Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:01

Иртнĕ кунсене куççульсĕр аса илеймĕн

Вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ачасен пурнăçĕ çав тери хурлăхлă та синкерлĕ пулнă.

Эпĕ, Данилова Раиса Ильинична, 1941 çул май уйăхĕн 7-мĕш кунĕнче çуралнă. Малалла анне каласа панине, хам ас тунине çырăп.
Эпĕ виçĕ уйăхра чухне хаяр çапăçусем пынă. Вăл вăхăтра атте вăрçа кайман-ха. Тырă çапнă вăхăт пулнă. Аттепе анне хирте ĕçленĕ. Мана, виçĕ уйăхри ачана, ултă çулхи Ульяна тата тăватă çулхи Таня аппасемпе шанса хăварнă. Ĕлĕк пӱрт тăррисене улăмпа витнĕ пулнă. Мана пӱрт умĕнче сăпкара вырнаçтарнă. Сăпки, хупран тунăскер, тарăн пулнă. Ҫав кун вăйлă çил-тăвăл хускалса каять. («Ҫиçĕм çĕр çинче çулăм пек çиçет, витререн тăкнă пек çумăр çумăр çăва пуçларĕ» – тесе калатчĕ анне.) Атте аннене: «Улька, эпĕ киле каятăп. Манăн чĕре вырăнта мар», – тенĕ. «Илье, ан кай! Аçа çапĕ! – тесе каласа ĕлкĕртĕм», – тетчĕ анне. – Куç уçса хупиччен лаша утланса çухалчĕ. Лаша ура сасси çеç илтĕнсе юлчĕ». Атте килсе ĕлкĕрнĕ. Пӱрт тăррине çил-тăвăл хăйпăтнă. Кăшкăрса макăрнăран çумăр шывĕ çăвара тумланă. Сăпкана шыв тулнă. Аппасем çиçĕмрен хăраса кӱрше тухса чупнă пулнă. Çапла атте мана вилĕмрен хăтарса хăварнă.
Аттене 1941 çулта август уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăрçа илсе каяççĕ. Ăçта çапăçни пирки тĕплĕн пĕлместĕп, анчах та анне Сталинград пирки каланине ас тăватăп (аттен шывне-йĕрне халĕ те пĕлместпĕр. Тĕрлĕ архивра та шыраттарса пăхрăмăр – тĕлли-палли те çук. Питĕрти вăрçă госпиталĕнчен илнĕ справка тăрăх, атте 3-мĕш гварди стрелокĕ пулни паллă. (3-мĕш гварди стрелоксен полкĕ 1942 çул пуçламăшĕнче Сталинград патĕнче çапăçнă.) 1942 çулта атте ик урине те шăнтса госпитале лекет. Сылтăм урин виçĕ пӱрнине, сулахай урин икĕ пӱрнине татаççĕ. Август уйăхĕн 8-мĕшĕнче 3-мĕш ушкăн вăрçă инваличĕ пулса киле таврăнать. Атте çакăн хыççăн колхозра кладовщикре ĕçлет. 1943 çул сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче аттепе аннен тăваттăмĕш хĕрĕ çуралать. Сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче ăна военкомата чĕнтереççĕ. Кунтан аттене ĕç армине янă пулас (тĕплĕн пĕлместпĕр). Анне тăватă ачипе тăрса юлать. Манăн йăмăк кĕпепе пулнă. Анне унăн кĕпине çурса пĕр пайне аттене парса ярать. Ҫырусенче атте час-часах: «Хĕрĕн кĕпине чиксе çӱренĕрен е çăкăр татăкĕ, е паек леккелет», – тесе çырнă атте. Мĕн тесен те ача кĕпи те сыхласа хăварайман инкекрен манăн аттене. Хаяр вăрçă кĕрленĕ. Аннене тăватă пĕчĕк ачипе кунран кун пĕччен пурăнма хĕн пулса çитнĕ. 1944 çулта (кĕркунне е çуркунне пулнă пулас) пире Ҫтерлĕ районĕн Любовка ялĕнче пурăнакан мăнакка, аннен аппăшĕ, хăйĕн патне куçарса кайнă. Хăйĕн ачи-пăчи пулман пирки мăнакка йăмăкне пулăшма ялан хатĕр пулнă.
Ҫав куна тĕтре витĕр курнă пек çеç ас тăватăп. Любовка ялне пырса çитсен пĕр арçын çуна çинчен пӱрте илсе кĕрсе кăмака çине ăшăнма лартрĕ. Эпĕ ун чух виççĕре пулнă.
Анне вăрçă кунĕсене ялан аса илетчĕ: «Ҫимелли, тăхăнмалли çукчĕ. Халăх пыйтлă. Любовкăра йĕри-тавра вăрман пулман пирки тислĕк аштарса кирпĕчĕ тăватчĕç е хĕвел çаврăнăç аври пуçтаратчĕç. Улăм хутса мунча кĕретчĕç». Мунчара кăмака тăрринче вăрăм кашта пурччĕ. Анне пирĕн кĕпесене хывса илсе кашта çине çакатчĕ. Пыйтăсем мунча вĕррине тӱсеймесĕр мунча чулĕ çине ӱксе çăтăр-çатăр тăватчĕç. Аннерен мĕн çатăртатать тесе ыйтсан: «Сирĕн пăрçăра ăшалатăп», – тетчĕ. Выçлăх тени … Анне калатчĕ: «Пĕр çулхине колхоз лашисем кăрчанкă чирĕпе питĕ нумай вилчĕç. Ҫав лашасене çĕр айне пытарсан та çынсем пĕççисене илсе килсе çиетчĕç». Пире илсе килсе çитерни пирки каламан. Тен, çитернĕ те пуль… Йĕклентерес тесе каламан пулĕ ĕнтĕ анне. Апла пулин те выльăх тирне ĕнтсе яшка çине тураса янине эп ас тăватăп. Колхоз хирĕнче пăрçа çулнă вăхăтра анне пире хăйĕнпе пĕрле илсе каятчĕ. Выçăскерсем пăрçа çисе те пулин хырăмĕсене тăрантчăр тенĕ пулĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче анне мана ана вĕçне лартса хăварнă. Хăй пăрçа çулнă. Эпĕ уйран ленкесне йăтса Чуртанлă ялĕ еннелле кайнă. Çакна тĕлĕкри пек çеç ас тăватăп. Хирте темле çеçке татни асăмра. Анне эпĕ çуккине асăрхасан тӱрех шырама тытăннă. Каç енне аран шыраса тупнă. Эпĕ Чуртанлă ялĕн тарăн лупашкинче ларнă.
Любовкăра пурăннă чух кӱршĕре пĕр енче колхоз пуçлăхĕ Куçма пиччепе Марье аппа, тепĕр енче Хĕлимун пиччесем пурăнатчĕç. Пĕррехинче Марье аппан йăмăкĕн хĕрĕ, манран 2-3 çул аслăрахскер (эпĕ ун чух 5-6-сенче пулнă), хĕтĕртсе сухан çăлма хушрĕ. Эпĕ суханне нумай та çăлма ĕлкĕреймен пулĕ – çынсем курнă. Ҫакăн çинчен манăн аннене элеклесе панă. Анне мана çын пахчине кĕнĕшĕн питĕ хытă хĕнерĕ. Тепрехинче хамăн айванлăха пула аннерен каллех патак çиме тӱр килчĕ. Хĕлимун пиччен Сергей ятлă ывăлĕ пурччĕ. Вăл манран пĕр çул аслăччĕ. Пĕррехинче Сергей Марье аппасен шăтса тухнă кавăнĕсене пекĕпе касса тухнă. Марье аппашăн мана, пĕрре айăпа кĕнĕскере, тепĕр хут айăпласси темех пулман иккен. Анне мана хĕнесен-хĕнесен Марье аппа патне кайса каланă пулать: «Райса вилсен эсĕ явап тытан», - тенĕ. Паллах, кӱршĕ хĕрарăмĕ шикленсе ӱкнĕ. Вара аннепе иккĕшĕ ман ура тĕпĕн виçине илсе пахчари йĕрсемпе танлаштарса тухаççĕ. Ура йĕрĕсем тӱр килменнипе Марье аппа аннерен каçару ыйтнă. Марье аппан упăшки колхоз пуçлăхĕ пулнăран вĕсен ачисем çăкăр çинĕ. «Ҫакăн пек пăтăрмах хыççăн Марье аппа çăкăр пĕçерсен пĕр-ик татăк çăкăр кĕртсе паратчĕ. Вĕсем хурт-хăмăр та тытатчĕç. Пыл илнĕ вăхăтра пыл та паркалакан пулчĕç. Ҫакă пулчĕ пулас каçару… Ача чĕринче ĕмĕрлĕхех суран юлчĕ…», – тесе калатчĕ анне.
1948 çул. Атте шăпи паллă мар… 1944 çулта ĕç лагерĕнче докуменчĕсене çухатса таврăнсан ăна арестленĕ те Ĕпхӱ хулине ăсатнă. Икĕ эрне тĕрмере тытсан анне аттерен çыру илнĕ. Ҫак çырура атте штрафбата е ĕç лагерне ăсатаççĕ тесе пĕлтернĕ. Анне çырăва вуланă та сентре тăррине хунă. Эпĕ çакна курнă пулĕ ĕнтĕ, вулама пĕлмесен те виççĕри ача сĕтел çине пукан лартса сентре тăрринчен çырăва илнĕ, тем сăлтава пула вакласа пĕтернĕ. Анне çакна курнă та пуçтарса илсе татах çыру килĕ-ха тесе вучаха пăрахнă. Ҫыру урăх килмен. Атте йĕп пек çухалнă…Анне тăватă ачипе тăрса юлнă. Чун нуши çумне патшалăх нуши тиеннĕ. Налук, заем пысăк пулнă. Патшалăха çулталăкне 40 кг аш-какай, 16 кг сар çу, пĕр чăхшăн 100 çăмарта, 2 центнер улма, çăм, выльăх-чĕрлĕх тирĕ памалла пулнă. Мĕскĕн ачасем мĕн çинĕ-ши? Ҫав çулхине анне патшалăха памалли плана тултарайман (2 центнер улма парайман). Пĕррехинче анне ĕçре чух, пирĕн тĕпсакайĕнчен улмана пĕр пĕрчĕ хăвармасăр тултарса илсе тухса кайрĕç. Пирĕншĕн чăн-чăн выçлăх пуçланчĕ. Ыйткаласа çӱреме те тӱр килчĕ. Кам курăкран пĕçернĕ пашалу, кам крахмал икерчи паратчĕ.
Пĕрре Чуртанлă ялĕнче пĕр пӱрте пырса кĕтĕмĕр. Кунта хохолсем пурăнатчĕç. Сĕтел варринче пысăк йывăç чашăк, йĕри-тавра ачасем ларса тухнă. Яшка çисе лараççĕ. Хĕрарăм пĕрре пирĕн çине, тепре ачисем çине пăхса илчĕ. Пире хĕрхенчĕ пулас. Ҫав пысăк чашăкран çăпалапа ăсса илсе пире уйрăм чашăк çине антарса пачĕ. Виçсĕмĕре пĕрер çăпала. Ачисен пайне пирĕнпе пайланă чух çав хĕрарăмăн чĕри ыратса пăчăртанчĕ пулĕ. Яла таврăнма тухсан эпир çул хĕрринче халран кайнипе канма ларнă иккен. Хиртен таврăнакан бригадир пире лаша çине лартса таврăннă.
Çакна анне чунĕ кӱтсе çитнĕ вăхăтра шав аса илетчĕ. Ҫимелли пулман вăхăтра курăк та çинĕ. «Курăк çинипе питĕрсене курăк тĕсĕ çапрĕ. Ку ачасем вилĕç тесе шутлаттăм», – тетчĕ анне. Анне пахчара вир, кантăр, ыраш, улма акатчĕ. Ыраш тата çĕнĕ улма ĕлкĕрсен ыраш ейми, улма пĕçерсе çитеретчĕ. Ҫакă пирĕншĕн пысăк уявччĕ.
1949 çулта эпĕ пĕрремĕш класа кайрăм. Тăхăнмалли çук. Икĕ ачана пĕр сăхман та пĕр мăшăр çăпата. Ҫав çултан пуçласа анне пире пĕр кашăк çăнăхла çум çумлама илсе каятчĕ. Шкул ачисене хĕвел çаврăнăш пуçĕ пуçтарттаратчĕç. Тĕшши, паллах, пире лекмен - çитерместчĕç. Выçăпа касăхнăскерсем хĕвел çаврăнăш пуçĕн мамăкне çиеттĕмĕр. Ҫапла хырăм выççине улталаттăмăр. Урана тăхăнмалли пулманран юр çăвиччен çара уран чупаттăмăр. Шкула та çапла çӱренĕ. Мария Петровна ватă учительница шкула пырса кĕрсенех кăмака çине хăпартса лартатчĕ. Хăй вара вăрçа ылханса макăратчĕ. Ура ăшăнсан урок пуçлатчĕ.
1950 çулта аннен тăван аппăшĕ Шуратăла кайса вилсен Натиш мăнакка аннене ачисемпе Усăллă ялне куçарса кайнă. Усăллă шкулĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш класс вĕрентĕм. Хĕн пулсан та вĕренме тăрăшаттăм. Каçсерен краççын лампи çутипе киле панă ĕçсене тăваттăм, шкул библиотекинчен кĕнекесем илсе килсе аннене вуласа параттăм. Ҫапла, пĕрре, М. Данилов-Чалтун çырнă «Ҫăлтăрлă çĕлĕк» ятлă кĕнекене илсе килтĕм. Анне çăм авăрлать, эпĕ кĕнекери калавсене сасăпа вуласа ларатăп. Авăрлама чарăнчĕ те: «Макçăм пичче çырнă иккен ку кĕнекене. Вăл пирĕн тăван пулать», – тесе сăмах хушса хучĕ. Ун чух М.Н. Данилов-Чалтун çыравçă хăш енчен тăван пулнине ыйтса пĕлмен. Кайран çеç, самай вăхăт иртсен, Чалтун пире мĕнле майпа тăван пулнине пĕлтĕм. М. Данилов-Чалтунăн ашшĕпе (Николай) аннен аслашшĕ (Ĕçтуха), аттен аслашшĕ (Кĕçтук) пĕр тăвансем пулнă. Аттепе анне виççĕмĕш сыпăкри тăвансем пулса тухаççĕ. Анне, тăлăх пулнăскер,тăван пулнине пĕлмесĕрех аттен иккĕмĕш арăмĕ пулса тăнă.
1952 çулта анне мана пĕр курман-пĕлмен çынпа пĕчĕк ача пăхма кăларса ячĕ. Уншăн аннене ӱпкелейместĕп - вăхăчĕ çапла пулнă. Выçă виличчен хăй хырăмне хăй тăранттăр тенĕ пулĕ…
Утă вăхăтĕччĕ. Малтан Соколовка ялĕнче пĕр каç выртрăмăр. Унтан мана Давлекан районне Алга ялне илсе кайрĕç. Ача пăхма илсе килнĕ çынсем вăрман хĕрринчи арман пӱртĕнче пурăнатчĕç. Тепĕр енче ĕне фермиччĕ. Эпĕ ача пăхмарăм. Вун пĕрти ача чăн-чăн кĕтӱç пулса тăтăм. Ял кĕтĕвне кĕттерчĕç. Килсерен пĕр кун, хăшĕсем патĕнче икшер кун çитеретчĕç. Лайăх çитеретчĕç. Ҫăкăр çие пуçларăм. Хырăм тутă. Тутар арăмĕсен хĕрлĕ тăпăрчи питĕ тутлăччĕ. Халĕ те вăл куç умĕнче, тути чĕлхе çинче. Ҫак Алга ялĕ мана выçлăхран та, вилĕмрен те çăлса хăварчĕ. Кил хуçи Алмукеев Иванччĕ, арăмĕ Раиса (хамăр хушăра Райса тесе чĕнеттĕмĕр) ятлăччĕ. Иван йысна тесе чĕнеттĕм. Вăл ĕçме юрататчĕ. Килĕнче вĕçĕмсĕр çапăçу-хирĕçӱ шавĕ тăратчĕ. Маншăн çуллахи ăшă кунсенче кĕтӱ кĕтесси нимех те марччĕ. Кĕркунне çитрĕ. Кунсем сивĕтрĕç. Юрлă çумăрсем пуçланчĕç. Урана тăхăнмалли çук. Пĕрре ир-ирех патакпа кĕтӱ хăваласа пыратăп. Ҫывăрса та тăранман-тăр çавă. Тĕлĕрсе пынăскер телефон юпине пырса çапăнтăм. Кĕтӱ хăвалама тухнă тутар карчăкки: «Уф, аллакайăм-палакайăм, пиçаракайăм», – тесе тăратса ячĕ. Ҫав кĕркунне хытă чирлерĕм. Апат анми пулчĕ, сурчăка та çăтаймастăмччĕ. Иван йысна мана урăх кĕтӱ кĕтме илсе каймарĕ. Ял халăхĕн ĕнисене ферма ĕнисемпе пĕрле кĕтме пуçларĕç. Ҫапла ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕ те çитрĕ. Ҫак уява халалласа ял клубĕнче ачасене кино кăтартмалла турĕç. Райса аппа мана та кино кайса курма ирĕк пачĕ. Эпĕ клуба кайрăм, анчах кĕме вăтанатăп. Шиклене-шиклене шала кĕтĕм. Ҫав хушăра пĕр арçын мана кăчăк туса чĕнсе илчĕ те хăйĕн умне тăратса пуçран шăла-шăла ытти шкул ачисене: «Ку тăлăх ача», – тесе каласа кăтартрĕ. Мана пĕремĕк пачĕ. Кино пĕтиччен хăйĕн çумĕнче лартрĕ. Çак çын клуб пуçлăхĕ пулчĕ пулас.
Мана тутар шкулне вĕренме илчĕç. Райса аппа сумка та çĕлесе пачĕ, кĕнеке, ручкăпа тетрадь те илчĕç. Пĕр уйăх пулĕ, шкула çӱрерĕм, анчах тăхăнмалли çук. Декабрь уйăхĕ. Пĕррехинче шкултан чĕр куççине шăнтса таврăнтăм та кăмака çинче урана йăвала-йăвала макăртăм. Мана вара тăхăнмалли çукран урăх вĕренме ямарĕç.
Иван йыснапа Райса аппа каç выртмалла ялан таçта каятчĕç. Вăрман хĕрринчи пӱртре пĕчченех тăрса юлаттăм. Вун пĕрти хĕр ача çак вăхăтра мĕн çинчен уйласа выртнă-ши? Хырăм выççи, çак ялта тăван-паллакан çынсем çукки, аннерен темиçе çухрăм инçетре пулни… Халь те пĕчĕк ачине хăйсемпе илетчĕç.
Пĕрре Иван йысна, ĕçсе ӱсĕрĕлнĕскер, Райса аппан пуçне çур литр эрех кĕленчипе çапса шăтарчĕ, хăй тухса кайрĕ. Райса аппа чĕп-чĕрĕ юнлă çамкинчи вĕтĕ кĕленче ванчăкĕсене хăпчăкпа суйлаттарчĕ. Йыснапа аппа час-час харкашатчĕç. Ҫапăçма тытăнсан ачана çĕклеттĕм те кăмака çине хăпарса пытанаттăм. Вăл кăмака маншăн чун ăшши те, кăмăл уççи те, хӱтлĕх те пулчĕ.
Пĕррехинче Иван йысна çук та çук. Райса аппа шырама тухса кайрĕ. Хĕлле. Ҫĕрле. Йысна пĕр хĕрарăм патĕнче ĕçсе ларнă иккен. Райса аппа çав хĕрарăма сĕтĕрсе кăларать те çӱçĕнчен турта-турта хĕнет. Ҫакăн хыççăн хăй пытанчĕ. Мана йыснана калама хушмарĕ. Иван йысна килсе кĕчĕ. Ури çинче аран тăрать. «Аппу килчĕ-и?», – тесе ахăрать. «Ҫук, килмерĕ-ха», - тетĕп. «Ан ултала. Аппуна шыраса тупса кил», – тесе çĕр варринче кăларса ячĕ. Райса аппа килтех пытанса ларнине пĕлетĕп-ха, çапах вăрман ăшнелле кĕрсе тарăн юра ашса тухрăм. Хам пӱрте кĕме шикленетĕп, çапах хăра-хăра кĕтĕм. «Райса аппана тупаймарăм», - терĕм. Сак çинче выртакан йысна тăрса ларчĕ те: «Ан ултала. Кил-ха кунта - уруна пăхам», – тет. Хăракаласа пытăм. Урана пăйма тăхăннăччĕ. Пăйма ăшĕнче юр. Манăн урана тыта-тыта пăхать. «Тĕрĕсне калан иккен», - терĕ. Ҫав хушăра кăмака çинчи ача макăра пуçларĕ. Эпĕ çак инкекрен çăмăллăн хăтăлнине туйса йăпăр-япăр кăмака çине ача патне хăпарса кайрăм.
Ҫапла 1953 çул та çитрĕ. Иван йысна çемйине Тутар Чуюнчă ялĕнчи сысна фермине куçарса кайрĕ. Кунта маншăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Йыснапа Райса аппана пулăшаттăм. Вĕсем пĕрер çĕре тухса кайнă хушăра ача пăхаттăм. Ҫав хушăра, сысна амисем çурисене пусарса ан вĕлерччĕр тесе, пăхма тÿр килетчĕ. Каланккă хыçĕнче хăнкăласемпе çывăраттăм. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннипе туймасăрах çывăраканскер çĕрĕпе хăнкăла çыртнине те сисместĕмччĕ. Ир тăрсан ал-ура хăнкăла çыртнипе чăп-чăпар пулса пĕтетчĕ.
Иван йысна килĕнче çапăçу-харкашусăр пĕр кун та пулман пулĕ. Ҫавăн пек тĕркешӱре Райса аппа манпа хӱтĕленес тесе ялан хăйĕн çумне лартатчĕ. Пĕррехинче иккĕш темшĕн çапăçса кайрĕç. Йысна пирĕн енне, сак çинче лараканскерсен енне, фарфор тарелка вăркăнтарчĕ. Тарелка стенана лексе чăл-пар! саланчĕ. Эпĕ хăранипе çакăн хыççăн кăн-кăвак кăвакарса кайса ӱкнĕ иккен. Тепрехинче кил хуçи нимĕнле сăлтав тупаймасăр чăркăшма пуçларĕ. Райса аппа мана сăпкари ачана илме хушрĕ. Эпĕ ачана илес тесе пынăччĕ анчах – йысна мана сăпки-мĕнĕпе тапса ячĕ. Эпĕ урайне кут çине кайса лартăм. Ҫакăн хыççăн пĕр икĕ каç сысна ферми хыçĕнче ирттертĕм. Йыснан тискерле хăтланăвĕсем ман чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕç. Райса аппапа ачана илсе сысна фермин чӱречине хывса кĕрсе сыснасем хушшинче çĕре кĕскетнĕ вăхăт та сахал мар пулнă.
1953 çул март уйăхĕн 5-мĕшĕнче сыснасем валли фураж илсе килчĕç. Пурте: «Сталин вилнĕ!», - теççĕ. Кам макăрать, кам ахăлтатса кулать. Хăшĕсем тата тутарла ятлаççĕ. Сысна ферминче Сталин вилни çинчен илтрĕм. Хам макăратăп. Мĕншĕнне ăнланмастăп: те чун кӱтсе килнĕрен, те атте çукран, те хӱтлĕх пулманран…
Пĕррехинче Райса аппапа Чăваш Чуюнчине кайма тӱр килчĕ. Пĕр карчăкпа старик патне кĕтĕмĕр (Иван йыснан таванĕсемччĕ-ши, ас тумастăп). Пире апат çиме лартрĕç. Старикки хура çăкăр çине тăвар сапса çинине лайăх ас туса юлтăм. Ҫавăн чухне старикпе карчăк Райса аппаран мана парса хăварма çав тери ыйтнă иккен: «Эпир ăна вĕрентсе çын тăватпăр», - тенĕ. Тен, хăйсен ачисем пулманран çапла мана усрава илесшĕн пулнă-ши? Йысна патне килсе те ыйтса пăхрĕç, анчах та вĕсем çын ачине памастпăр тесе хуравларĕç. Тен, çав вăхăтра ырă çынсен аллине лекнĕ пулсан вĕренсе тухнă çын та пулаяттăмччĕ пуль… Эпĕ куллен харкашнине хăнăха пуçлăрăм ĕнтĕ, анчах пĕчĕк ача чĕри мĕн чухлĕ тӱсме пултараять-ши? Пĕррехинче Иван йыснапа Райса аппа çапăçса кайрĕç. Эпĕ ачана илсе тухса тартăм. Çулталăкри ачапа сысна ферми хыçне пытантăмăр. Ачи Зоя ятлăччĕ. Хам та ача çеç вĕт-ха. Ачана улăм çине лартрăм та тем шухăша путрăм. Ҫав хушăра Зоя пĕчĕк чул хыпнă та кавлет те кавлет. Ҫăварĕнчен пăртак юн та тухнă, вараланса пĕтнĕ. Ача чула çăтса ярасран хăраса, макăрнине пăхмасăр пит çăмартине хĕссе чула кăларса илтĕм. Йысна ача сассине илтсе ферма хыçне чупса та çитрĕ. Арăмĕпе çапăçса тăранманскер мана ача пăхма пĕлместĕн тесе сулахай пит çăмартинчен çупса ячĕ. Пит пĕçерсе кайрĕ. Куç айĕ те кăвакарнă пулас. Арçын алли кĕреçе пек-çке. Выçăллă-тутăллă ӱсекен вун иккĕри ачан пит çăмартийĕ хăмпăланса тухман мар пулĕ ĕнтĕ. Кайран сылтăм хăлха шăхăрма пуçларĕ. Хальхи вăхăтра та пит илтсех каймасть.
Райса аппан ашшĕпе амăшĕ Соколовкăра пурăнатчĕç, анчах та вĕсем Кумертау леш енчи чăваш ялне куçса каяççĕ иккен. Красный Восток ятлăччĕ. (Те колхоз ячĕ, те ял ячĕ пулчĕ?) Хĕрĕпе кĕрӱшне те куçарса каяççĕ. Ҫулла малтан Иван йыснапа эпир кайрăмăр. Тутар Чуюнчă ялĕнчен Стерлитамака пырса çитрĕмĕр. Пĕр пӱрте кĕтĕмĕр. Утă вăхăтĕччĕ. Хуçисем утă илсе килнĕччĕ. Хăйсем апат ларса çирĕç. Эпĕ çинине ас тумастăп. Ирхине ирех хула вĕçне тухса пĕр машинăна чартăмăр. Пур пек япаласене машина çине тиесе хăпарса лартăмăр. Кумертау хули енне каятпăр. Пĕр яла пырса кĕрсен шоферпа йысна пĕр киле хырăмĕсене тăрантма кĕрсе кайрĕç. Эпĕ вĕсем тухиччен хутаçсем çинче çаплипех лартăм. Хĕвел хĕртет, хырăм выçнă, ĕçес килет. Ҫын ачине кам хĕрхенĕ.
Каç енне Райса аппан ашшĕпе амăшĕ куçса килнĕ пĕчĕк чăваш ялне пырса çитрĕмĕр. Райса аппан амăшĕ калатчĕ: «Виçĕ каç аташрăм, кăшкăра-кăшкăра вăранаттăм», - тетчĕ. Ку ялта та маншăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Вăл вăхăтра ват çынсем ĕçлетчĕç. Райса аппан ашшĕ кăнтăрла тракторсем хураллатчĕ. Унта-кунта каймалла е килте ĕç тумалла пулсан мучи мана хурала яратчĕ.
Пĕр-икĕ хутчен шап-шурă çӱçлĕ шур сухаллă старикпе лашапа ларса кайса кӱршĕ вырăс ялĕнчен икĕ чăмăр савăтпа краççын илсе килтĕм. Каясса лашапа, килме вара çуран килеттĕм. Ҫапла, çын ачине шеллемен ĕнтĕ.
Тырă çапнă вăхăтра Микулай пичче, Райса аппан ашшĕ, каçсерен тырă сăвăрттарнă çĕрте, йĕтем çинче, хурал тăратчĕ. Ҫĕрлехи сĕм тĕттĕмре ун валли апат леçеттĕм. Пĕррехинче кĕркунне Иван йыснана вăрман касма ячĕç. Ҫав кунхине Райса аппа Кумертау хулине пасара кайнăччĕ. Ман валли кăвак тĕслĕ алса илсе килнĕччĕ. Райса аппапа пĕрле Асавпуç ялĕнчен икĕ хĕрарăм килсе кĕчĕç. Пĕри - Лиза, тепри - Евгени ятлăччĕ. Вĕсенчен анне мана çыру парса янă, Райккана илсе килĕр тенĕ. Пĕр алăра кăвак алса, тепĕр алăра аннерен илнĕ çыру. Савăнăçа ниçта чикейместĕп - пĕрре макăратăп, тепре кулатăп. Ҫав каç кăмака çинче çĕрĕпе çывăраймасăр тул çутăлтартăм. Тепĕр кун çула пуçтарăнтăмăр. Мана ăсатма килнĕ карчăк Асавпуç ялĕнченччĕ пулас. Вăл ман ума пычĕ те пуçран шăлса: «Эсĕ, ачам, Сантри инкӱсем патне ан кай. Вĕсен пурте ывăл ачасем. Сана унта йышăнмĕç. Асавпуçĕнче Укçине мăн акку пур. Унăн хĕрĕ учительница, Клавди ятлă. Ҫав мăн аккуна шыраса туп», – терĕ. «Кам ачи тесе ыйтсан: «Эпĕ Макар салтакăн хĕрĕн мăнукĕ тесе кала. Вăл сана йышăнĕ», – терĕ. Пирĕн мăн кукаçи ĕлĕк 7 çул салтакра пулнă. Кавказра Шамильсемпе çапăçнă. Килне икĕ кĕмĕл медальпе таврăннă. Ҫавăнпа ăна Макар салтакĕ тенĕ. Пĕрремĕш каç Кумертау хулинче çĕр каçрăмăр. Ирхине чукун çул вокзалне кайрăмăр. Лизапа Евгени аппасем мана вагон умне япаласемпе тăратса хăварчĕç. Вагон алăкĕ уçă. Ача ачах ĕнтĕ. Таçтан шухăлăх кĕрсе кайрĕ. Чылай шутласа тăмарăм, аппасен япалисене вагона сĕтĕрсе сак айне хутăм. Хам япаласем хыçне пытантăм. Евгенипе Лиза аппасем мана кăшкăра-кăшкăра шыра пуçларĕç. Эпĕ чĕнме те хăратăп. Хĕрарăмсем мана шыраса тупрĕçех. Сак айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕç. Эпĕ ун чух вун иккĕ тултарса вун виççе кайнă. Пуçласа поезд çине ларнă-çке! Эпир поездпа Стерлитамака пырса çитрĕмĕр. Лиза аппасем патĕнче икĕ каç выртрăмăр. Унăн хушамачĕ Ломоносова пулмаллаччĕ. Унтан Асавпуçне тухса кайрăмăр. Асавпуçне çитсен Укçине мăн аккана шыраса тупрăм. Леш карчăк вĕрентсе янă пек: «Эпĕ Макар салтакăн хĕрĕн мăнукĕ пулатăп», – тетĕп мăн аккана. Вăл мана йышăнчĕ. Тепĕр ирхине Укçине мăн аккапа пĕчĕк урапапа тăм илсе килтĕмĕр. Иккĕмĕш кун лаша тислĕкĕ пуçтартăмăр. Виççĕмĕш кун эпĕ тăм çăрса тăтăм, мăн акка пӱртне шалтан та, тултан та шăлчĕ. Ун патĕнче миçе кун пурăннине ас тумастăп, анчах ăна вăй çитнĕ таран пулăшса хăварас тенĕ пулĕ. Ĕçсем пĕтсен мана Асавпуç хĕрарăмĕ Тальник ялĕнче пурăнакан кукамайпа пĕр тăван Арина мăн акка патне ертсе кайрĕ. Ку хĕрарăмпа Тальнике çитрĕмĕр. Вăл мана пахча вĕçне çитерчĕ те: «Эсĕ ак çак йăранпа кĕр. Ав леш пӱрт мăн аккун», - тесе каларĕ. Мăн акка патне пырса кĕтĕм. Алăкĕ яр уçă. «Мăн акка!», – тесе кăшкăратăп. Никам та чĕнекен çук. Кăмака çинче кăштăртатнă сасă илтĕнет - чĕнекен çук. Вăл кукамайăн амăшĕ пулнă иккен. Хытă хăлхаллă пулнă ман ват кукамай. Эпĕ, ют пӱрте килсе кĕнĕ пуль тесе, алăк янахĕ çинче тăраканскер, кӱтсе çитнĕ чунăмпа макăрса ятăм. Ман сасса илтсен шалти пӱртĕнчен мăн аккан чирлĕ ӱкей хĕрĕ Акули: «Эсĕ кам хĕрĕ пулатăн?» - тесе ыйтрĕ. «Эпĕ Макар салтакăн хĕрĕн мăнукĕ пулатăп», - тетĕп куççуле шăла-шăла. Ҫав хушăра мăн акка килсе кĕчĕ. Вăл мана ыталаса илчĕ те пуçран ачашласа макăрать.
- Мăн акка, мăн акка, аннене кала-ха, мана урăх ача пăхма ан ятăр, - лăпланаймасăр макăратăп. Ҫак сăмахсене илтсен мăн акка мана хăй çумне хыттăн çупăрларĕ те куççуль витĕр:
- Эй, ачам, аннӱн тăватă ача. Ҫимелли те кирлĕ, тăхăнмалли те кирлĕ. Каймалла пулсан каятăн, – терĕ.
Ман чĕре ыратса кайрĕ. Мĕншĕн аннен тăватă ачинчен манăн хырăм тăрантассишĕн ача пăхса тĕнче тăрăх çӱремелле? Ҫак шăпана эпĕ кăна тивĕçлĕ-ши? Ачаран пуç çине тиеннĕ хĕн-хур ман çири кĕпе пекех туйăна пуçларĕ. Хывсан та хывса ывăтма май çук. Мăн акка патĕнче миçе кун пурăннине ас тумастăп, анчах пĕррехинче Пекенеш ялне каякан пĕр арçынпа ертсе ячĕç. Киле таврăнас сукмакăм кунран кун кĕскелсе пынăн туйăнчĕ. Арçын тутар ялĕн вĕçне илсе тухрĕ те: «Акă Усăллă ялĕ», - тесе çул кăтартса ячĕ. Нумаях пурăнман пирки ялне лайăх пĕлместĕп. Усăллă ялĕн тăватă урам. Ячĕсем те пурччĕ. Пĕр урамĕ - Вăрăм урамччĕ, тепри - Кар явкан, виççĕмĕшĕ - Ту пуçĕ, тăваттăмĕшĕ - Тикĕт кассиччĕ. Эпир Ту пуçĕнче пурăнаттăмăр. Эпĕ хамăр урама каятăп тесе Тикĕт кассине пырса кĕнĕ иккен. Маншăн ют урам. Ял вĕçне тухрăм та ниçта кайма пĕлместĕп. Ҫавăн чух çĕр çине выртрăм та çĕре тăрмала-тăрмала макăртăм. Кӱтсе çитнĕ кăмăлăм пушансан тăрса лартăм. Ура çине тăтăм та пĕчĕк кутамккана илтĕм. Пĕрре Пекенеш енне пăхатăп, тепре - ял çине. Ниçта кайма аптăраса тăратăп. Мĕн тесен те, яла кĕрес терĕм. Урам варрине çитсе тăтăм. Натише мăн аккан çуртне курах юлтăм. Чунăм хĕпĕртенипе: «Мăн акка, мăн акка!», - тесе паллакан çурт тĕлне йĕре-йĕре чупатăп. Ман хыçран пĕр хĕрарăм те тĕлĕнсе, те хĕрхенсе пăхса юлчĕ. Мăн акка килте çук, Ÿресмет ялне пасара кайнă пулнă иккен. Пӱрт хыçĕнче тĕттĕм пуличчен лартăм. Мăн акка таврăнчĕ. Аннесем Тратау (хальхи Урман-Бишкадак) ялне куçса кайнă. Чун хурланчĕ. Анне патне таврăнас çул темиçе çухрăма вăрăмланнăн туйăнчĕ. «Акă Усăллă ялне таврăнатăп та аннене ыталаса илетĕп, хам курнă-тӱснĕ нуша çинчен йӱçĕ сухана туранă пек каласа кăтартатăп», - тесе ĕмĕтленсе выртнă каçсем чылай пулнă. Усăллăри мăн акка патĕнче те виç-тăватă кун пурăнма тӱр килчĕ. Мана Çтерлĕ пасарне каякан Акани пиччепе машинăпа лартса ячĕç. Акани пичче хулара пасар хваттерне кĕртсе хăварчĕ те хăй пасара тухса утрĕ. Пасарта пĕринпе мана лартса яма килĕшсе татăлнă иккен. Арçыннине кĕтӱçĕ Микулай тесе чĕнеççĕ. Пасар хваттерĕнче арçынсем ĕçеççĕ те ĕçеççĕ. Манăн ӱсĕр çынпа ларса каяс килмест. Вĕсен йышĕнче икĕ çамрăк Карайкан хĕрарăмĕсем пурччĕ. Те вĕсем хăйсем мана лартса кайма килĕшрĕç, те хам тархасларăм? «Унта, Карайканта Яхрук аппан Зина ятлă хĕрĕ пур. Вĕсем мана пĕлеççĕ», - тесен хĕрарăмсем лаша çине лартса илсе кайрĕç.
Тепĕр кун пушкăрт ялне Карайкана çитрĕмĕр. Зина аппасем патĕнче çĕр каçсан ирех тăрса унпа Урман-Бишкадака çул тытрăмăр. Икĕ ял хушши пĕр тăхăр çухрăма çитет те пулĕ, анчах мана, халь-халь чĕлпĕрленсе каяс ачана, çак çул питех те вăрăм туйăнчĕ. Утатăп-утатăп - утса çитеймесле пек…Чупса та пăхатăп…Хул урлă уртса янă пĕчĕк кутамккара чул выртнăн туйăнакан пулчĕ. Атте алли ачашлас вырăнне ют арçын аллинчен сахал мар çупкă çиме тӱр килни чуна арман чулĕ пек шатăртаттарать. Анне арки çумĕнче савăнса-кулса пурăнас вырăнне çĕрлесерен çын ачи кăшкăрса макăрнине итлес мар тесе хăлхана хупласа выртнисем куç умне ӱкерчĕкĕн-ӱкерчĕкĕн килсе тухаççĕ. Пĕчĕк пуçăмра пĕр шухăш çеç çĕлен пек явăнать: «Анне ача пăхма урăх кăларса ан ятăрччĕ!». Яла пырса кĕтĕмĕр. Чăваш урамĕ. Ҫатанран авса тунă пĕчĕк пӱрт. Тултан тăмпа шăлса шуратса лартнă. Хапха умне çитсен ура лăштăр пулчĕ. Халь-халь саланса каяссăн туйăнать. Таçтан вăй кĕчĕ. Пӱрт алăкне уçса ятăм та:
- Анне-е-е! - тесе кăшкăрса ятăм.
Анне кĕпе çăватчĕ. Самантлăха шак хытса тăчĕ те аллинчи хура кĕпене пăрахса мана ыталаса илчĕ. Эпĕ ĕсĕкле-ĕсĕкле:
- Анне, анне, эпĕ килсе çитрĕм. Анне эпĕ нумай утрăм. Мана мĕншĕн Усăллăра кĕтмерĕр. Эпĕ сире çухатрăм, - тетĕп.
Анне мана пĕрре пуçран, тепре питрен чуп тăвать. Хăй макăрать, алли чĕтрет. Куçран пăхса илет те каллех макăрать.
- Хуть аçăр хăрах ураллă, хăрах алăллă таврăннă пулсан та килте арçын пулĕччĕ, çĕлĕк тăхăннă пулĕччĕ, - тесе йĕрет.
Темиçе ял витĕр, эрне-эрне утса анне патне çитрĕм-çитрĕмех.1953 çулта эпĕ каллех 3-мĕш класра вĕренме пуçларăм. Аслă аппа, Ульяна ятлăскер, вун сакăр çулхи чипер хĕр пулса тăнă иккен. Вăл сысна ферминче ĕçлетчĕ. Шкултан таврăнсан аппана пулăшма ферма çӱрекен пултăм. Ҫулла сыснасене хире кĕтме илсе каяттăмăр. 1955 çул Ульяна аппа вилĕм чирĕпе чирлеме пуçларĕ. Малтан алли, кайран ури ыратма пуçларĕ. Аппа ĕçе çурейми пулчĕ. Ун вырăнне эпĕ ĕçе çӱре пуçларăм. Кĕркунне колхоз сыснисене Çтерлĕ çумĕнчи Левашовкăна ăсататчĕç. Сыснасене эрех заводĕнчен илсе тухакан патăкăна çитерсе пурăннă. Аннене сысна пăхма ячĕç. Эпир, хĕр ачасем, килте юлтăмăр. Ульяна аппа кунран-кун хавша пуçларĕ. Выртатчĕ – выртсан тăраймастчĕ. Пĕрре пире тула илсе тухма хушрĕ. Эпир йăмăкпа иккĕн илсе тухса çӱретсе кĕтĕмĕр. Сак çине вырттарас тенĕ чух аппана ӱкерсе ятăмăр. Пирĕн вăй та çитмерĕ пуль. Ҫакăн хыççăн аппа тăрайми пулчĕ. Вăл вырăнпа выртма пуçласан аннене киле ячĕç. Пирĕн 20 çулхи аппа ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилчĕ. Ҫамрăклах çĕре кĕчĕ. Сăнĕпе питĕ илемлĕччĕ. Пилĕк таран ыраш улăмĕ тĕслĕ икĕ хулăн çивĕтчĕ. Сасси уçăччĕ. Хăй юрă шухăшласа юрлатчĕ…
Вăрçă чарăнсан та анне çине тиеннĕ синкер сирсен те сирĕлмерĕ. Хуйхăпа лутăрканчĕ. Ҫакăн хыççăн анне апат хуранĕн ĕçĕ пăсăлнипе тата чĕре чирĕпе аптăракан пулчĕ, çапах сысна ферминче ĕçлеме пăрахмарĕ. Аннене пулăшма çӱреттĕмĕр. Сыснасем çурала пуçласан киле таврăнман тесен те юрать. Унтах выртса-тăрса пурăнаттăмăр. Пире çывăрма клетка тăррине хăма сарса вырăн туса панăччĕ.
Манăн çӱç вăрăмччĕ – ялан икĕ çивĕт туса çӱреттĕм. Пĕррехинче пĕр пăтăрмах пулса иртрĕ. Эпир çывăрса кайнă. Манăн çивĕт икĕ хăма хушшинчен çаккаланса тăрать. Çакна анне, тепĕр енчи клетка тăрринче выртаканскер, асăрхама ĕлкĕрнĕ. «Ку сысна Райсана çивĕтĕнчен сĕтĕрсе антарать ĕнтĕ», – тесе выртать анне. «Чĕнес тетĕп, чĕнейместĕп. Темле урана тăсса ятăм – çавăнтан чĕре тапăлтатма пуçларĕ», – тесе аса илетчĕ анне.
1955 çул 5-мĕш класа çӱре пуçланăччĕ – аппа вилсен вĕренме пăрахрăм. Анне фермăран таврăнаймастчĕ. Килте пысăк хуçалăх пулмасан та качакасемпе сурăхсем, чăхсемпе кăвакалсем пурччĕ. Пурне те пăхмалла. Мана учительсем çав тери вĕрентесшĕнччĕ. Пире чăваш чĕлхипе Александр Федорович вĕрентетчĕ. Ҫав тери ырă çынччĕ. Ман куç мĕн пĕчĕкрен начар куратчĕ. Александр Федорович мана окулист патне çÿретсе очки те илсе пачĕ. Кил таврашĕнче ĕçленĕрен уроксем тума та вăхăт юлмастчĕ. Учительсем шкула илсе каяс тесе килех килетчĕç. Шкула илсе ан кайччăр тесе кăмака хыçĕнче те, сурăх картинче те пытанса юлнисем пулнă. Тепрехинче утă купи хыçне тарса пытантăм. Килте ĕçлекен çын кирлĕ-çке! Ҫапла манăн вĕренесси пĕтрĕ. Пилĕк класс та пĕтереймерĕм.
Пĕррехинче хĕлле пулса иртрĕ ку. Кăмакана хутрăм та мăрьерен ытлашши ăшă тухса ан пĕттĕр тесе юшкана кăмрăклах хупрăм. Хам тĕлĕрсе илес тесе выртнăччĕ. Пĕр вăхăтра чĕтресе вăранса кайрăм. Сивĕ. Кушак алăка тĕртсе уçнă та пӱрт сивĕннĕ тесе шутласа выртатăп. Куçа уçса янăччĕ – пуç вĕçĕнче сурăхсем, ура вĕçĕнче качакасем ман çине пăхса тăраççĕ. Эпĕ тĕлĕк витĕр пӱртĕмне тухса выртнă иккен. Юрать, çав вăхăтра кӱршĕ Ялна аппа килсе кĕчĕ. Хăйсем патне илсе кайса сĕт ĕçтере-ĕçтере сĕрĕм тивнинчен урăлтарчĕ.
1956-мĕш çул çуркунне колхоз тыррине типĕтме çӱрерĕм, колхоз пахчинче ĕçлерĕм. Тепĕр çултан ача çуртĕнче ĕçлеме пуçларăм, анчах та мана вун улттăра çеç пулнипе илесшĕн марччĕ. Эпир начар пурăнаттăмăрччĕ. Тен, çавна пĕлсе-ши, ача çурчĕн директорĕ мана ĕçе илме килĕшрĕ. Малтанласа тĕрлĕ ĕçре ĕçлерĕм, вун сакăр çула çитсен санитаркăра ĕçле пуçларăм. Поварта та ĕçлерĕм, çулла пахчара та тăрăшаттăм.
Ача çуртĕнче ăс-тăн енчен катăкрах ачасемпе ĕçлеме вăй та, çирĕплĕх те кирлĕ иккен. Ку ĕç пĕррехинче поварта ĕçленĕ вăхăтра пулса иртрĕ. Тин кăна илсе килнĕ апат-çимĕçе Алис ятлă ача столовăя сĕтĕрет, эпĕ тараса çине хурса виçсе тăратăп. Ҫак ача юлашки çĕклем турĕ те кухньăна кĕрсе çухалчĕ. Ку ачана кĕрсе пăхас терĕм. Ман ума хăрушă ӱкерчĕк тухса тăчĕ. Манпа пĕрле ĕçлекен Фейме ятлă хĕре çăкăр касса тăнă вăхăтра Алис ача хыçалтан пырса тăрать те мăйĕнчен ыйхă артерине хытă пусма пуçлать иккен. Ҫамрăк хĕр чĕркуçленсе ларнă, хăранипе куçĕ арпашнă, тĕлсĕр-палсăр пăхать. Тем хушăра эпĕ çак ачана çухавинчен ярса тытса ывăтса ятăм. Фейме хаш сывласа ячĕ. Тепрехинче çак ача мана янахран çапса ячĕ, аялти виçĕ шăл катăлса та тухрĕ. Ача чухне Иван йыснаран çупкă çинĕ пулсан, çитĕнсен çÿлĕ çитмен ачасенчен тукмак лекрĕ.
1969-мĕш çулта Васильевка ялне качча килтĕм. Кунта колхоз ĕçне кӱлĕнтĕм. Пурнăçĕ пыл та çу пулчĕ тесе калаймастăп. Ыррипе ялан начарри те çумраччĕ. Мĕн ачаран тăхăннă нуша кĕпи ӱт-пӱ çумне çыпçăнсах ларчĕ тейĕн. Алла кассан алсиш ăшне чикме хушнă ватăсем. Чуна хытарса хĕн-хура парăнмасăр пурнăç çулĕ тăрăх утма тăрăшрăм. Мăшăрăмпа виçĕ хĕр те пĕр ывăл ӱстертĕмĕр. Хĕрсем аслă пĕлӱ илчĕç, ывăл хăй суйласа тупнă профессие алла илчĕ. Паянхи кун пирĕн пилĕк мăнук çитĕнет. Упăшкапа 51 çул пурăнатпăр.
Вăрçă хăйĕн асав шăлĕпе пире, вăрçă ачисене, аванах туларĕ. Хуняма та çамрăклах упăшкасăр юлнă. Мăшăрăн ашшĕ вăрçă пуçлансанах фронта кайнă. 1943-мĕш çулта Смоленск патĕнчи пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă. Хуняма виçĕ ывăлĕпе тăрса юлнă. Вăрçă нушине пĕччен сĕтĕрнĕ.
Ҫапла, вăрçă çулĕнче çуралнă ачасен ачалăхĕ хура тĕслĕ. Унта, ытларах, тăраниччен çăкăр çиесси, ăшă вырăн çинче çывăрса каясси тĕлĕк çеç пулнă. Тен, çавна пула паянхи кун чĕрере йĕп вĕçĕпе тĕртмелĕх те сывă вырăн çук. Сĕлĕ пĕрчи пек чĕлпĕк-чĕлпĕк, татăк-татăк…
Лира АФАНАСЬЕВА, амăшĕ каласа панинчен.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.
Читайте нас: