Тӑван (чăваш) чӗлхепе ют чĕлхе (акăлчан) вӗрентекенĕ пуласшӑн. Малашне ачасене чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарасшăн, тăван чĕлхене хисеплеме хăнăхтарасшăн.
Халăхăмăрăн культурине упраса хăварас тĕллевпе эпĕ хамăр университетри «Савни» юрăпа ăсталăх ушкăнне çÿретĕп. Эпир, студентсем, тĕрлĕ йышши конкурссене, олимпиадăсене хастар хутшăнатпăр. Пĕр ҫул хушшинчи вĕренÿ çулĕнче эпӗ Мускавпа Хусан хулисенче пулса куртăм.
Пирӗн факультетра питӗ пултаруллă та тăрăшуллă вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ. Пысӑк тав вĕсене.
Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕн, чăвашлăха упракансен, çамрăк ăрăвăн пурнăç никĕсне малалла аталантармалла. Çавăнпа, кăçалхи выпускниксем, сире пирĕнпе пĕрле пулма ыйтатăп. Сирĕншĕн аслă шкулăн алăкĕсем яланах уçă.
Анфиса САЛИХОВА,
ППУн Çтерлĕри филиалĕн 1-мĕш курс студентки.