Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
27 Майӑн 2020, 17:30

Юрă-кĕвĕ Павловсен йăхĕнче юхать

«Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă» текен каларăш шăп та лăп Ермеккей районĕчи Кăратмасра пурăнакан Ольга Павлована пырса тивет. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех тăван ялĕнче пурăнать.

Вăрçă ветеранĕн Иван Савельевăн çемйинче 1955 çулхи Хĕрарăмсен праçникĕ кунĕнче, тахçан кĕтнĕ хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ. Çĕнĕ кайăк уçă сассипе таврана янратса кăшкăрнă. «Праçник кунĕ çуралнăскер пит уçă саслă тĕпренчĕкĕм, пĕр-пĕр артист пулать пулĕ», - тенĕ ашшĕпе амăшĕ хĕпĕртесе. Икĕ пиччĕшĕ, Петĕрпе Витали, йăмăк çуралнăшăн савăнăçне пытарайман.
- Ку хĕр вăрăм ĕмĕрлĕ те телейлĕ пултăрччĕ, - тесе пилленĕ амăшĕ.
Ун умĕнчи хĕр ачи пĕчĕклех чирлесе вилнĕ вĕсен. Иван пичче, ашшĕ, хăйĕн хут купăсне тăсса янă. Ик ывăлĕ ташланă. Хĕр пĕрчи çулсерен мар кунсерен тенĕ пек пит хăвăрт çитĕннĕ. 1962 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкула кайнă. Сакăр çул тăван ялĕнчи пĕлÿ çуртне çÿренĕ. Пĕрремĕш класранах тĕрлĕ концертсене хутшăннă. Ун чух шкулта темиçе çĕр ача вĕреннĕ. Шкулта, ялта, районта иртекен концертсенче юрласа савăнтарнă.
- Каç-каç килте те юрласа ташлаттăмăрччĕ, - аса илет халĕ Ольга Ивановна.
Ялти шкула пĕтерсен Ольга Савельева Серафимовка поселокĕнчи строительсен училищине вĕренме кĕнĕ. Унпа пĕрле Кăратмасран 4-5 ача пĕлÿ илнĕ. Кунтах иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ те пулнă. Килсе-кайса çÿреме çул ункайлах пулман. Ольгăна кунта та юрра-ташша ăста пулнине асăрханă, анчах та килте ĕçлеме кирлĕ пулнăран тата йăмăкĕ условисем начаррине ашшĕ-амăшне пĕлтернĕрен, амăшĕ хĕрне вĕренсе пĕтеричченех килне илсе таврăннă. «Пĕр сăмах та вырăсла пĕлмен анне епле килсе çитнĕ-ши?», - тĕлĕнет Ольга.
Яла таврăнсан 16 çулхи хĕре мăйракаллă шултра выльăх фермине ĕçе илнĕ. Кунта талăкне виçĕ хутчен алă вĕççĕн 17-шер ĕне сунă. Çав çулсенче Кăратмаса Ермеккейпе пĕрлештерсе пĕр колхоз тунă. Малтанхи вăхăтра Ольга ялтах вăй хунă, каярах Ермеккейне çÿренĕ. Çамрăк тесе хĕре никам та шеллесе тăман.
Çамрăклăх… Савăнăçпа, юрату туйăмĕпе тулнă тапхăр. Хĕрупраçа ялти çамрăк каччă Анатолий килне ăсата пуçланă. 1973 çулхи январь уйăхĕнче вĕсем çемье çавăрнă. Ĕлĕкхилле хĕре леш айкки урамĕнчен Тĕп урама шăнкăравлă лашапа илсе килнĕ. Çамрăксен туйĕ виçĕ талăк кĕрленĕ. Анатолийпе Ольга иккĕшĕ те колхозра вăй хунă: Ольга – фермăра, Толя - механизатор. Кăштах вăхăт иртсен çамрăк арăм хаçат-журнал валеçме тытăннă. Почтальонăн йывăр та сулмаклă сумкине вăл 8 çул алăран яман. 1975 çулта çамрăк çемьере пĕрремĕш ача çуралнă. Ун хыççăн 3 ывăл çут тĕнчене килнĕ. Асли Юрик 1976 çулта, вăталăххи Саша 1978 çулта сас панă. Кĕçĕнни вара, Алеша, кăшт каярах 1985 çулта çемьене хутшăннă. Çак хушăра Ольга Ивановна декрет отпускинче 2-3 çул та ларман. Юлашки ывăлĕ çуралсан çеç çулталăк килте пулнă. Ачисем çитĕннĕ май ашшĕ-амăшĕ пекех (мăшăрĕ те хут купăспа вылянă - авт.) юрлама- ташлама хăнăхнă. Килĕнче Лукерья хунямăшĕ, паллах, шăпăрлансене ÿстерме пулăшнă. Вун çичĕ çул килĕштерсе пурăннă ик хĕрарăм пĕр кил-çуртра. Хунямăшĕ вилнĕ хыççăн Ольга Ивановна 8 çул унăн Уля (Ольга) аппăшне пăхнă. (Улька аппа качча кайман пулнă, çак ялтах пĕчĕк, улăм тăрăллă çуртра пурăнатчĕ - авт.)
Тăватă ача амăшĕ госстрахра, колхозпа шкул столовăйĕсенче те ĕçленĕ. 40 çул ĕç стажĕн ытларах пайне (20 çул ытла) культура сферипе çыхăнтарнă - ялти клуба ертсе пынă. Миçе çĕр концерта хутшăнман-ши, йĕркелемен-ши вăл çак тапхăрта? Юрра-ташша мĕн чухлĕ ялти çамрăка, ватта, ачана вĕрентмен-ши? Шучĕ те çук. Таврара вара çитмен ял та юлман пулĕ. Пелепейпе Пишпÿлек, Авăркас районĕсенчи куракансене юрри-ташшипе савăнтарнă. 1993 çулта Толбазă ялĕнче иртнĕ конкурса хутшăнса çĕклемĕпех чăваш кĕнекисемпе пуйса килнĕ. Пишпÿлекри «Шурă хурăн» ушкăнăн юбилейĕнче те пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вара Ĕпхÿри телецентра çитсе курнă, «Жемчужина народа» фольклор фестивальне хутшăнса лауреат ятне тивĕçнĕ.
- Шел, çав фестивале хутшăннисем халĕ 5-6 çын анчах юлтăмăр, - тет Ольга Ивановна иртнине аса илсе.
Шупашкартан килекен артистсене те яланах тарават йышăннă. Вĕсене епле кĕтсе илесси, ăçта çĕр каçма вырнаçтарасси пурте клуб ертÿçи çине тиеннĕ.
- Пĕчĕк ушкăнпа килекенсене мунча хутса кĕртсе, хăналаса ăсататтăмăрччĕ, - тет юрă-ташă ăсти.
Кăратмасри «шăпчăкĕсене» зонăри фестивальсене те (Туймазă, Октябрьск хулисенче) пĕрре мар йыхравланă. Вĕсем Анат Троицкинче тата Тури Троицкинче, Тутар Республикинчи Алабакум, Димтамак ялĕсенче те куракансене юрри-ташшипе савăнтарнă. Ун чухнехи клуб ертÿçин МТФпа МТМра, йĕтем çинче хĕрлĕ кĕтессем йĕркелесе унта « Молния», «Боевой листок» кăлармалла пулнă. Ака-вырма вăхăтĕнче вара агидбригадăпа хирсене тухса çÿренĕ.
2003 çулта канăçсăр чĕреллĕ чăваш хĕрарăмĕ «Шевле» ушкăн йĕркеленĕ. Çак ансамблĕн солистки те вăл хăех пулнă. Малтан ушкăнра 17 çын çÿренĕ. 2016 çултанпа Ольга Ивановна ялти ватăсен ушкăнне ертсе пырать. Кăратмасра пенси çулне çитнĕ 80 ытла ватă çын пурăнать. Вăл кашнине юбилей ячĕпе саламлама та ĕлкĕрет, ялти мероприятисенчен пĕринчен те юлмасть, йĕркелесе ирттерме пулăшать. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем (ял, район администрацисенчен, РДКран тата ытти организацисенчен) купипех унăн.
- Клубра ĕçленĕ вăхăтра, çулла кашнинчех 1 гектар кăшман çумланă. Ана çинче те ачасемпе юрла-юрла таккаттăмăр хура çĕре. Ывăннине туймасăр, ĕç те кал-кал пыратчĕ.
Районта, пробный тесе, тÿлевлĕ дискотека чи малтан эпир ирттертĕмĕр. Хакĕ 5 тенкĕччĕ. 50-70-шер çамрăк пуçтарăнатчĕ. Дискотекăран пухăннă укçа-тенкĕ мероприятисенче призсем валли усă кураттăмăр. Çамрăксем таврари ялсенчен чылайăн килетчĕç, ирхинеччен ташлатчĕç. Тĕрлĕ йывăр самантсем те пулман мар. Клубра мĕн пулса иртнине (çамрăксен хушшинчи пăтăрмахсене) ытлашши ял çине кăларса калаçман. Хăшне йăпатнă, хăшне вăрçнă самантсем те пулкалатчĕç. Çамрăксем ялан хисеплесе калаçатчĕç, - пулса иртнине пытармасть Ольга Ивановна.
Çемье конкурсĕсене хутшăнса Павловсен туслă йăх-несĕлĕ районта та малти вырăнсене йышăннă. Паянхи кун 9 хут асанне-кукамай, 1 хут мăн кукамай пулнăскер мăнукĕсем юрра-ташша юратнинишĕн савăнать. Акă Пишпÿлекре хăй çемйипе пурăнакан хĕрĕн хĕрĕсем - Александрапа Татьяна Николаевасем - «Мерчен» ушкăна çуреççĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿсем те пулнă. Воркутара пурăнакан Юра ывăлĕн Настя хĕрĕ ташă ушкăнне хутшăнать. Мăнукĕсем чăваш юрри-ташшине юратнишĕн хĕпĕртет вăл.
Хăй вăхăтĕнче Павловсем килте 7-8 пуç шултра выльăх, темиçе сысна, вуншар чăх, хур-кăвакал тытнă. Паянхи кун выльăх шучĕ сахалрах. Вĕсен кил-çурчĕ те питĕ капмар. Аслă ăрури Павловсем кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Алексей «Северная Нива Башкирии» организацинче вăй хурать.
Çак хĕрарăмăн тепĕр паха енне те палăртса хăвармалла. Вăл пĕçерме кăна мар, тĕрлеме те пит ăста. Пушă вăхăтра тухья, хушпу та тăвать, «Урал сасси» хаçата та çырăнса илет...
Юлашкинчен тарават та вашават асанне-кукамая чылай çул хăйĕн сассипе куракансене савăнтарма, сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунас килет.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: