Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:34

Çĕнĕ кĕпер çĕкленчĕ

Ялсенче тирпей-илем кĕртме юр ирĕлсе пĕтнĕ-пĕтменех пуçлаççĕ. Кăçал кăшăлвирус пандемийĕ йăлана кĕнĕ плансене улăштарчĕ. Анчах эпир, Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакансем, маска режимне, социаллă дистанцие пăхăнса тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе тытăнтăмăр.

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче ял масар территорийĕнче субботник ирттертĕмĕр: хăрăк йывăçсене касрăмăр, çÿп-çапа пуçтарса тăкрăмăр. Ял халăхĕнчен тата ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсенчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе масар çинче ларакан çурта калайпа çавăртăмăр. Тăррине те тимĕртен витме шутлатпăр.
Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнса, ял йĕри-тавра сухаласа çаврăнтăмăр. Нумаях пулмасть Речная урамĕнчи çуран çÿрекенсен кĕперне юсаса пĕтерсе ăна кăшт аяларах куçартăмăр. Дружба урамĕнче пурăнакансен ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕчĕ. Администраци ĕçченĕсемпе ял çыннисем тăрăшнипе кунта çĕнĕ кĕпер хыврĕç.
Ăшă кунсем пуçлансанах ял çыннисем хăйсен çурчĕсем тавра çĕнĕ хÿмесем çавăрма, çурчĕсен мал енĕсене çĕнетме, чечек йăранĕсем тума пуçларĕç.
Гера ФЕДОРОВА, ял Канаш депутачĕ.
Пелепей районĕ, Çĕнĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: