Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 12:35

Раççей «Нарспи» авторне чысларĕ

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Константин Иванов тата шкул вӗренӗвӗ» Пĕтĕм Раççĕйри онлайн конференци ирттерчĕ. Унта Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 70 ҫын тата эпир, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем, хутшăнтăмăр.

Конференцие ЧР Вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫрĕ. Ун хыççăн К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина ӳнер учрежденийӗ поэт эткерне шкул вӗренӗвӗнче усӑ курма сӗнекен майсемпе тата мелсемпе паллаштарчĕ. К.В. Иванов пултарулӑхӗ шкул программинче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗн этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Надежда Иванова каласа пачĕ.
Чӗмпӗр хулин 57-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Владимир Грузин К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине хӑйсен шкулӗнче мӗнле вӗрентни ҫинчен, аслӑ поэтӑмӑр юбилейне Чӗмпӗр облаҫӗнче епле уявлани пирки каласа кӑтартрĕ. Çавăн пекех сăмах калакансен шутĕнче Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗн вӗpeнтекенӗ Ирина Диарова, Шупашкар районӗнчи Атайкасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 18-мӗш лицейӗн вӗрентекенӗсем Любовь Севриковапа Елена Иванова тата Алевтина Такина, Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн вӗpeнтекенӗ Александр Степанов, Тутар Республикин Элкел районӗнчи Кивӗ Матак шкулӗн вӗpeнтекенӗ Ольга Салюкова, Пушкӑрт Республикин Пелепей хулин чӑваш гимназийӗнче вӑй хуракан Полина Кириловапа Вера Алексеева, Вӗренӳ институчӗн этнокультура вӗренӗвӗн кафедрин ертӳҫи Анна Егорова пулчĕç.
Пелепейĕнчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Полина Кирилова «Нарспи» поэмăна тĕрлĕ чĕлхене куçарни çинчен каласа пачĕ, ăна куçаракансемпе паллаштарчĕ. Ачасем поэмăна хаваспах пилĕк чĕлхепе (чăваш, вырăс, пушкăрт, тутар, акăлчан) вĕренни çинчен пĕлтерчĕ. Çак темăпа вăл презентаци те хатĕрленĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: