Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 13:10

«Черненко пĕртăвансем тата вĕсен ывăлĕсем»

Çитес вăхăтра Пелепейĕнчи магазинсен суту сĕтелĕсем çинче «Черненко пĕр тăвансем тата вĕсен ывăлĕсем» маркăпа кăлпасси продукцийĕ те пулĕ.

Тутлă аш-какайран тунă техĕмлĕ çимĕçе Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнчи предпринимательсем‚ Илья тата Денис Черненко пĕртăвансем туса кăлараççĕ.
- Пирĕншĕн пахалăх тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа эпир ашран çеç‚ экологи тĕлĕшĕнчен таса продукт туса илме тĕллев лартрăмăр‚ - каласа парать Илья Викторович. - Шултăра мăйракаллă выльăх ашĕпе пире Пелепей районĕнчи фермер хуçалăхĕ тивĕçтерĕ‚ сысна какайне вара Раевкăри аш-какай комбинатĕнчен илсе килĕпĕр. Сăмах май‚ эпир шăнтнă чĕр таварпа усă курмастпăр‚ сивĕтнĕ ашран çеç кăлпасси туса кăларатпăр. Çакă тĕрлĕ хутăшсем ямасăр техĕмлĕ те тутлă продукци тума май парать. Хальлĕхе эпир аш-какайран çичĕ тĕрлĕ кăлпасси тăватпăр. Пирĕн продукцие туянакансем вĕсене тивĕçлипе хак парасса шанатпăр. Ассортимента анлăлатасси пирĕншĕн чăрмав мар. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе палăртса хунисем пур.
Кăлпасси цехĕнче пĕр харăсах ултă çын ĕçлеме пултарать. Предпринимательсен çемйи хăйсен харпăрлăх производствине уçас ĕмĕте виçĕ çултан пурнăçланă.
Илья Черненко Тольятти хулинче çуралса ÿснĕ. Çавăнтах хăйĕн çемйипе пурăннă. Сакăр çул каялла‚ хуньăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн‚ вăл Людмила мăшăрĕпе унăн тăван Кивĕ Сименкке ялне куçса килнĕ. Денис пиччĕшĕ‚ аталанакан проекта хута янине пăхмасăр‚ Тольяттинче художник-ювелир пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах çĕнĕ ĕçе аталантарас тесе те тăрăшать.
Пире «Мĕншĕн Кивĕ Сименкке продукцийĕ «Черненко пĕртăвансем тата вĕсен ывăлĕсем» маркăпа тухать?» текен ыйту канăç памарĕ.
- Пĕррехинче аслă пичче Денис яла килчĕ. Вăл килнĕ çĕре эпĕ хур ашĕ пĕçерсе тĕтĕмлерĕм. Кучченеç пичче кăмăлне кайрĕ. Çав каçхине эпир асанне хатĕрленĕ (вăл Украинăра пурăннă), тĕтĕмленĕ кăлпассин тата ытти аш-какай продукцин тути-масине вăрахчен аса илтĕмĕр. Çапла çемье ĕçне йĕркелесе ярас шухăш çуралчĕ‚ – ăнлантарса пачĕ Илья.
Пĕр сисĕнмесĕр ачалăхри аса илÿ чăн та пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçарса ярас шухăш патне илсе çитернĕ. Халĕ, вăтăр уйăх иртсен çемьере «Эпир палăртнине пурнăçларăмăр!» тесе калама пултараççĕ. Продукцие мĕнле ят парасси çинчен нумай пуç ватман. Пулса иртнине шута илсе «Аш-какайран тунă техĕмлĕ çимĕç. Черненко пĕртăвансем тата вĕсен ывăлĕсем» ят панă.
Илья тата Людмила Черненко хуларан яла куçса килнишĕн нимĕн чухлĕ те пăшăрханмаççĕ. Сакăр çулхи Владислав тата вун пиллĕкри Виктор ытти ял ачисем пекех ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшаççĕ. Черненкосен хуçалăхĕнче нумай выльăх. Çавăнпа та кашнин валли ĕç çитет.
Илья мăшăрĕ çемье бизнесĕнче укçа-тенкĕшĕн яваплă. Çак ĕçе йĕркеллĕ тытса пыма унăн кирлĕ пĕлĕвĕ те пур. Денис мăшăрĕ‚ Алсу‚ врач-эпидемиолог. Вăл производство процесĕ санитари нормисене тивĕçтернипе тивĕçтерменнине тимлесе тăрать. Черненко пĕртăвансен амăшĕпе асламăшĕ аш-какайран техĕмлĕ çимĕç тумалли çемье рецепчĕсене упраççĕ.
- Çемье ĕçне тăватă ăру хутшăннă. Çакăн пеккине эсир тăтăшах тĕл пулнă-и? – кулса ыйтать Денис. – Чи кĕçĕннисем‚ шкулта вĕреннисĕр пуçне‚ ĕçре те пулăшаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем – дегустаторсем те.
Предпринимательсен интернетра «Аш-какайран тунă техĕмлĕ çимĕçсем. Черненко пĕртăвансем тата вĕсен ывăлĕсем»(«Мясные деликатесы. Братья Черненко и сыновья») хăйсен страници те пур. Çакă вара вулакансене вĕсен продукцийĕпе тĕплĕнрех паллашма май парать.
Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пелепей хулинче ял хуçалăх ярмаркинче «Аш-какайран тунă техĕмлĕ çимĕçсем. Черненко пĕртăвансем тата вĕсен ывăлĕсем» продукци дегустациĕ тата презентацийĕ иртнĕ. Хулапа районта пурăнакансем вĕсен продукцине тутанса пăхнă‚ туяннă. Презентаци иртнĕ хыççăн предпринимательсем магазинсемпе килĕшÿ тăвĕç‚ сутма продукци тăратĕç.
Производство аталанăвĕн малашлăхĕ çинчен калас пулсан‚ Илья Черненко «Кивĕ Сименкке аш-какайĕ» ял хуçалăх производство кооперативĕн (СПоК) ертÿçи пулнă май‚ тупăш паракан проекта пурнăçлас тĕллевпе патшалăх пулăшăвне илме республика конкурсне заявка тăратма хатĕр. Вăл модульлĕ выльăх пусмалли цех уçасшăн. Предпринимателе конкурс документацине хатĕрлеме Пелепейĕнчи информаципе консультаци центрĕн (ИКЦ) специалисчĕсем консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Енчен те предприниматель конкурса хутшăнса гранд çĕнсе илсен кăлпасси туса кăларма аш-какайне айккинче шырамĕ.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ,
Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: