Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:05

Арсентий Николаевич Чернов

Арсентий Николаевич Чернов (1925-1984 çç)

Манăн атте, Арсентий Николаевич Чернов, 1943 çулта (ун чухне вăл 18 çулта пулнă) никама ним каламасăр, çуран Пелепей хулинчи çар комиссариатне тухса кайнă. Унтан аттене шофера вĕренме янă. 1945 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа май уйăхĕччен çапăçу хирĕнче пулнă. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Ăна«Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн тата виçĕ çул, 1948 çулччен, Ленинградра служба иртнĕ.
Вăл çав тери ырă кăмăллă, пурнăçа юратакан савăнăçлă çынччĕ. Пире, ачисене, питĕ юрататчĕ. Колхозра хăйне шеллемесĕр ĕçлерĕ. Шофер та, комбайнер та, бригадир та пулчĕ. Чăн-чăн коммунистчĕ. Вăрçă çинчен аса илме юратмастчĕ.
Валентина НИКИТИНА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.
Читайте нас: