Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 12:30

Ял масарĕ пысăк ресторана çаврăнать

Христос тĕнне ĕненекенсем шăмат кун е вырсарни кун масар çине кайса пиртен уйрăлса кайнă тăванĕсемпе çывăх çыннисене асăнĕç. Хăш-пĕр çӗрте маларах асăнасси те йăлана кĕнĕ. Çакна ырламалла кăна. Вилнисене асăнни сăваплă йăла, асаттесемпе асаннесене, атте-аннене, çывăх тăванăмăрсене асран кăларма юрамасть.

Çимĕк умĕнхи ваттисене асăнмалли кун яла çĕр-çĕр çухрăмран та килеççĕ, çак кун çăмăл автомашинăсен шутне те пĕлеймĕн. Аслă çулпа та вĕçĕ-хĕррисĕр машина чупать, пурте масар çине кайса асăнма васкаççĕ.
Вăтăр-хĕрĕх çул курман çынна та тĕл пулма пулать масар хапхи умĕнче. Пурнăçăмăр çавнашкал пăтрашуллă-çке: çывăх тăвана та çулталăкра пĕрре - масар çинче кăна - куратпăр. Ĕлĕкхи пек ĕçре те, уявра та пĕрле савăнас йăла манăçнăпа пĕрех. Халĕ туй тăвас пулсан та кафене шутласа кăна чĕнеççĕ: лармалли миçе вырăн, çавăн чухлĕ хăна пуçтарăнать. Çапла вара иккĕмĕш-виççĕмĕш сыпăкри тăвансем айккинче тăрса юлаççĕ. Туйра-хăнара кумсем тата хăтасемпе тăхлачăсем хисеплĕ вырăнта лараççĕ. Пыра-киле «тăван» сăмаха вуçех те манмăпăр-и? Çакă хăратать те мана. Тĕрĕссипе мана çеç мар.
15-20 çул каялла пачах урăхлаччĕ вĕт-ха, ĕçке-çике çывăхри тата аякри мĕнпур тăвана пуçтарма тăрăшнă. Чĕннĕ çĕре килме васканă, хăна пуçтаракана кỹрентересрен вăтаннă.
- Халĕ ял масарĕ пысăк ресторана çаврăнать, – кулса каласа пачĕç мана районти пĕр ялта. - Миçе ещĕк эрех, миçе литр кăмăшка ĕçсе яраççĕ-ши çав кун? Кăна никам та шутласа кăлараймĕ. Масар хапхинчен тайкаланса-ыталанса тухаççĕ те ялта каллех ĕçмелли шыраççĕ.
Эпĕ уйăх çинчен татăлса аннă çын мар, пурнăç чăнлăхне курса-пĕлсе тăратăп. Масар çинчи хĕрессем хушшинче туса лартнă вăрăм сĕтелсем хушшинче: «Ĕç-ха, ма ĕçместĕн?» - тесе хистенине илтни те, тепрер çын ỹсĕрĕлсех кайнă пулин те ăна татах черкке тултарса пани лайăх япала мар. Ман шутпа, масар çинче тирпейлĕ пулмалла, ĕçкĕ-çикĕ валли урăх вырăн суйласа илмелле. Тус-тăванпа пĕрле çырма хĕррине кайса савăнăçлă канма та пулать вĕт-ха, килте сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларни те килĕшỹллĕ.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хăш-пĕр ялта масар çинче эрех-сăмакун ĕçнине ваттисем хытă сивлеççĕ, çамрăксем вĕсен ирĕкĕнчен иртмеççĕ. Çак йăла пирĕн тăрăха хăçан çитĕ-ши? Е эпир урăхларах халăх: масар çинче ресторанта ларнă пек ĕçсе-ахăрашса савăнатпăр, киле таврăнсан харкашу çĕклетпĕр, ачасем те хамăртан тĕслĕх илесрен хăрамастпăр.
«Эс те Çтаппан,
Эп те Çтаппан,
Кам парĕ-ши пĕр стакан?»
- çакăн пек юрласа таврăнакан пулчĕ хăшĕ-пĕри масар çинче «вăй-лă!» асăннă хыççăн.
Асаттесем чĕрĕлсе тăрас пулсан, стакан парас вырăнне çак услапăн йĕмне антарса вĕлтĕренпе хытă вĕтелĕччĕç те...
Хăçан ăс кĕрĕ-ши пире, ял-йышăм?
Иван САЛАНДАЕВ.
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: