Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 14:20

Леоновсен çемйинчи ачалăх тĕнчи

Эпир, аслисем, пурте аякри ачалăхран килнисем-ха. Ачалăх – вăл çыннăн чи çепĕç те ачаш пурнăç тапхăрĕ, чи çывăх çынсен хÿтлĕхĕнче ним шухăшсăр пурăнмалли вăхăт. Ăçта пурăнасси, тумтир, апат-çимĕç, вĕренÿ, ачан пуласлăхĕпе çыхăннă яваплăх аслисем çине тиенет.

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан Леоновсен йышлă та туслă çемйине курсан ачалăх тĕнчине лекнĕн туятăн. Кунта кашни пепкен хăйĕн вырăнĕ, тивĕçĕ пур. Ачасем пурнăçне пĕр-пĕринсĕр йĕркелеме, шутлама та пултараймаççĕ тейĕн. Хăш-пĕр чух хăйсем сисмесĕрех пĕр-пĕрне кÿрентереççĕ пулсан та пиччĕшĕ-йăмăкĕшĕн кар! тăраççĕ. Вĕсем çемьере пиллĕкĕн. Чи асли – Марина. Вăл кăçал 4-мĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ, 11 çул тултарать. Кĕçĕннисемшĕн яваплă аппа, амăшĕн шанчăклă пулăшаканĕ. Савăт-сапа çăвассинчен, пÿртре тирпей-илем кÿртессинчен айккинче пăрăнса юлмасть. Шкулта тăрăшса вĕренет, ÿкерме юратать. Иккĕмĕшĕ - 9 çулти Даниил. Пĕр-пĕр япалана пайсене уйăрма, тĕпчеме кăмăллать. Çавна пула хăш чух аслисенчен сăмах та илтме тивет ăна (ан тив, тен, арçын ача пулас механик-конструктор пулĕ – авт.). Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать, çитĕнĕвĕсем те пур. Асăннă спорт тĕсĕпе Марина аппăшĕпе вĕсем шкулта çеç мар, районти ăмăртусенче те парнеллĕ вырăнсене йышăнаççĕ. Вăталăххи - Александра, çепĕç те ачаш хĕр пĕрчи. Кĕçĕннисене тимлĕх уйăрма, тăхăнма-хывăнма, апатланма пулăшать, вĕсемпе вылять, йăпатать. Вăл кăçал пĕрремĕш класа кайма хатĕрленет, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçласа парта хушшине ларĕ. Сăмах май, эпир те хĕр ачана вĕренÿре çитĕнÿсем тума сунатпăр. Пилĕк çулти Настенька çемьери тăваттăмĕш ача. Ача садне çеç çÿрет пулсан та аслисенчен юласшăн мар - сас паллисемпе цифрăсене çырма хăнăхать. Ялан пуринпе те кăмăллă, йăл кулăллă ача. Мĕн хушнине çийĕнчех пурнăçлать. Чи кĕçĕнни вара виçĕ çулхи Танюша. Ир калаçма вĕреннĕскер питĕ правур та тимлĕ. Çемьери пĕр пулăм та унсăр иртмест, вăл пур çĕре те хутшăнма ĕлкĕрет.
Ачасен ашшĕпе амăшĕ, Александр Николаевичпа Наталья Юрьевна, хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн кирлипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çемье пуçĕ Çурçĕрте нефть уçланă çĕрте (буровик) ĕçлет. Наталья нумай пулмасть «Пушкăртстанри Северная Нива» ОООра урай çăвакан пулса ĕçе вырнаçнă. Çемье «Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси» федераллă тĕллевлĕ программăпа усă курса хăтлă çурт хăпартнă, унта 2017 çулта пурăнма куçнă. Арçын ачан, хĕр ачасен хăйсен уйрăм пÿлĕмĕсем пур. Тулли пурнăçпа пурăнма вĕсене мĕнпур условисемпе тивĕçтернĕ.
Паллах, шăплăх тени асăннă кил-çуртра хуçаланмасть. Ашшĕпе амăшĕ ун çинчен ĕмĕтленеççĕ çеç пулĕ. Унта юратупа татулăх, пĕр-пĕрне хисеплени, пулăшни сисĕнет. Çавна тĕпе хуракансем çеç нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ пулма пултараççĕ пулĕ.
Кашни ача çут тĕнчене ырлăх курма çуралать. Унăн пурнăçĕ мĕнле йĕркеленесси чылай чух пиртен, аслисенчен, килет. Апла пулсан çĕнĕ пурнăç калчисене чир-чĕртен, выçлăхран, вăрçăран, усал çынсенчен тата ытти пурнăç çитменлĕхĕсенчен сыхласси - пирĕн тивĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Янăшма ялĕ.
Читайте нас: