Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:30

Павел Михайлович Самсонов

Павел Михайлович Самсонов (1905-...)

Тӑван çӗршывӑн аслӑ вӑрҫи кашни ҫемьене пырса тивнӗ. Пирĕн çемьере те тарăн йĕр хăварнă. Ҫак вӑрҫа манӑн мӑн асатте - Павел Михайлович Самсонов çӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ. Вӑл 1905 ҫулта Çěньялта ҫуралнӑ. Унӑн ҫемйи те пулнă. Килте арӑмӗпе виҫӗ ачи тата Ольга кукамай тăрса юлнă. Мӑн асатте Тӑван çӗршывшӑн паттӑррӑн ҫапӑҫнă, анчах вӑрҫӑн пирвайхи ҫулĕсенчех тӑшман пули унăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Эпӗ унпа мăнаçланатăп, пирĕн пурнăçăн паянхи ирӗклӗхĕшӗн, тӑнӑҫлӑхĕшĕн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене пурне те тав тӑватӑп. Тайма пуҫ вӗсене. Ҫак вӑрҫӑ ҫынсене нумай хуйхӑ кӳнӗ, анчах та пирӗн аслӑ халӑх ҫӗнтернӗ.
Юрий ПЕТРОВ, 10-мěш класс вĕренекенĕ.
Авăркас районě, Çěньял ялĕ.
Читайте нас: