Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 12:25

Хăвăн хыççăн йĕр хăвар

Васкать вăхăт, чарăнмасть,Пурнăç кустăрми чупать.Мĕлтлетсе иртеç кунсем,Вĕсенчен юлмаç çулсем.

Халь кăна пекех çарран,
Чупнă юр кайнă-кайман.
Такăрлатнă шкул çулне,
Тăрăшса пĕлÿ илме.
Пĕчĕк чух вара çунан,
Ÿссе çитме пит васкан.
Ĕмĕтпеле эс ялан,
Юмахри пек пурăнан.
Кĕрлеттерен трактăрпа,
Вăй хуратăн тухтăрта.
Пĕрре летчик эс пулан,
Тепрехинче - генерал.
Вăхăт çитнĕ каймалла,
Çын пулма тăрăшмалла.
Вара, ак, туян тинех,
Çумра çук, иккен, анне.
Çитрĕ пулĕ, канмалла,
Çаврăнса та пăхмалла.
Шуралнă çÿç пĕрчисем,
Çитĕнеççĕ мăнуксем...
Калатчĕ çав асанне,
Шăлса илсе куççульне:
- Кун иртет те çĕр иртет,
Ĕмĕр иртни çав пулать.
Ĕмĕр иртет мĕн тăван?
Вăл çапла пулать ялан.
Пур çĕрте те пул хастар,
Хăвăн хыççăн йĕр хăвар!
Николай ПРОХОРОВ.
Ермеккей районĕ,
Суккул ялĕ.
Читайте нас: