Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 13:30

Василий Семенович Тимофеев

Василий Семенович Тимофеев (1894-1965 çç)

Манăн атте, Василий Семенович Тимофеев, Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Ăна Совет Çарне1942 çулта Пушкăрт АССРĕн Мияки çар комиссариатĕнчен илнĕ. В.С. Тимофеев нимĕç тăшманĕсене хирĕç Кутузов тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемлĕ 29-мĕш инженерпа сапер бригадинче çапăçнă. Икĕ хутчен йывăр аманнă. Пĕрремĕш хут 1942 çулхи июнь уйăхĕнче Украинăри Старый Оскол хулине ирĕке кăларнă чухне, иккĕмĕш хут 1944 çулта Полоцк хули çывăхĕнчи çапăçура танксене валли çул уçнă чух йывăр суранланнă. Госпитальтен таврăннă хыççăн сывлăхĕ çирĕпех мар пулин те çĕнтерĕве вăйне шеллемесĕр туптанă. Вăл тăрăшнипе Германи çарĕн пин-пин мини, хĕç-пăшалĕ хăйĕн вăйне çухатнă. Василий Семенович Тимофеева çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Акулина АНТОНОВА хĕрĕ.
Мияки районĕ.
Читайте нас: