Ятлă-сумлă факультетсем
Практика кăтартнă тăрăх‚ республикăри пĕлÿ шайĕ хăйĕн пахалăхĕпе Раççейĕн тĕп хулинчи аслă шкулсенчен пĕрре те кая мар. Чăн малтан çакă «нефтянкăпа» çыхăннă инженерипе технологи специальноçĕсене пырса тивет. Пирĕн специалистсем пĕтĕм Раççейĕпе‚ тĕнчипе анлă сарăлнă тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлеççĕ.
Чаплă малашлăх
Тĕнче шайĕнче ĕçлекен сумлă компанисем пултаруллă каччăсемпе хĕрсене вĕреннĕ вăхăтрах шыраççĕ. Çавăнпа пирĕн студентсем профильлĕ предприятисенче практика иртеççĕ. Çав шутра вĕсене чикĕ леш енне стажировка та яраççĕ. Вырăнти вĕрентÿ заведенийĕсене пĕтерекенсен 100% лайăх ĕçе вырнаçнинчен тĕлĕнмелле мар.
Килте вĕренни - хăрушсăр
Юлашки уйăхсенчи лару-тăру çакна кăтартрĕ: пĕрремĕшĕ – обществăна «блогерсемпе» «çăлтăрсем» мар‚ тухтăрсемпе волонтерсем кирлĕ. Мĕншĕн тесен инкек кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултарать. Паянхи кун чылай япалана килтен тухмасăр‚ онлайн мелĕпе туянма пулать. Иккĕмĕшĕ – хăрушсăрлăхлă вăхăт çитсен лару-тăру мĕнле аталанĕ-ши‚ регионсем хушшинчи авиарейссене хăçан уçĕç-ши‚ вакцина витĕмлĕ пулĕ-ши текен ыйтусем сиксе тухаççĕ. Çак ыйтусене вара никам та хурав параймĕ. Виççĕмĕшĕ‚ пирĕншĕн чи хăрушсăрлăхлă вырăн вăл – тăван кил. Кунта пурте çывăх‚ пурте тăван‚ ăнланмалла.
Перекетлĕ тата тупăшлă
Пысăк хулари аслă шкулсенче вĕренесси – экономика кризисне шута илсен‚ çемье бюджечĕшĕн пысăк тиев. Тÿлевсĕр вырăнĕсене лекме йывăр‚ вĕрентÿ хаклă. Унсăр пуçне хушма тăкаксем - куçса кайма‚ хваттер шырама‚ ăна тара илме‚ çул çине‚ апатланма тата пурăнма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ вĕт. Кашнинех ашшĕ-амăшĕ çакăн чухлĕ укçапа тивĕçтереймест.
Пушкăртстанра пурте çывăх‚ пурте çумра. Чи аякри районсенчен те Ĕпхÿ хулине хăйĕн тĕпренчĕкĕ валли пĕрер михĕ çĕр улми‚ хăярпа помидор парса яма пултарать. Е ачи канмалли кунсенче тăван килне таврăнĕ. Мускавпа Санкт-Петербургран вара кашни эрнере киле килсе çÿреймĕн.
Экзаменсем хăçан иртеççĕ
Владимир Путин хушăвĕпе çĕршывра‚ çав шутрах республикăра та‚ 30 пин ытла çĕнĕ бюджет вырăнĕсем уçăлĕç. Тÿлевсĕр аслă пĕлÿпе шкултан вĕренсе тухакансен 60% усă курма пултарать. Президент килĕшĕвĕпе кăçал экзаменсем июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче тытăнаççĕ. Малтан сăнав шайĕнче‚ унтан тĕп экзаменсем иртĕç. Енчен те экзаменсене июль уйăхĕнче пама май пулмасан‚ вĕсене август уйăхĕнче йышăнĕç. Çапла пулас студент çулталăк çухатмасăр‚ кĕркуннеренех аслă шкулта вĕренĕ. Малтан пĕлтернĕ тăрăх‚ аслă шкулсене вĕренме кĕме кăмăл туман ачасем ППЭ памасса та пултарĕç. Вĕсене аттестат çеç парĕç. Ылтăн медальсемпе лайăх вĕреннине çирĕплетекен аттестата оценкăсене шута илсе тивĕçтерĕç. Йышăну комисссийĕ июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 17-мĕшĕччен документсене йышăнĕ. Вĕсене кашни хăй пырса е онлайн мелĕпе пама пултарать.Паянхи лару-тăрăва шута илсен‚ иккĕмĕш мел малти вырăна тухать. Университета вĕренме кĕрес тесен виçĕ ППЭ памалла пулĕ. Аслă шкулсенчи вĕрентÿ çулĕ сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланĕ.
ППЭ расписанийĕ
Июль уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕренсе тухакансем географи, литература тата информатика предмечĕсемпе экзаменсем тытĕç. Июль уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче - вырăс чĕлхипе‚ июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче – профильлĕ математикăпа‚ июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче - историпе тата физикăпа‚ июль уйăхĕн 16-мĕшĕ - обществознанипе, химипе‚ июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче – биологипе тата ют çĕршывсен чĕлхисемпе (çырса‚ июль уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче - ют çĕршыв чĕлхисемпе (сăмах вĕççĕн) экзаменсем пырĕç. Июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче – вырăс тата ют çĕршывсен чĕлхисемсĕр пуçне ытти предметсем тăрăх йĕркеленĕ резерв кунĕ‚ июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче пур предметсем тăрăх резерв кунĕ.
ППЭн иккĕмĕш хумĕ август уйăхĕн 3‚5‚7 тата 8-мĕшĕсенче иртĕ.
Вĕренсе пĕтерекенсене
çара илмĕç
Кăçал шкул вĕренсе пĕтерекенсене çара илмеççĕ. Çак хыпара Владимир Путин пĕлтернĕ. Ĕнерхи шкул ачисен экзаменсене тытса аслă шкула вĕренме кĕме çителĕклĕ вăхăт пулĕ.
Экзамен умĕнхи стреса çĕнтересси
- Экзамен пĕлтерĕшне пысăка хумалла мар. Экзамен тытаймасан мĕн пулса иртĕ-ха? Эсир килсĕр тăрса юлатăр-и? Нихăçан та пĕр ĕç тупаймăр-и? Канализацинче пурăнма тивĕ-и? Паллах‚ çук.
- Чылайăшĕ хумханни лару-тăрăва алăра тытма пулăшать тесе шутлаççĕ. Анчах çакăн пек шутлани вăл тĕрĕс мар. Хăрани сире хăвăра кăтартма чарать. Эпир хамăра ирĕклĕ туйнă чух çеç пуç лайăх ĕçлет.
- Пуçри шикленĕве лăплантармалла‚ начар сценари ÿкерме те кирлĕ мар. Экзамена «йыхрав» вырăнне йышăнмалла.
- Экзамен умĕнхи каç алла кĕнеке тытмалла мар. Пĕлĕве пуçа вырнаçса ларма вăхăт памалла. Тĕрлĕ информацирен каннă пуç мими кирлĕ вăхăтра сисĕм туйăмĕ хускатĕ.
- Лăплантаракан эмелсем те ĕçме кирлĕ мар. Вĕсем шухăшлав процесĕ çине витĕм кÿреççĕ. Экзамен умĕн уçăлса çÿрĕр‚ тутлă та пылак апат çийĕр.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.