Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:45

Кашни чăвашăн чăвашах пулмалла

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Раççейре халăх çыравĕ (перепись) иртмелле. Чăн та, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие Росстат кăшăлвируса пула тепĕр çула куçарма та сĕнÿ панăччĕ. Хальлĕхе патшалăх шайĕнче йышăну туман, çапах та кирек мĕнле ĕçе те маларах палăртса хуни пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çак сăлтава пула эпир Аркадий Русаков ăсчах-çыравçăпа курса калаçрăмăр.

- Аркадий Никандрович çывхарса килекен çырав пирки эсир мĕн шутлатăр?
- Кăшăлвирус пандемийĕ чăрмантармасан, кăçалхи кĕркунне çĕршывра черетлĕ халăх çыравĕ иртмелле. Пире,чăвашсене, паллах, хамăрăн чăваш халăхĕн шучĕ çыравра мĕн чухлĕ пуласси интереслентерет. Юлашки икĕ çырав хушшинче Раççейри халăх шучĕ питĕ хăвăрт чакнине пĕлетпĕр, çав шутра чăвашсен шучĕ 201 пин çын чухлĕ сахалланнă. Чăваш Республикинче чăвашсем 75 пин çын таран сахалланнă пулсан, ун тулашĕнче - 126 пине яхăн. Чăваш Республикинчи чăвашсем пĕтĕм çĕршыври чăвашсен çурри ытларах пайĕ пулнине шута илсен, пропорципе республика тулашĕнчи чăвашсен шучĕ ытларах чакни курăнать. Çакă тарăн шухăша ярать.
- Сăлтавĕ мĕнре-ши?
- Чи малтан республика тулашĕнчи регионсенче пурăнакан чăвашсен чакнă шутне, вырăнти статистиксем пĕтĕмлетÿ тунă чухне, юри пысăклатса кăтартни сисĕнет. Урăхла каласан чăвашсене урăх халăх çыннисем пек туса кăтартса, çав халăхсен шутне пысăклатса кăтартма тăрăшни палăрать. Çакă пушă сăмах маррине çирĕплетсе, кашниех хамăрăн пурнăçран тĕслĕхсем илсе кăтартма пултаратпăр.
1980-1990 çулсенчи улшăнусем хыççăн çĕршыври кашни регионта тенĕ пекех чăваш культура обществисем, кашни хулара, районпа ялта чăваш пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленни чăвашсен хăйăнлану (самосознание) шайĕ çав вăхăтра питĕ çÿле хăпарни çинчен уççăн калать. Çавăнпа мана иртнĕ çыравсенче нумай чăваш статистика кăтартнă пек хăйсене вырăс тесе кăтартнине шанма май çук пек. Кунта хăйсене вырăс тесе кăтартнă чăвашсен шутне статистиксем ÿстерсе кăтартни çинчен уйласа илме пулать. Çавна пула иртнĕ çыравра пирĕн халăх шучĕ çĕршывра тăваттăмĕш вырăнтан пиллĕкмĕш вырăна куçрĕ. Пирĕн тĕллев - кăçалхи çыравра эпир каллех хамăрăн тăваттăмĕш вырăна йышăнасси пулмалла. Çакă чăвашсем Раççейри пысăк халăхсенчен пĕри пулнине кăтартĕ.
- Лару-тăрăва лайăхлатас тесен мĕн тумалла-ши?
- Çапла пултăр тесен, чăваш лидерĕсемпе вĕсем ертсе пыракан чăваш пĕрлĕхĕсен организацийĕсем, çакна ăнланакан кашни чăваш çырав умĕн питĕ хастар ĕçлемелле тесе каласшăн эпĕ. Тутарсем тахçанах çакăн пирки çанă тавăрса ĕçлени курăнать. Эпир те вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле. Мĕншĕн тесен çырав çывхарса килет.
Çыравра халĕ, çакă логикăпа генетикăна хирĕçлет пулсан та, хăвна папуас та, негр та, вырăс та тесе çыртарма ирĕк пур. Анчах, пирĕн задача - кашни чăвашăн хăйне çыравра чăваш тесе çыртарни пулмалла. Чăвашла калаçма пĕлмен чăвашсемпе ашшĕ-амăшĕсенчен чăвашла калаçма вĕренмен ачисем те, хутăш çемьесенче çуралнă чăваш ачисем те çак шута кĕмелле.
- Чăваш хастарĕсемпе ашшĕ-амăшĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
- Кашни хулапа ялтах çырав пуçланичченех чăваш хастарĕсен миçе чăваш пурăннине пĕлсе тăмалла, шутлав комиссийĕсенче çырав пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чухне урăхла цифра çыртарттармалла мар. Çакна тума, паллах, пиртен тĕрлĕ шайри комиссисенче сăнавçăсем кирлĕ. Переписчиксемпе шутлав комисси членĕсем чăвашсем пулсан тата та лайăхрах пулĕччĕ. Çавăнпа тĕрлĕ шайри чăваш лидерĕсем, вырăнсенчи влаçсемпе калаçса, активист чăвашсене те шутлав комиссийĕсене кĕрттермелле. Анчах кунта, тепре калатăп, чи кирли - кашни чăваш хăйне чăваш тесе çыртарни. Çавăнпа чăвашсен обществăлла организацийĕсем çынсене çакăн пирки ăнлантарни, кашни чăваша çыравчченех шута илсе тăни пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Çакна та калас килет, хальхи вăхăтра ялсенче те манкуртсене çаврăннă ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе вырăсла çеç калаçма тăрăшаççĕ. Çак ашшĕ-амăшĕсем хăйсен чăвашла калаçма пĕлмен ачисене çыравра вырăс тесе кăтартас хăрушлăх пур. Анчах кун пек ачасем пурпĕрех чăвашсемех-çке. Вĕсен ăруран-ăрăва килекен чăваш сăн-пичĕ ку ачасем чăвашсем иккенне кăтартса парать. Çавăнпа вĕсем чăваш пулнине улталаса çыравра урăх халăх ячĕпе кăтартмалла мар. Вырăнти активистсем çынсемпе çак проблемăпа та ĕçлемелле.
- Чăваша темиçе пая уйăрнă пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Çыравра кашни чăваш çыннине шута илмелле, никама та сиктерсе хăвармалла мар. Мĕншĕн тесен, пĕр çын шучĕ те кун пек принциплă ыйтура питĕ пĕлтерĕшлĕ пулма пултарать. Тата хăшĕ-пĕрисем каланă пек пĕр чăваша - пăлхар, теприне - сăвар, виççĕмĕшне чăваш тесе çыртарса, халăха темиçе пая вакламалла мар. Эпир - чăвашсем, пайланми халăх, хамăрăн мухтавлă шумер-пăлхар-сăвар мăн асаттесен паянхи историлле тăсăмĕ пулни çинчен пĕр минута та манмалла мар. Çакă пире малашне те вăй парса тăтăр, халăх çыравне ăнăçлă ирттерме пулăштăр.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Федоровка районĕ.
Читайте нас: