Вĕсем ертсе пынипе ял çыннисем пĕр тăхтаса тăмасар ĕçе пуçăнчĕç. Интернет урлă Светловка ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурăннă, халĕ тĕрлĕ вырăнта тĕпленнĕ çынсене шыраса тупса вĕсем патне хыпар ячĕç, смета туса укçа пуçтарассине, материал туянассине йĕркелерĕç. Михайловка ял Канаш администрацийĕ (ертÿçи - Сергей Никитин) 30 000 тенкĕлĕх строительство материалĕсем уйăрчĕ. Сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме чи малтан укçа хывакансен шутĕнче 90 çулхи Мария Николаевапа Юлия Исаева пенсионерсем тата вĕсен йышлă ачисем пулчĕç. Пурĕ 70 000 тенкĕ укçа пуçтарнă (пĕр çын пуçне 2000 тенкĕ тухать).
Субботник кунĕ çĕрĕк юпасене тата ишĕлнĕ хÿмесене, йăваннă йывăçсене пуçтарчĕç, кирлĕ мар вырăнта ÿсекен хурăнсене касрĕç, çум курăксене çулса тасатрĕç, çÿп-çапа пуçтарса илсе тухрĕç.
Пуçаруллă ушкăн профнастилтан 200 метр хÿме тытса çавăрчĕ, хапха, калитке турĕ. Анчах лăпланма иртерех-ха. Ĕçе вĕçлеме тата 18 метр профнастил кирлĕ. Апла пулсан 25 пин тенкĕ пуçтармалла.
Светловка ял çыннисем пухура тунă йышăнăвăн кирлĕлĕхне ăнланса, кашниех пултарнă таран пулăшма, сăваплă ĕçе хăйсен тÿпине хывма васкарĕç. Раççейре пурăнакансем мĕн авалтан мăн аслашшĕ-асламăшĕн ячĕсене асра тытнă, ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсене типтерлĕн упранă. Çак вырăнсене сăнаса тăрасси, тирпейлĕ тытасси – пирĕн сăваплă тивĕç.
Брик АЛГИНСКИЙ.
Пишпÿлек районĕ, Светловка ялĕ.