Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 12:40

Çуркунне сăнĕ кăмăла çĕклет

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ тавралăха хăйне майлă капăрлантарать, çĕнĕ илем, çĕнĕ сĕм кĕртет.

Эпĕ уйрăмах тавралăха çуркунне пуçламăшĕнче кăмăллатăп. Çурхи хĕвел, янкăр уяр кунсем чуна савăнтараççĕ. Чÿрече умĕнче симĕс тум тăхăна пуçланă вăрман, хурăнсем кăтрисене тин çеç яма тытăннă-ха.Çăкасемпе юмансем хĕл ыйхинчен васкамасăр вăранаççĕ. Ăшă енчен вĕçсе килнĕ кайăксем ăмăртмалла юрлаççĕ, çырмасемпе варсенче шыв шăнкăртатать. Шыв кÿленчĕкĕсем тăрăх чупса çÿрекен ача- пăча та çуркуннешĕн тем пекех хавас. Çав шутра эпĕ те.
Арина ПРОКОПЬЕВА, 7 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ.
Читайте нас: