Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртстанри Мияки районĕнчи Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче хĕсметре тăнă. 1942 ҫулта ҫак икӗ хĕрлĕ армеец Сталинград (халӗ Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Вĕсем тыткăна лекиччен вилӗм суйласа илнĕ.
Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Еспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та вăрçăра пулнă.
Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Пишпӳлек районӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӑн Валентина ятлӑ хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Валентина Андреевна Удмурт Республикинчи Алексей Мерзлякова каччӑ тухнӑ. Унӑн ачисем ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.
Андрей Григорьев ашшӗ Филипп Ефимов пулнӑ, амӑшӗ – Мария. Ҫемьере ҫичӗ ача - Йӑван, Пӑлаки, Автоти, Унтри, Мархви, Вера, Лексантӑр – ҫуралнӑ. Филипп Ефимов йӑхне Шурӑмпуҫ тенӗ. Андрейӑн аслӑ пиччӗшӗ, Иван (1907-1969 çç), вӑрҫӑран таврӑннӑ. Учитель пулса ӗҫленӗ, районти шкулсен инспекторӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ачисем Шурӑмпуҫ йӑхне тӑсаҫҫӗ.
Чăваш халăх сайчĕ.