Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:57

Конституцие улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлав çинчен мĕн пĕлмелле?

Сасăлав июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртĕ. Çак кун канмалли кун пулĕ. Çĕршыв çыннисем сасăлава июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа хутшăнма пултараççĕ. Сасăлав участокĕсем 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен (Ĕпхÿ вăхăчĕпе) ĕçлĕç.

Енчен те сирĕн тепĕр хулана е региона каймалла пулсан‚ «Мобильлĕ сасăлавç㻂 «Госуслуги» портал е МФЦ урлă тепĕр участок суйласа илме май пур. Пĕр-пĕр сăлтава пула килтен тухаймасан та пăшăрханма кирлĕ мар‚ заявление «Госуслуги» портал урлă тăратма е сасăлав участокне шăнкăравласа пĕлтерме пулать. Комисси членĕсем сасăлав ирттерме мобильлĕ ещĕкпе килĕре килсе çитĕç. Унсăр пуçне вĕсем июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа участоксем çук ял-саласене çул тытĕç. Кашни кăмăл тăвакан çын хăйĕн сассине пама пултарĕ.
Сасăлав суйлав йĕркипех иртĕ. Çĕршывĕпе сасăлав процесне 500 пине яхăн çын сăнаса тăрĕ. Заявкăсене йышăнма тытăннă. Çывăх вăхăтра политика партийĕсем те хăйсен кандидатурисене тăратĕç.
Конституцие епле улшăнусем кĕртмелле? Вĕсен шучĕ çĕр ытла. Чи пĕлтерĕшлисем: ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пурăнмалли минимум шайĕнчен пĕчĕкрех пулмĕ‚ пенси укçине çулталăкне икĕ хутчен индексацилĕç; патшалăхăн тÿрĕ тивĕçĕ - паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсси‚ граждансене социаллă хÿтĕлев парасси‚ сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пыма кирлĕ условисем тăвасси; патшалăх чи пысăк мул ачасем пулнине йышăнать‚ çавăнпа тăлăх ачасене ашшĕ-амăшĕсем пăхнă пек пăхма шантарать; чиновниксемпе парламентарисене‚ судьясене ют çĕршывсен гражданствине илме‚ унта пурăнма тата вĕсен банкĕсенче счетсем уçма чарĕç; Конституцинче Раççее авалхи истори пĕрлештернĕ‚ вăл мăн асаттесен историне упрĕ‚ истори чăнлăхне хÿтĕлев парĕ тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи халăх паттăрлăхне пĕчĕклетсе кăтартмĕ тесе çырĕç.
Бюллетеньте «Эсир Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртессине ырласа йышăнатăр-и? текен пĕртен-пĕр ыйту пулĕ.
Экспертсем сасăлава хутшăнма хăрушă мар тесе шутлаççĕ. Тĕп суйлав комиссийĕпе Роспотребнадзор сасăлав правилисене палăртнă. Участок пĕр харăс сехет хушшинче 8-12 çынран ытла йышăнмĕ. Сасăлав умĕн сасăлав комиссийĕн членĕсем кăшăлвирус тестне иртĕç. Килсенче ирттерекен процедура вăхăтĕнче комисси членĕсемпе сăнавçăсем хваттере кĕмĕç.
Участока килнĕ çынсен температурине виçĕç‚ кирлĕ пулсан медицина маскипе те тивĕçтерĕç. Территоринче час-часах дезинфекци ĕçĕсем ирттерĕç.
Роспотребнадзор çак правилăсемпе паллашма сĕнет: сасăлав участокне кайма хатĕрленнĕ май хăвăрпа паспорт‚ маска тата перчетке‚ çĕнĕ ручка илмелле; социаллă дистанци 1‚5-2 метр тытасси çинчен манса каймалла мар; документ тăрăх идентификаци иртнĕ вăхăтра маскăна пĕр вăхăта хывма тивĕ‚ паспорта комисси членĕсен аллисене пама кирлĕ мар; сасăлав пÿлĕмĕнче 15 минутран ытла тăмалла мар; участокран тухнă чухне маскăпа перчеткесене контейнера ывăтмалла‚ алăсене антисептикпа сапмалла.
Сасăлав участокĕсенче йăлана кĕнĕ суту-илÿ точкисем ĕçлĕç. Хăйсен сассине пама килнĕ çынсене тĕрлĕ парнесем кĕтĕç: йÿнĕ хакпа тăратнă фермер таварĕсем‚ тĕрлĕ парне сертификачĕсем тата ытти те.
Саккунпа килĕшÿллĕн сасăсене пилĕк кунтан ытла шутламĕç. Сасăлава пĕтĕмлетнĕ хыççăн‚ виçĕ кун хушшинче‚ Тĕп суйлав комиссийĕ кăтартусемпе паллаштарĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: