Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 12:55

Пăртта Кĕçтенттинĕ

Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнĕ тĕле чысласа.

Кĕçтенттин - çут çанталăк ачи:
Пушкăртри Слакпуç ялĕн каччи,
Çуралать Ваçанкка килĕнче
Кун курмашкăн Пăртта йăхĕнче.
Ирхи шуçăм сапать тухăçа
Ăш хĕвелĕн ачаш куллине.
Пурăнма параççĕ пурнăçа
Ĕç тумашкăн шăпа пÿрнипе.
Туррăн шăпи кашнине çитет
Шăпа тухсан шăпчăк шăпланать.
Пушкăрт çĕрĕн чăваш ывăлне
Тĕлĕнтермĕш талант парăнать.
Мĕн чухлĕ санра вăй-хал
Кун-çул парăнсан та сахал.
Эс учитель, поэт, фольклорист,
Куçаруçă, художник, ăсчах.
Чĕрĕк ĕмĕр кăна пурăнан,
Пур çĕрте те хăвна кăтартан.
Çырмалли машинка ăсталан,
Сăн ÿкерчĕксем те эс тăван.
«Нарспи» поэма çырни вара
Çĕр çинче ырă ят хăварма.
Вилĕмсĕрлĕх сана парăнать
Ĕмĕр тăршшĕ ятна асăнма.
Пуçласа кăтартан тĕнчене
Мĕнлерех вăл чăваш иккенне.
Вăл сăпайлă, ĕçчен те хастар,
Кирлĕ чух вара питĕ хаяр.
Сан сăвву кĕвĕ пек янăрать,
Вуласа тăранаймăн нихçан.
Сан яту халăхра упранать,
Çут çăлтăру çутаттăр ялан.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ,
Кекен ялĕ.
Читайте нас: