Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Июнӗн 2020, 12:50

Çынсен пурнăçĕ музей экспоначĕсенче

Пирĕн ялта Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем юлман та. Усăллă ялĕнчен фронта 159 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 63-шĕ каялла таврăннă‚ 96-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

Ялта хамăр вăйпа йĕркеленĕ музей пур. Вăл пирĕн историйĕн паттăрла страницисене‚ ялăн культурипе йăли-йĕркине асра тытма пулăшать. Çакă вара ачасемпе пулас ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ те сăваплă ĕç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалланă музей экспоначĕсем совет çыннисем тÿссе ирттернĕ вăрçă асапне упраççĕ. Паянхи кун тĕлне музейра Çар Мухтавĕн кĕтесĕ пур. Унта вăрçа хутшăннă паттăрсен харпăр япалисем упранаççĕ. Вĕсем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса‚ паянхи кунччен сыхланса юлнă. Çак япаласем хушшинче планшет та пур. Усăллă ялĕнче музей йĕркелесси шăпах унран тытăннă. Унăн хуçи - Ксенофонт Андреев.
Ксенофонт Захарович Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче 1906 çулта çуралнă. Вăл пуçламăш шкулта 3 класс вĕреннĕ. Шофер профессине алла илнĕ. Ксенофонт пиччепе Хаврония мăшăрĕ виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ.
1936 çулта «Маевка» колхоза (халĕ «Авангард» ООО) икĕ автомобильпе тивĕçтернĕ. Ватăсем каланă тăрăх‚ çанталăкăн кирек хăш кунĕнче те Ксенофонт Андреев руль умне ларнă. Çăк тиемелли ГАЗ-АА машина (полуторка) кирек хăçан та ĕçре пулнă. 1941 çулта Ксенофонт Захарович çак колхоз машинипех фронта тухса кайнă. Çар присягине вăл 1942 çулхи январь уйăхĕнче 819-мĕш автомобиль батальонĕнче йышăннă.
Ветеран аса илĕвĕсем тăрăх‚ пире çакă паллă: Ленинград блокади вăхăтĕнче (1942 çул) хулана пысăк çĕрпе çыхăнтаракан пĕртен-пĕр çул пулнă. Пурнăç çулĕпе блокада çыннисене выçлăх вилĕмĕнчен çăлма тăрăшнă. Пирĕн героя та çак ĕçе явăçтарнă. Ксенофонт Андреев хĕрлĕ армеец снарядсем‚ апат-çимĕçпе таварсем турттарнă.
- Пĕр талăк хушшинче водителĕн умлă-хыçлă икĕ рейс тумаллаччĕ. Анчах шоферсенчен нумайăшĕ çак нормăпа кăна çырлахман. Вăйран тухнă‚ ывăннă салтаксем çул çинчех çывăрса каяс мар тесе кабина стени çумне котелок çакса хуратчĕç. Полуторкăпа пынă вăхăтра вăл сас паратчĕ‚ пуçран çапатчĕ. Çуркунне çитнĕ тĕле кÿлĕри пăр çийĕ шывлана пуçларĕ. Анчах та çула хупмарĕç. Çул тăрăх пынă май‚ кустăрма айĕнчи пăр авăнатчĕ. Кабинăран сикме майлăрах пултăр тесе эпир унăн алăкĕсене хупмастăмăрччĕ. Пăр айне анса кайнисем те пулнă‚ макăрнипе кăшкăрнисем илтĕнетчĕç... – тесе каласа панă вăрçă ветеранĕ хăйĕн ывăлне.
Ленинград ункине татнă хыççăн Ксенофонт Витебск çывăхĕнчи тепĕр пысăк «Багратион» операцине хутшăннă. Унта вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ. 1944 çулхи çуллахи компанийĕн тĕп операцийĕ Беларусь çĕрĕ çинче иртнĕ. Çак операци 1944 çулхи июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 29-мĕшĕччен пынă. Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçин историйĕнче чи пысăкки шутланнă. Беларусь Республикинчи Витебск облаçĕнчи Бешенковический районĕнчи Жигалы ялĕнче вăйлă çапăçусем пынă. Ксенофонт Андреев пурнăçне шеллемесĕр хăйĕн машинипе РСБ радиостанцине куçарса килнĕ. Çапла чăваш арĕ Совет Çарне радиоçыхăнупа пĕр чарăнусăр тивĕçтернĕ.
- Радиостанцие куçарнă вăхăтра бомбежка пуçланчĕ. Снарядсем унта та кунта çурăлаççĕ. Мĕн чухлĕ çурăлнине шутлатăп. Вун саккăр. Епле сывă тăрса юлнине‚ вырăна вăхăтлă та йĕркеллĕ çитнине пĕлместĕп‚ - аса илнĕ совет салтакĕ.
Çак паттăрла ĕçшĕн 1944 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ксенофонт Захаровича правительство наградипе‚ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, чысланă.
Награда листĕнчен илнĕ йĕркесем: «Андреев юлташа 1942 çулхи январь уйăхĕнче хăй ĕçленĕ хуçалăхри ГАЗ-АА автомашинипе пĕрлех çара илнĕ. Унăн тимĕр учĕ вăрçă вăхăтĕнче пĕр юсавсăр 65 200 çухрăм чупнă. Витебск операци вăхăтĕнче Андреев юлташ РСБ радиостанци çинче шофер пулса ĕçленĕ. Радиостанци яланах пĕрремĕш эшелонра пулнă‚ вăл темиçе хутчен тăшман артиллерийĕн вут-хĕмĕ айне те лекнĕ. Сăмахран‚ Жигалы ялĕнче тăшман района тапăннă вăхăтра Андреев юлташ пурнăçне шеллемесĕр радиостанцие вут-çулăм айĕнчен хăйĕн машинипе кăларчĕ. Унăн полуторки яланах йĕркеллĕ ĕçлет. Витебскран пуçласа Прусси чиккине çити тимĕр учĕ пĕрре те ванман. Çакă вара корпус командованине радиоçыхăнупа тивĕçтерме май панă».
Каярах К.З. Андреев совет çĕрĕн поляр унки леш енчи (заполярный) нимĕç фашисчĕсен çарĕсене аркатнă çĕре хутшăннă. Берлина çитсен те Ксенофонт Андреевшăн вăрçă вĕçленмен. Вĕсен батальонне Японие хирĕç кĕрешме янă. 1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче Ксенофонт Андреев гварди ефрейтора Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар заданисене лайăх пурнăçланăшăн Сталин юлташ тав тунă.
Совет салтакĕ 1945 çулхи кĕркунне килне таврăннă. Тăван колхозра та вăл шофер пулса ĕçленĕ‚ унтан сывлăхĕ начарланнипе склад заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçланă. 1965 çулта Ксенофонт Захарович ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вăрçă ветеранне Усăллă ялĕнчи масар çинче пытарнă.
Унăн ывăлĕ‚ Серафим Ксенофонтович Андреев‚ ашшĕ ĕçне малалла тăсаканĕ. Вăл та хăйĕн пурнăçне машина рулĕпе çыхăнтарнă. Серафим Андреев çарта служба иртнĕ вăхăтра Тоцк полигонĕнче (Оренбург облаçĕ) ядерлă тĕрĕслеве хутшăннă. Шел‚ çак информаци вăрттăн шутланать.
К.З. Андреевăн наградисем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1944 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ); «Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата «Кенигсберг хулине илнĕшĕн» медальсем (1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ); Ксенофонт Захарович Андреев гварди ефрейтора Совет Союзĕн Тĕп командующийĕ И.В. Сталин Генералисимус юлташ тав тунă (1945 çулхи август уйăхĕн 23-мĕшĕ); «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль (1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ).
Ольга ПАТРАЕВА‚ тĕп библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ‚ Усăллă ялĕ.
Читайте нас: