Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 13:18

Суккулти çыхăну уйрăмĕн маттур почтальонĕсем

Суккулти çыхăну уйрăмĕн почтальонĕсем пĕринчен тепри хастар. Çанталăк ăшă е сивĕ пулнине пăхмасăр вĕсем Суккулпа таврари ялсенче пурăнакансене хаçат-журналпа та (çав шутра «Урал сасси» хаçатпа та), çырусемпе те вăхăтлă тивĕçтереççĕ.

Янăшма тата Райман ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал çырăнтарса вĕсене килĕрен киле валеçес ĕçе Людмила Иванова пурнăçлать. Вăл хăй те Янăшма ялĕнчен.
- Хаçат-журнал салатас ĕçре вунă çул ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн хам вырăна хĕре, Иринăна, хăвартăм. Вăл ача пăхмалли отпуск илсен татах ĕçе тухрăм. Халĕ хĕре хамăн ĕç опычĕпе паллаштаратăп. Çын хушшинче пулма хăнăхнă та, килте ларас килмест, - пĕлтерчĕ почтальон сумкине хаçат-журналпа тултаракан Людмила Ивановна.
Надежда Тарасован çыхăну ĕçĕнчи ĕç стажĕ – 16 çул. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен, ырă кăмăллă та çепĕç почтальон - кашни килте кĕтнĕ çын. Ял çыннисем ăна ĕçе пĕлсе, тĕплĕн пурнăçланăшăн хисеплеççĕ. Надежда Николаевна хаçат-журналсене вăхăтра валеçет, газпа çутăшăн тÿлемелли квитанцисене те илсе çитерет. Альбина Никитина почтальон сумкине çĕклеме пуçлани çулталăк çеç-ха. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлама тăрăшакан çамрăк хĕре ял çыннисен ырă сăмахĕ тем пекех савăнтарать тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.
- Почтальонсем эрнере икĕ хутчен, хаçат килнĕ кунсенче, çула тухаççĕ, периодика изданийĕсене вырăна çитереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – хаçат-журнал çырăнакансен шутне ÿстересси, палăртнă плана вăхăтра тултарасси. Хальхи вăхăтра почта ĕçченĕсене тем те тума тивет. Хаçат-журнал çырăнтарса салатнисĕр пуçне тавар сутмалла, коммуналлă хуçалăх çăмăллăхĕсемшĕн тÿлевсем йышăнмалла. Чылай çул тăрăшаканнисем çамрăксене ĕçе хăнăхтарни савăнтарать. Пĕр-пĕринпе канашласан, пĕр-пĕрне пулăшсан çитĕнÿсем пулаççех, - тет 21 çул хушши почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Елена Никитина. Сăмах май каласан, Елена Петровнăн амăшĕ, Надежда Николаевна Христофорова, хăй вăхăтĕнче çак почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă. Çак ĕçренех тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулсан вĕсем почта ĕçченĕсен династийĕ ĕнтĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ,
Суккул ялĕ.
Читайте нас: