Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:00

Ăнăçу сана‚ Ангелина!

Сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнаймаççĕ тени вăл – медицина терминĕ çеç. Пултарулăхпа çирĕп тĕллевлĕх пулсан‚ çак термин уйрăмах иккĕмĕш плана куçать. Асăннă категорине кĕрекен çынсем чирпе кĕрешнисĕр пуçне ыттисене савăнăç парнелеме те вăй-хал тупаççĕ.

Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче питĕ пултаруллă хĕр ача Ангелина Степанова пурăнать. Вăл вунпĕр çулта‚ вырăнти шкулта 4-мĕш класра ăс пухать. Хĕр ача ДЦП диагнозпа çуралнă.
Ангелинăна Турă лайăх аттепе анне парнеленĕ. Людмилăпа Андрей Степановсем пĕртен-пĕр хĕрĕшĕн вутта кĕме те хатĕр.
Амăшĕ каланă тăрăх‚ хĕр ача пилĕк çулччен утма пултарайман.
- Эпир Пушкăртстанри медицина учрежденисене çитмен вырăн та юлмарĕ пулĕ. Лайăх тухтăр тупса ачана ура çине тăратасшăн пултăмăр‚ – тет Людмила Валентиновна. - Магнитогорск хулинче ĕçлесе пурăнакан Н.М. Суворкин невролог-остеопатпа паллашрăмăр. Вăл пирĕн тĕпренчĕке ура çине тăратрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ангелинăн сывлăхĕ начар пулнине пăхмасăр пĕрремĕш класа та вăхăтлă кайрĕ.
Амăшĕ хĕрĕн класс ертÿçи В.Н.Павлова тата пĕр класра вĕренекен ачасем кăмăлĕпе ырă пулнишĕн савăнса пĕтереймест. Людмила Степанова ашшĕ-амăшĕсене ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн‚ ачасене вĕсен хĕрне пулăшу панăшăн тата ăнланнăшăн чунтан тав тăвать.
Ангелина вара юлташĕсенчен пĕртте юласшăн мар. Хĕр ача шкулта тăрăшса вĕренет‚ тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Людмила Валентиновнăпа Андрей Иванович хăйсен тĕпренчĕкне алĕç ĕçне явăçтараççĕ. Ăсталăха интернетри видеоуроксем тăрăх туптаççĕ. Ĕç валли кирлĕ материалсене те ун урлă туянаççĕ. Ангелина алмазлă тĕрре питĕ кăмăллать. Ун алли витĕр тĕлĕнмелле илемлĕ турăшсем тухаççĕ.
Йĕпсĕр‚ çипсĕр тĕрлесси хăйне евĕрлĕ хатĕр ĕçĕн фактури шутланать. Ăна пĕр кăлтăксăр‚ технологисене пăхăнса пурнăçламалла. Пĕр сăмахпа каласан‚ çак ĕçе ювелир ăсталăхĕпе танлаштармалла.
ДЦП чирĕпе çуралакансене Турă панă ачасем теççĕ. Вĕсем сывлăхлă çынсен куçне уçма‚ пĕр-пĕрне ăнланма вĕрентес тесе пурнăçа килеççĕ. Чи кирли вара пурнăçа юратма‚ ăна хаклама пĕлесси. Çак тĕлĕнмелле хĕр ача пысăк çитĕнÿсем тума‚ пурнăçăн кирек хăш йывăрлăхне те çĕнтерме вĕрентет‚ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăрать.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ.
Сихун ялĕ.
Читайте нас: