарăннăн сăнласа панă.
1915 çулхи март уйăхĕн 13-мĕшĕнче Константин Васильевичăн куçĕсем тăван ялĕнче ĕмĕрлĕхех хупăннă.
Халӗ Слакпуҫ ялӗнче сӑвӑҫӑн асăну музейӗ пур. Кунта кӗрсе ҫӳрекенсем чаплӑ чӑваш кун-ҫулӗпе, пултарулӑх ӗҫӗсемпе паллашаҫҫӗ.
К.В. Иванов поэмăна ҫав тери илемлӗ ҫырнӑшӑн эпĕ ăна тав тӑватăп. Вӑл хӑйӗн произведенийӗсене хӑйӗн чунне парса çырнă. Константин Васильевич Иванов яланах манăн чĕрере!
Анфиса САЛИХОВА,
ППУн Çтерлĕ филиалĕн
I курс студентки.
Читайте нас: