Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 13:05

Пахча çимĕç ÿстерекен Ефремовсем

Авăркас районĕнчи фермерсем - пахча çимĕç ÿстерекен Татьянăпа Эдуард Ефремовсем - çак кунсенче пулас тухăç валли калчасем хатĕрлеççĕ.

Асăннă районта харпăр хуçалăхăн хуçисене шута илмесен‚ пахча çимĕç ĕçне илсе пыракансем нумаях та мар. Ял хуçалăх отраслĕнче çак енĕпе малашлăх çине çирĕп пăхса ĕçлекенсенчен пĕри - Чăваш Хурамалĕнчи фермерсем‚ Эдуард тата Татьяна Ефремовсем.
- Çĕр çинче 2013 çултанпа пилĕк аватпăр. Çулталăкран‚ хресченпе фермер хуçалăхне (ХФХ) регистраци ирттернĕ хыççăн‚ пуçласа ĕçе тытăнакан фермерсене паракан грант пулăшăвне илтĕмĕр. Асăннă укçа-тенкĕпе‚ 998 пин тенкĕ нухратпа‚ трактор‚ прицеп тата погрузчик туянтăмăр. Çапла пахча çимĕç çитĕнтерес ĕçе пуçарса ятăмăр‚ – каласа парать ХФХ пуçлăхĕ Татьяна Ефремова.
Çак суйласа илнĕ ĕç Ефремовсемшĕн тухăçлă килсе тухнă. Фермерсем 41 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Уй-хирĕсем вара пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Çав вăхăтрах ăна туянаканĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Фермер хуçалăхĕ хăйĕн продукцине больницăсене‚ ача сачĕсемпе кафесене сутать.
Кăçал çуркунне çемье 10 гектар çĕр улми‚ 1 гектар кишĕр‚ 5 гектар хĕрлĕ кăшман лартнă‚ 19 гектар урпа тата 5 гектар нумай çул ÿсекен курăк акнă.
Çăмăл мар ĕçре ашшĕ-амăшне ÿссе çитĕнекен Даниил ывăлĕ те пулăшать. Аслисем вăл çемье ĕçне малалла тăсасса шанаççĕ.
Андрей ВОРОНЦОВ.
Авăркас районĕ,
Чăваш Хурамал ялĕ.
Читайте нас: