Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:14

Дмитрий Захарович Краснов

Дмитрий Захарович Краснов (1906-1976 çç)

Манăн кукаçие, Дмитрий Захарович Краснова,1944 çулта Пелепейĕнчи çар комиссариатне чĕнсе илсе çара ăсатнă. Çапăçусенчен пĕринче çурăм шăммине йывăр амантнă. Ултă уйăх госпитальте сипленнĕ. Унтан сывалса тухсан алла пăшал тытса тăшмана хирĕç малалла кĕрешнĕ. «Хăюлăхшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнишĕн» медальсемпе наградăланă.
«Хăюлăхшăн» медале памалли çинчен калакан приказра çапла çырнă йĕркесем пур: «Стрелка 3 Стрелкового батальона - рядового Краснова Дмитрия Захаровича, за то, что в бою 7.08. 1944. году в районе села Разбитые Камни Радиминского уезда (Польша) лично пробравшись к переднему краю оборны противника, броском двух гранат вывел из строя вражеский пулемет и уничтожил трех немецких солдат».
Вăрçă хыççăн платник пулса ĕçленĕ, çурт-йĕр хăпартнă. Вăрçă çинчен аса илме юратмастчĕ, кил-çуртра телевизор туянсан, вăрçă çинчен пыракан программăсене пăхнă чух, яланах макăратчĕ.
Кукаçи каланă тăрăх пирĕн çарсене тăшмана çĕнтерме «Катюшăсем» шутласа кăларни питĕ вăйлă пулăшнă.
Кукаçи кăмака умĕнче ларса чĕлĕм туртнине ас тăватăп. Вăл кашни ачипе мăнукĕ валлиех ăшă сăмахсем тупатчĕ.
Людмила НИКИТИНА.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: